Эсĕ сар хĕвел пулсан,
Çăлтăр çеç пуласчĕ ман.
Çăлтăр çеç пуласчĕ ман, —
Çумăнта куллен, ялан
Çутăлса тăрасчĕ ман.
Эсĕ çӳллĕ ту пулсан,
Пулаясчĕ пĕлĕт ман,
Пулаясчĕ пĕлĕт ман, —
Шăрăхпа усăнасран
Хăтарасчĕ сана ман.
Эс пылак çеçке пулсан,
Пулаяс пыл хурчĕ ман,
Пулаяс пыл хурчĕ ман.
Пĕр сана кăна ялан
Тутлăн чуп тăвасчĕ ман.
Эс хаяр кăвар пулсан,
Сивĕ шыв пуласчĕ ман.
Пăрлă шыв пуласчĕ ман, —
Тĕлкĕшсе кĕл пуласран
Хăтарасчĕ сана ман.