Айхине
Санра тапса тăратчĕ пултарулăх,
Ӳнер хăвачĕ — чи ăста талант.
Сана таптаймĕ шелсĕр вилĕм-хурлăх,
Мĕн пур тавралăх, эс ан йĕр, шăплан.
Эс ху ятна тĕнче шайне çĕклерĕн,
Тĕнче умне кăлартăн халăхна.
Поэзи пахчинче куллен ĕçлерĕн,
Шăратрăн кĕмĕл пек таса ăсталăхна.
Çиçет хĕвел пек çутă ăс вучахĕ,
Эс чĕртнĕ ăс-тăна хĕрсе çунать.
Сăмахлăх хирĕнчи сар тул пучахĕ
Куç виçейми уйра пиçсе тулать.
Тĕвĕленет чĕр шухăш ик çунатлăн,
Вĕçет пин-пин чĕре хĕлхемĕн уçлăхне.
Асамлă шăплăхра сассу янрать хăватлăн,
Тĕнче тăнлать ăстаçă сăмахне.
Аваллăх çӳпçинче эс пĕрчĕн-пĕрчĕн
Тĕпчерĕн халăхăн сӳнми ăсне.
Эс тăрăшни пур вăхăта çĕнтерчĕ,
Эс çирĕп тытрăн кимĕ парăсне.
Чун-чĕрене, ăса чĕртсе вĕçмелĕх
Поэзи сывлăшне кĕртен чăвашлăха,
Çав çăл куçран куллен выртса ĕçмелĕх
Хăват паратăн эс çуратнă халăха.