«Чăваш ялĕсенче турчăкасемпе сенĕксем тата тимĕр-тăмăр япаласем сутма чарас»
Пĕрремĕш Пётр патша указĕнчен
Хам пĕчĕк чух санпа пĕрле
Хура пӳртре, сентре çинче,
Ман тунсăх вăхăтăм хĕлле
Сĕм-тĕттĕм вăрăм каçсенче
Шăп иртнĕ чух, ача ыйхи
Ман тĕркĕш шухăшлă чуна
Пусман чухне, эс авалхи
Маттур тăванăмсем çинчен
Параттăн каласа мана,
Вара ман куçăм умĕнче
Тăратчĕ иртнĕ самана.
Кĕрлетчĕ халăх саcсипе
Ун чухнехи пăлхавлă ĕмер,
Вут витĕр вут пек учĕпе
Иртетчĕ cиккипе Тутимĕр.
Ман йăхăм-несĕлри çынсем,
Сĕм-ĕлĕк Атăл хĕрринче
Пупсем те улпутсем хĕссен,
Телей шăписĕр çĕрĕнчен,
Чура пек пуç пĕке-пĕке
Тăмасăр, тарнă Пушкăрта.
Асар-писер сăм вăрманта
Пĕр вăхăтлăх анчах телей
Килсен, ăста аллисемпе
Хăйсен хули пек Пелепей
Ӳсинччĕ тенĕ, хунă никĕс,
Анчах тивлетлĕ ĕмĕтпе
Ырра шансан та, кĕтнĕ пек
Кунçул пыман ялан тип-тикĕс.
Тиек те, пуп та чăваша
Йĕрленĕ çăтă ĕмĕтпе,
Вĕсем çемçе тăпра ашса
Апшур салтак эшкерĕпе
Хăпса килсен, тытса хĕсме
Ун сехрине хăпартмалли
Малтан чиркӳ, кайран тĕрме
Лартсан, шыва та укçалла
Ăсма хушсан, ĕçчен чăваш
Пулман тек мăльăк пек йăваш,-
Хăй тарĕнче, куççулĕнче
Çемçелнĕ ырă çĕр çинче,
Пелепейре, пăлхав çĕкленĕ,
Терт курнă-тӳснĕ чĕринче
Ун пулнă çапăçма терменĕ.
Вăл чиркĕве хăй çиллипе
Çунтарнă, унăн вучĕпе
Çутатнă тĕттĕм пурнăçа.
Тискер пупа — нӳхреп куçа,
Тиексемпе улпутсене
Ылханлă юпасем çине
Çакса силленĕ чух чăваш
Хăйпе чи аслă хурăнташ
Пулса тăран Пăкачава
Хаяр шăв-шавлă кĕрлевре
Хăй чунĕ пек юмарт, ачаш
Кĕтсе илме кĕрекере
Сымпыл та, сăй та хатĕрленĕ,
Ăна тăван чĕлхе хитре
Ятпа: Патша-аттемĕр, — тенĕ.
Пыман ку тăвăл вăраха.
Ăна тискер майра патша
Салтакĕсем чĕр юн ашса
Пусарнă. Паттăр халăха,
Вилсе пĕтме анчах хушса,
Хирсе тăксан, çĕр çул ытла
Иртсе кайсан та, улăпла
Хăватлă халăх хушшинчи
Вут - хĕмлĕ ирĕк шухăша
Яш Иванов, Силпи каччи,
Ачаранпах пелсе, унпа
Çунса каяс пек ялкăшса,
Сăвви-юррисенче хĕмленнĕ,
Ăна вăл çамрăк çунатпа
Поэзи тӳпине çĕкленĕ.
Вăл хăй те — Кĕçтенттин пиччем —
Пăлханнă, Чĕмпĕр шкулĕнчен
Кăларнă хыççăн хăй ялне
Калле килсен, Пăртта йăхне
Чи малтанах пуçлакансем
Пелепейре пăлханнине
Вăл илтнĕ халăх хушшинче.
Кайран, хăй Чĕмпĕре килсен,
Вăл Орион пекех пĕччен
Тăрса юлсан, тăванĕсем
Çĕкленĕ шавлă пăлхава
Манман, — пупа çакни çинчен
Сиксе тăрас пекех хавас,
Хĕрсе çьрма çеç хатĕрленнĕ,
Хăйне хăй шаннă, ĕмĕтленнĕ.
Сĕве çыранĕ хĕррипе
Пĕччен çӳренĕ чух ирпе
Шăп та тӳлек тавралăха
Пур тинкĕл-тинкĕл, чăн та чан
Пăсса тăрса янранине
Илтсе, çилленнĕ. Халăха
Суйма анчах, пуйма анчах
Чăваш çыннин еçчен ятне
Ярса путланнă мурсене
Каçпа вăл шкул килкартинче
Тĕл пулнă хыççăн йĕрĕнсе:
— Чăваш ĕнси, ырхан ĕнсе,
Епле тӳсет-ши, ун çинче
Кусем ларса юрланă юрланă юрă
Пулать-ши, — тенĕ вăл, — культура?..
Пур халăха, пур эрлĕке
Кисрентерме çеç хистекен
Хăюллă çамрăк шухăша
Ун харсăр чунĕ пĕлĕте
Илсе хăпарнă, вăл, çӳлте
Пĕр вăхăт тĕк пек варкăшса
Тăрсан, аманнă кăйкăр пек
Лап ӳкнĕ чуллă çĕр çине,
Хăйпе те поэта инкек
Кӳрсе, ун вăйлă ĕмĕтне,
Ун вутлă тĕркĕш шухăшне
Укернĕ хыççăн чир-чĕре
Çĕнтереймен асаплă гений,
Хăйне çуратнă нӳр çĕре,
Слакпуç çĕрне яш пуççăн кĕнĕ.
Мана атте çак çĕр, çинче
Чипер Сентти пекех ĕçчен
Пулса ӳсме, ака тума —
Карлав аври алла тытса,
Ун тупанне тарлаттарса,
Ĕçлеттерсе шак хытарма,
Эп хам çемçетнĕ çĕр çине
Тырра та хам анчах акса
Ем-ешĕл кĕнеке çырма
Вĕрентрĕ вăл мана вара.
— Эс ху тар тăкнă тăпрара
Ӳстернĕ тырăран анчах
Пĕçернĕ çăкăрăн типтерĕ,
Тути те пуррине, ачам,
Ху çинĕ чух ăнланăн, — терĕ.
Ĕçри хаваслăхпа терте
Туйса, Силпи уй-хирĕнче
Çурла та тытнă аллăма
Перо тытас килсен, атте
Каллех хĕлле сентре çинче
Екки ярса çеç калаçма
Хăй уçнă академире
Хăй шăллĕ, Кĕçтенттин пиччем,
Кĕнекесем ытла хитре,
Ытла та шеп çырни çинчен
Мана пĕлтерчĕ, ĕмĕте
Тăван чĕлхе илемĕпе
Тытса, сентре çинчен антарчĕ,
Мана вăл ăмĕр тăршшĕпе
Çырулăх çулĕпе уттарчĕ.
Мана атте мĕн ачаран
Вĕрентнĕ хамăр чĕлхепе
Эп пултăм иксĕлми пуян,
Телейлĕ ĕмĕр тăршшĕпе.
Çырма чун туртнă тĕлсенче
Мана ăсталăхпа тĕрек
Парасшăн Кĕçтенттин пиччем
Çума ларса калаçнă пек
Туйса, каятăп шухăша:
Ытарайми тăван чĕлхемĕр
Ман сăввăмра та ялкăшса,
Поэт пиччем каларăш, тимĕр
Касинччĕ, — тĕрĕс илемпе
Тухинччĕ, — тетĕп, — сикипе
Юратнă паттăрăм Тутимĕр.