Утрăм яла васкаса
шухăш çĕклемĕпеле.
Утрăм мала, çил касса.
Чунăм—вылянчăк шевле.
Сывлăш сипетлĕ, таса, —
Ут çĕкленӳллĕ халпа.
Ял ыйхине сыхласа
шăплăх тăрать хуралта.
Уйăх — хĕрӳсĕр хунар —
шăппăн çутатрĕ çула.
Эй, хунарна эс пытар —
сан çутупа çĕр ула.
Уйăх çилленчĕ пулас —
кĕчĕ вăл пĕлĕт айне.
Те кулянас, те кулас?
Çук, тупаймастăп майне.
Çил пăшăлтатрĕ темскер,
ассăн сывларĕ йăмра.
Темшĕн кашни тĕмеске
шăппăн ӳсет куçăмра.
Кӳл хĕррине анаспа
Юхрĕ хăюсăр, аран
Шăнкăр та шăнкăр саспа
шăплăх кĕвви валакран.
Сĕм пĕлĕтсем хыçĕнчен
уйăх сивлеккĕн пăхать.
Сивĕ, кичем çутинчен
йывăçсене пас тытать.