Мансăрах, Тăван çĕршывăм
Сăвăçран эсĕ пуян.
Çав-çавах çырмасăр сăвă
Тӳсейместĕп эп паян.
Мансăрах, мухтавлă халăх,
Пит нумай сан юрăçсем.
Кашни çын тупать ăсталах
Ăнăçса пырсан ĕçсем.
Кашни çын пулать хайлавлă,
Çырман çын çырма ларать.
Çырнисем пулсан тăрлавлă,
Хаçатра та çаптарать.
Сăвăпа хĕре юрасшăн
Кам çырмасть-ши ачаран?
Юратса чуна парасшăн,
Сăввăма çырап, куран.
Çĕршывра пур тĕрлĕ паттăр,
Хăшпĕрне тĕнче пĕлет.
Пĕлменни татах нумай-тăр,
Ман çавна калас килет.
Пĕрисем çинчен çыраççĕ
Çĕршыври пур сăвăçсем.
Теприсем сăвва кĕмеççĕ,
Çӳремеççĕ кĕвĕçсе.
Мансăрах эс, паттăр халăх,
Паттăра пĕлен курма.
Çав-çавах эс юратмалăх
Сăввăмри юлташ пур ман.
Ман герой пулман-ха паллă,
Орденпа медаль çакман.
Ĕçĕсем пулсан та чаплă,
Ун çинчен сăввăм çук ман.
Тепĕр чух эпир куратпăр
Хаçатри геройсене.
Васкаса кĕртсе хуратпăр
Юрламан юрăсене.
Çын пăхать-тĕк вăрман урлă,
Вăл сăмси айне курмасть.
Сахал мар курать вăл хурлăх,
Ун сăвви-юрри тухмасть.
Эпĕ хам та куртăм намăс
Çавăн пек çыра-çыра.
Урăхла калать халь ман ăс, —
Паттăра эс ан шыра,..
Эс те паттăр, эп те паттăр,
Тенĕ евĕр юрăра,
Паттăра çумрах тупатпăр,
Паттăр хамăр хушарах.
Аманман вăл çамрăк пуççăн
Донпа Одер хĕрринче.
фашистпа та куçа-куçăн
Курăнман çĕр варринче.
Вилĕм витĕр, çулăм витĕр
Берлина çитсе кĕмен.
Кашни çын ăçтан-ха çиттер,
Эпĕ хам та çитеймен.
Паллах мар çав манăн паттăр,
Ун пекки пирте пин-пин.
Ячĕ çук-тăк, сăввăм патăр,
Сăвăра курар эппин.
Сар хĕр ячĕ Зина, унăн
Хушамачĕ Нягина.
Хăй ĕçлет вăл çĕрĕн-кунĕн,
Канăç çуккă пĕр кана.
Хушамат памашкăн çăмăл,
Ӳркенмерĕн — тыт та пар.
Тӳрлетме хушсассăн кăмăл,
Тӳрлетмешкĕн çăмăл мар.
Тарама-ха хушамачĕ,
Хушамат çынна çĕртмест.
Хушамачĕ-хăямачĕ
Çынна çăкăр çитермест.
Пултăр çеç этемĕн алă,
Çирĕп алă, çирĕп чун.
Хушамат та пулĕ паллă,
Ят та, чап та пулĕ ун.
Çуралать çын ятсăр-мĕнсер,
Хушаматсăр çуралать.
Ят хурсан та пупсăр-тĕнсĕр,
Этемрен этем пулать.
Ачаран пĕрле чупмасăр
Çын пĕлмен пек çын ăсне,
Ĕç çинче пĕрле пулмасăр
Пĕлейместĕн çын ĕçне.
Тӳрĕрен-тӳрех калас-тăк,
Эп унпа пĕрле ӳсмен.
Хурине те, шуррине те
Вăл манпа пĕрле тӳсмен.
Вăл манпа пĕрле пулас-тăк,
Ыйтас çукчĕ çынсенчен.
Елчĕкре ыйтса эп пĕлтĕм
Зинаидăмăр çинчен.
Пурнăçне те çырса илтĕм
Ялĕ-йышĕ умĕнче.
Çырнине илсе çӳрерĕм
Савни пек хампа пĕрле.
Хам ăçта кăна çитмерĕм
Сăввăма тĕрле-тĕрле.
Чашлатса çăватчĕ çумăр,
Çумăрпа пĕрле шур юр.
Пӳртри çын калатчĕ:
«Çутăр! Ăшăнмашкăн пӳртĕм пур».
Кăтӳçсем уйра чупатчĕç
Шапарса, шăнса-кӳтсе.
Каçпа тин йăва тупатчĕç,
Кĕтӳне яла кĕртсен.
Сахал мар эп çумăр айĕн
Çул çӳренĕ пуль çуран.
Кетӳç хĕр пулсан, çул майĕн,
Сывалатчĕ пек суран.
Тус-юлташ пулать кăтӳçĕ
Çул çинчи кашни çынпа.
Кăмăлĕ пĕрмай пит уçă,
Çывăхрах çеç пул унпа.
Хăй çинчен тумне те парĕ,
Ăшăтма çулти çынна.
Кĕтӳçсен чунри кăварĕ
Сахал мар çăлнă мана.
Çӳрен çул пулсан пит йӳçĕ,
Кампала пылак тăван?
Хăтарать сана кĕтӳçĕ,
Тăванран хаклă тăван.
Тĕнчери кашни кĕтӳçĕ
Çавăнпа маншăн тăван.
Çынсене çавса тĕрлерĕм,
Çак пĕчĕк кĕнекене.
Йĕркешерĕн тек йĕрлерĕм
Кĕнеке кĕтекене.
Тиркекеншĕн — тиркĕ тĕпĕ,
Тетпĕр эпĕр чăвашла.
Тиркеме çырмарăм эпĕ,
Тиркесен те юлташла.
Пĕрисем кĕтеççĕ сурăх,
Теприсем пăхаççĕ хур.
Кетӳсем пулсассăн тулăх,
Сĕт те, çу та, аш та пур.
Кĕтӳçрен халь кулаканăн
Çапан шăттăр çăварне.
Çĕршыва вăл, вулаканам,
Пурнăçне парать парне.
Хам герой çинчен мĕн пĕлне,
Мĕн-мĕн илтнĕ халăхра,
Эп çавна каласчĕ, тенĕ,
Сăвă çырнă хушăра.
вуласан çырса пĕлтерĕр, —
Пуш пулмасть пуштă лашм.
Паттăр мар та манăн паттăр,
Паттăртан кая юлмасть.
Çĕршыва кам-ха аш патăр,
Ман геройсăр аш пулмасть.
Сыснасем пăхать вăл халĕ,
(Ун çинчен калăп кайран):
Ĕç çинче ӳснĕ вăй-халĕ
Курăнать халь катаран.
Ашшĕ унăн бригадирччĕ,
Вăрçăччен Тӳскелĕнче,
Сахал çын-и вăрçă хирчĕ,
Ашшĕ çук халь килĕнче.
Амăшĕ пĕччен юлсассăч,
Вăрçă тухнă кунсенче,
Ир те каç сывларĕ ассăн,
Ашшĕ сăнĕ умĕнче.
Мăшăрне вутра пытарчĕ,
Пирĕн Çирахви инке.
Кăмăлне йĕрсе хытарчĕ.
Йĕнипе иртмест инкек.
Пӳлмере — пĕр чĕпкĕм çăнăх.
Çĕрулми пĕтнĕ пачах.
Мĕн курма-ши юлчĕ тăлăх
Пӳрт тулли ача-пăча?
Ӳсейместĕн питĕ çирĕп
Çиме çăкăр çитмесен,
Кутамкка çакса та çӳрĕн
Курас кунĕ пĕтмесен.
Туллашать, çулать ют çарĕ
Кĕреш пек арçынсене.
Чармасан татах та чарĕ
Татăлман ĕмĕтсене.
Çирахви инке йăлт манчĕ
Хăй килйышĕ выççине.
Ачисем ун чух таманччĕ,
Вăранса, ура çине.
Çывăраççĕ çичĕ тăлăх,
Пĕр пек выçă пĕртăван.
Пурăнаççĕ пулĕ кăлăх,
Вилме çук вĕт, мĕн тăван?
Вĕсене амăш ачашшăн
Витрĕ кивĕ чаппанпа.
Чаппанĕ юлсаччĕ ашшĕн,
Ашшĕ мĕн тутăр унпа.
Хĕсĕр мар-мĕн пирĕн пурнăç,
Ĕмĕтпе кашни пуян.
Пурнăçин çеç мăйĕ пăрнăç, —
Ытлврах нуша туян.
Нушине те инке курчĕ,
Курчĕ паянхи куна.
Кантур пек вĕсен кил-çурче
Кил тулли сĕрлет хăна.
Виçĕ ывăл, пурте харăс
Килнĕ пек ăна курма,
Анне, теççĕ, пире пар ăс,
Пурнăçа чипер тума.
«Ĕçлесессĕн пурнăç ырă,
Мĕн пулать килте выртсан.
Çичĕ çул çимелĕх тырă
Пĕтес çук чипер тытсан.
Пĕчĕк чух пурне те тӳсрĕр,
Кăмăла хуçа-хуçа.
Ĕнтĕ халь çын пултăр, ӳсрĕр,
Хăвăра хăвăр хуçа.
Тем мурне çав пулчĕ вăрçă
Эсир ӳснĕ вăхăтра.
Тен, сире тăвасшăн тарçă
Çĕленсем килчĕç ютран.
Тен, эсир пулманшăн тарçă.
Аçусем пĕтрĕç вутра», —
Хăйне хăй пуплет хĕрарăм
Ачисем çине пăхса.
Куççулли анать пĕр ярăм
Чĕрĕ кĕмĕл пек юхса.
Çирĕпленчĕ салтак арăм,
Салтак пек çирĕп тăрса.
Тăшмана пур, терĕ, парăм,
Тавăрар мăйне пăрса.
Эп салтак матки пулатăп:
Çын тӳсет-тĕк тӳсмелле,
Ĕçлеме ферма юлатăп,
Хӳтĕлесшĕн Тӳскеле.
Вăл ăçлерĕ икĕ çыншăн,
Ирттерсе арçынсенчен.
Антармарĕç ăна уншăн
Чыс-хисеп хăми çинчен.
Тен, каç-каç выртса та йĕнĕ,
Арсăр арăм час йĕрет,
Куççулли пулмасть вăл йӳнĕ:
Кам йĕртет — çавна çитет.
Иртсе кайнă вăрçă вучĕ.
Сывви-пĕр килне килет.
Килменни таçта пуç хучĕ, —
Уйăхпа хĕвел пĕлет.
Çип ăçтан çинçе, пĕлетĕр,
Çавăнтан çеç татăлать,
Тенĕ пек курнать инкемĕр, —
Хуйхăпа-ши, ватăлать.
Мăшăрне малтан çухатрĕ,
Килйышне пăхрĕ пĕччен.
Сывлăхне самай вăл катрĕ,
Ачисем çын пуличчен.
Ашшĕсем вутра пĕтнишĕн,
Çынсен ӳсрĕç ачисем.
Амăшсвм йĕрсе кĕтнишĕн,
Ĕç панче ялан вĕсем.
Çирахви инкешĕн хуйăх
Кунĕн-çĕрĕн пуç тулли:
Ывăлă сывмар вун уйăх, —
Вĕçĕ çук, тĕлли-палли.
Сиве çил-ши илсе килчĕ
Çурхи кун пек ăш хыпар?
Хыпарне ялйыш та пĕлчĕ,
Ял тени хыпарсăр мар.
Ухăнать çеç пуштă учĕ,
Вĕçкелет çилхи вăр-вар.
Мĕн калать-ши хыпар хучĕ?
Хыпарне ярать Вăрнар:
«Пульница апачĕ йӳçĕ, —
Вăл анне апачĕ мар.
Медсестрин çеç ачаш куçĕ:
Лартнине, тет, çисе пар.
Хĕр куçĕ пулсан та çăлтăр,
Сăмаххи пулсан та çу,
Кам унта тăмасăр вырттăр,
Çиесшĕн, çич-сакăр çул.
Ан кулян, аннеçĕм, маншăн, —
Хуйхăпа пĕтет чĕре.
Кĕрешсе пырсан, эп саншăн
Парăнтарăп чир-чĕре.
Ман патма килсен, ху курăн:
Кĕрешме ман чăтăм пур.
Тунсахпа çунса ан пурăн, —
Ерĕçсессĕн килсе кур».
Ывăлĕ хыпар тусассăн,
Кайрĕ амăшĕ курма.
Килĕнчен амăш тухсассĕн,
Хĕр-пики юлчĕ ферма.
Пĕвĕпе хĕр пысăк марччĕ,
Сăнĕпе — макăнь çеçки.
Вунулт çул мĕнле тултарчĕ,
Çапла пулчă ĕç пики.
Килĕнче ĕне сăватчĕ,
Хăйĕн амаш вырăнне.
Çиччĕре кĕпе çăватчĕ,
Шурататчĕ хурине.
Ачаран ферма çӳренĕ,
Ӳснĕ Зина фермăра,
Вăл ĕне сума вĕреннĕ,
Амăшне кура-кура.
Халĕ акă амăш кайнă,
Вăл ларать ĕне суса.
Туйăнать: ăна пуç тайнă
Ĕнесем сума суса.
Виç ĕне кăна хĕр сурĕ,
Пӳрнисем ларчĕç хытса.
Аллине сĕтпе те çурĕ,
Йĕрес пек шăлне çыртса.
Сăтарса массаж та турĕ
Алăпа-алă тытса.
Аллине пулчĕ тем мурĕ,
Пĕрмай тăчĕ ыратса.
«Çăмăл мар-мĕн анне ĕçĕ», —
Терĕ, Зина ăшĕнче.
Çăмăлпа ăçтан сĕт ĕçĕн,
Теççĕ, халăх хушшинче.
Ыратсан та Зина тӳсрĕ,
Пит çине тукрĕ кулли.
Ĕмĕтпе-ши сар хĕр ӳсрĕ,
Ытарми пулчĕ алли.
Пĕр-пĕччен пăхать пек Зина.
Хĕрĕх-аллă пуç ĕне.
Ĕнине сăвать машина,
Турттарса ĕлкĕр сĕтне.
Пултăр тулăх сĕчĕ-çăвĕ
Халăха ырă курма.
Халăх çитăр хĕлĕн-çăвĕн
Хăймапа юрса юрма.
Ĕмĕт пулчĕ чăн-чăн тухтăр,
Хĕр юрла-юрла сăвать.
Сĕчĕ çеç, тет, тăтăш юхтăр, —
Сĕтпеле телей çăвать.
Çирахви инке те килчĕ,
Эрнерен, тăван ялне.
Фермăра ыйтса вăл пĕлчĕ
Хăй хĕрин ĕçне-хĕлне.
Пултарать хĕрӳ сан, терĕç,
Хăвăнтан, шет, ирттерет.
Дояркка яран пуль, терĕç.
Халĕ, терĕ, иртерех.
Амăшĕ татса каларĕ:
«Халĕ, — терĕ, — иртерех».
— «Ĕçлесессĕн ĕç кăларĕ,
Вăл санран чипертерех».
Урăхран амăш чĕнмерĕ,
(Сăмахпа вăл кĕттерет.)
Каласси кăна килмерĕ,
Каласан вăл — витерет.
Пуçĕнче шап-шурă тутăр,
Çийĕнче шап-шур халат.
Калăн, килнĕ, тейĕн, тухтăр,
Халачĕ çавна калать.
Çатмара çӳхе икерчĕ
Пиçнĕ чух çав каçхине,
Зина кил умне ӳкерчĕ
Хăй хуйхин хутаççине.
Хутаççи ун пысăк марччĕ:
Пĕтĕмпе ик-виç сăмах.
Амăшĕ çапах та чарчĕ
Зинăна сăмах хушма.
Чĕлхӳне, терĕ, эс чарччĕ,
Çăварна — йĕплĕ çăмах.
Ĕçĕн унăн юрлĕ карчĕ,
Халь пуçна ӳкмен пушмак.
Анне, терĕ, эпĕ çамрăк,
Каяс, теп, ĕне сума.
Амăшĕ: эс, терĕ, çамрăк,
Вĕренсем питне çума.
— Эп, аннем, ĕнтĕ, хĕр пулнă,
Санăн халĕ канмалла.
Хуйхăпа чĕрӳ сан тулнă,
Халь пурне те манмалла.
— Хуйхăсăр пулмасть хĕрарăм,
Çамрăкла артан юлсан.
Шухăшсăр кун эп курмарăм,
Шухăш пур вăл, пуç пулсан.
Калаçса амăш çу ячĕ,
Калаçса илчĕ çатми.
Çу пулсан, çатма апачĕ
Пулас çук хăпи-хăпми.
Ĕлĕкрех çатма суятчĕ,
Çу пулсан çити-çитми.
Çу пулсан, хуçи пуянччĕ,
Калаçатчĕ ун çатми.
Икерчи пиçсе ун пĕтрĕ,
Сивĕнет вĕри çатма.
Пĕр çавна çеç Зина кĕтрĕ
Амăшпе сăмах татма.
Сăмахĕ тухать ачашшăн.
— Эп каятăп, — тет, — анне.
— Эп çунап кашни ачашăн,
Чĕрене ан ват манне.
Чăн калатăп, савнă хĕрĕм,
Эп тухасшăнччĕ ĕçрен.
Акă хапь ĕçлес-ха, терĕм,
Эс, хĕрĕм, манран вĕрен.
Пульници хушать Вăрнарăн:
Ĕçле, тет, ĕçле, анне.
Ĕçлесессĕн, тет, сĕт парăн,
Сыватма çын суранне.
Вăрçă чух, çĕршывăн çарĕ,
Тăшмана çĕнтĕр тесе,
Сан аннӳ выртса канмарĕ,
Кĕтрĕ вăрçă пĕтессе.
Миçе пин çынна сыватнă
Аннӳсем панă сĕт-çу.
Ĕçлесе чуна йăпатнă,
Çухалсан тăван аçу.
Вăрнарта, пĕлесчĕ санăн,
Сан тăван тетӳ панче,
Юнашар выртаççĕ манăн
Ачамсем вырăн çинче.
Ашшĕсем, тен, пурте паттăр
Пулнă пулĕ çулăмра.
Вĕсене-и кам сĕт патăр,
Сĕчĕ манăн аллăмра.
Чĕпписем выртаççĕ чирлĕ,
Пĕчĕкрен, мĕн ачаран.
Сывлăху, пулсассăн кирлĕ,
Илме çук çав арчаран.
Амăшне итлерĕ хĕрĕ,
Куçĕнчен савса пăхса:
— Эс, анне, ĕне су, — терĕ, —
Эп те лармăп япăхса.
Ĕçĕм, терĕ, пулĕ урăх.
Пурте кирлĕ вĕсене.
Эп пăхăп сысна е сурăх,
Ашăтма ачасене.
Амăшĕ хĕрне чуптурĕ,
Сăмахне кала-кала:
— Пурăнса пăхсан, куç курĕ,
Пăхмасан калла-малла.
Калаçса çапла инкемĕр
Куç хупмарĕ килĕнче.
Сăмахне илтсен, тиркемĕр,
Паян кун Тӳскелĕнче.
Сăмахне эп юрă турăм
Хам анне юрри пвкрех.
Кĕвĕ тупĕ, терĕ, юррăм,
Тӳскелте, тен, Елчĕкрех:
Аçусем пулса пит паттăр,
Паттăр турĕç халăха.
Çав вăя пиччӳ туянтăр, —
Куçтăр вăл йăхран-йăха.
Аçусем çăтнишĕн хурçă,
Вилĕм лекмĕ халăха.
Аçуна вĕлернĕ вăрçă
Ан куçтăр йăхран-йăха.
Аннӳсем пулса пит çирĕп,
Çирĕп турĕç халăха.
Çав вăя сана эп парăп, —
Куçтăр вăл йăхран-йăха.
Аннӳсем курнишĕн хурлăх,
Хурлăх пусмĕ халăха.
Аннӳне çунтарнă хурлăх
Ан куçтăр йăхран-йăха.
Аппусем пулса пит чаплă,
Чаплă турĕç халăха.
Йăмăкĕ те пултăр паллă,
Ят юлать йăхран-йăха.
Ĕç çинче пулсассăн тӳсĕм,
Юраттарăр халăха.
Юрату парать вăл ӳсĕм,
Вăп куçать... йăхран йăха.