Мĕнле майпа пулнă ял?
Кам пуçланă çак яла?
Çĕр тĕрлĕ ыйту çапла
Сиксе тухать пурнăçра.
Кашни ялăн кун-çулĕ,
Кашни ялăн пурнăçĕ,
Кашни ялăн ĕç-хĕлĕ
Интереслĕ пĕлмешкĕн.
Ял историйĕпеле
Кăсăкланакан чылай.
Апла пулсан тĕпчекен
Тупăнатех çапла май.
Чăваш çĕрĕ-шывĕнче
Анлă сарăлнă уй-хир.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи
Çырма-çатрасенче те.
Каш кашлавĕ йывăçсен
Кайăк-кĕшĕк юрри те,
Тĕрлĕ чечек шăрши те,
Куç тулли илĕртекен.
Çак илемлĕ вырăна
Килсе вырнаçнă-ши кам?
Сăмах çăмхине сӳтме
Пуçлар пулĕ пикенсех.
Сĕнтĕкçырмийĕнчи ял
Хăçан пуçланса кайнă?
Ваттисем каланинчен
Пулчĕ маншăн çак паллă.
Иван Грознăй Хусана
Илес умĕн çакăнта
Шупашкар тăрăхĕнчен
Килсе çитнĕ пĕр çемье.
Темиçе кунах утсан
Чарăннă пĕр вырăна.
Кунти меллĕ вырăна
Илнĕ вĕсем суйласа.
Тупнă вырăн хитрине
Юхан шывăн хĕррине.
Сĕнтĕк хăйĕн çемйипе
Тĕпленнĕ килĕшнипе.
Малтан пурăннă çĕре
Вырăс çарĕ тапăннă.
Кашни пӳртĕн алăкне
Тĕкĕленĕ каштапа.
Вырăссем кашни пӳрте
Вут тĕксе çунтарнă.
Мĕн чухлĕ çын вилнине
Татса калама та çук.
Пӳрте вут хыпса илсен
Çар çынни пулнипеле
Ăста çапăçса хĕçпе
Сĕнтĕк çăлать çемйине.
Вăрçнă чух çапăçура
Вилнĕ икĕ ывăлĕ.
Сĕнтĕк хăйĕн мăшăрпе
Вырăссенчен хăтăлнă.
Аякри вырăнсенчен
Çакăнта килсе çитсен
Вĕсем пӳрт-çурт çавăрса
Тĕпленнĕ яланлăхах.
Пурнăç майланса кайсан
Выльăх-чĕрлĕх усрама
Тытăннă вĕсем кунта
Хăйсем ĕçчен пулнăран.
Пурăнсан тепĕр такран
Сĕнтĕк патне вырăссем
Килнĕ çар çынни тесе
Вăрçса илме Хусана.
Çар çынни пулсассăн та
Вăрçма кайма килĕшмен.
Çавăнтанпа çынсемпе
Питех хутшăнсах кайман.
Ыттисенчен уйрăмрах,
Халăхра унран иртмен.
Чарусăр çын умĕнче,
Палăрнă харсăрлăхпа.
Сĕнтĕк çутă ӳтлĕскер,
Вĕтĕ сарă çӳçлĕскер,
Тăсанкарах пуçлăскер,
Кĕлеткипе лутраскер.
Икĕ ывăл çуралсан
Пулнă тет ашшĕ сăнлах.
Ярутти тенĕ пĕрне,
Яртуш тенĕ теприне.
Ун ăрăвĕнчи çынсем
Йыш хушнă çулсеренех.
Тăван-пĕтенсемпеле
Туслă пурăннă пĕрле.
Акă тупрăмăр хайхи
Ял мĕнле пуçланнине.
Çырма хĕрне вырнаçнă
Сĕнтĕк ятлă çынтан тет.
Халапĕ
Иван Грознăй Хусана иличчен Шупашкар тăрăхĕнчен Сĕнтĕк ятлă арçын хăй çемйипе çак тăрăха килсе вырнаçнă. Вăл малтан пурăннă вырăна вырăссем тапăннă. Вĕсем пурăнакан кашни çыннăн пӳрт алăкне каштапа тĕкĕленĕ те вут тĕртнĕ. Питĕ хăвăрт хыпса илнĕ çуртсенчен хăтăлайманнисем чылай пулнă. Çар çынни пулнă Сĕнтĕк хĕçпе çапăçса çемйипе тарма пултарнă, анчах хăваласа çитнĕ вырăссем икĕ ывăлне вĕлернĕ. Çăлăнма пултарнă Сĕнтĕкпе арăмĕ хăйсене килĕшнĕ вырăна суйласа илсе пӳрт-çурт çавăрнă, выльăх-чĕрлĕх усрама пуçланă. Кăштах вăхăт иртсен Сĕнтĕке вырăссем шыраса тупнă та ăна вĕсем Хусана вăрçса илме чĕнеççĕ. Анчах вăл вĕсемпе кайма килĕшмен. Çавăнтанпа Сĕнтĕк çынсемпе ытлах хутшăнман. Хăй вăл питĕ чарусăр, харсăр пулнă. Сĕнтĕк çутă сăнлă, сарă çӳçлĕ, тăрăхларах пуçлă, лутраскер. Вĕсен икĕ ывăл çуралнă. Пĕрне — Ярутти, теприне Яртуш тенĕ. Сĕнтĕк йăхĕ йышлансах пынă. Çапла майпа пуçланса кайнă та Сĕнтĕкçырми ялĕ.
Халап çăлкуçĕ: Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан 82 çулхи Серафима Григорьевна Яруткинăран 2009 çулта Светлана Яруткина çырса илнĕ.