Ир килет те каç пулать
Куçа хупса илнĕ пек.
Вăхăт-урхамах чупать
Тăпăртатса, сиккипе.
Çамрăк ĕмĕр час иртет
Тытса чарас тесен те.
Ватлăх кун пĕрех килет
Тем пек кĕтмесессĕн те.
Ăс параççĕ ваттисем
Каччăсемпе хĕрсене.
Ан тӳсчĕр тесе вĕсем
Хăйсем курнă нушине.
Анчах çамрăк çамрăках —
Хăй пĕлнĕ пек пурăнать.
Тăрăшатăн кăлăхах —
Мĕн пӳрнине йăлт курать.
Çырма пулать хут çине
Тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕспелен.
Анчах пурнăç çырăвне
Çырма çав çĕнĕрен.
Эпĕ çырнă йĕркесем —
Çĕр хут илтнĕ сăмахсем.
Анчах эпир, çамрăксем,
Шутламастпăр, айвансем.
Нуша хутаççи тулсан
Шутлама пуçлатпăр тин.
Чавса çывăхрах пулсан
Çыртнă пулĕччĕ пур çын.
Юратсан илемлĕ ĕмĕр
Юрататăп, терĕн,
Пăрахмастăп, терĕн,
Ĕмĕрлĕх ку, терĕн.
Эп сана чĕнмерĕм,
Эп хирĕçлемерĕм,
Эп сана итлерĕм.
Кунсем иртрĕç, иртрĕç,
Çулсем хыçа юлчĕç…
Анчах темĕн пулчĕ —
Эс пуçна çухатрăн,
Урăххине саврăн,
Манна манса кайрăн.
Эп санран ыйтмарăм,
Эп тархасламарăм —
Вăрттăн куççуль шăлтăм.
Юрататăп, терĕн,
Ĕмĕрлĕх ку, терĕн.
Манас марччĕ ӳлĕм,
Асăмра тытасчĕ:
Юратсан çеç селĕм
Курăнать-мĕн пурнăç.
Юратсан илемлĕ
Иртет пек — мĕн ĕмĕр.