— Шурă-шурă кăвакарчăн,
Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?
Мĕн шыратăн ирĕн-каçăн
Кăвак пĕлĕт тӳпинче?
— Ах, вĕçетĕп эп, йĕретĕп,
Вут çунать ман ăшăмра:
Хурчăка тытса аркатрĕ
Манăн савнă мăшăра!
— Шурă-шурă шур аппаçăм,
Ма салхуллăн эс ларан?
Куçунтан мерчен куççулĕ
Ирĕн-каçăн юхтаран?
— Ах, ларатăп эп, йĕретĕп,
Вут çунать ман ăшăмра:
Юнлă вăрçăра вĕлерчĕç
Манăн савнă мăшăра...
— Çук, ан лар-ха, шур аппаçăм,
Ан юхтар çут куççульне.
Çил çунат ут йĕнерле те
Тухса вĕç тăшман çине.
Нимĕн шиксăр, çĕнтерӳллĕн
Çапăç эсĕ тăшманпа.
Пуçне хунă мăшăрушăн
Çакă пулĕ ыр парне!