Ĕлĕкех, революциччен,
Сĕнтĕкçырми ятлă ял
Чĕмпĕр кĕпĕрнийĕнчи
Кĕнĕ Атай вулăсне.
Ун чух Атай вулăсне
Чутай район кăна мар,
Çĕмĕрле районĕнчи
Кĕнĕ чылай пайĕ те.
Атай вулăс старшини,
Васильев хушаматлăскер,
Ятлă-сумлă старшина
Илнĕ тăрăхра хисеп.
Йĕркелеме ĕçсене
Тивнĕ чылай çĕрсенче.
Ĕçе пĕлсе тунăран
Шанса тăнă çак çынна.
Ĕçĕ нумай пулнăран
Çитмен вырăн хăварман.
Тума килти ĕçсене
Вăхăт та çитереймен.
Акă хайхи старшина
Тарçă тытнă тет килте.
Кирек мĕнле ĕçе те
Лешĕ тунă пит ăста.
Старшина тарçи иккен
Çĕмĕрле çывăхĕнчен.
Пулнă Хапăс ялĕнчен,
Палăрнă шӳтлес енпе.
Эс ăçтан тесе ыйтсан
Хуравланă самантрах:
— Эпир хамăр Хапăссем,
Хапăс енчи чăвашсем.
Ĕçлеме вăл ӳркенмен,
Тытнă ĕç сиксе вĕрет.
Шӳт тăвас, кулас тесен
Ĕç прахсах итлеттерет.
Тĕлĕнтермĕш тарçăнне
Пĕр юррине илер-ха.
Хапха тăрри тунине
Пуçларĕ тет юптарма.
Юрра ячĕ тет çакскер
Савăнтарса çынсене.
Тĕлĕнтерме такмакпа,
Ĕçлекене култарма.
Ăçтан тупать кĕввине?
Ăçтан тупать юррине?
Çавăрттарать сăмаха,
Вутлантарать шухăша.
— Хапăс хапха тутарать,
Тăрне шăтăк хăварать.
Тăрне шăтăк хвармасан
Шывăн ăçта юхмалла?
Турăн тăк тăрă шĕвĕр
Шывĕ хăйĕн урине
Яраймĕ ик еннелле,
Пĕççине те çурĕччĕ.
Шывăн хăрах урине
Ярас-и пĕр еннелле?
Ярас-и тепĕр енне?
Кун пек килĕшместĕпех.
Хапха тăрринчи шыва
Юхтарас çук ик енне.
Тупрăм вара шутласа:
Тăратас ăна варне.
Апла пулсан хăварас
Шăтăк хапха тăррине.
Капла çумăр пĕрчисем
Юхĕç шăпах шăтăка.
Чăн та, шыв пăшăрханман,
Сăрхăннă шăтăкалла.
Тупнă вырăн хăй валли,
Ним те çук тĕлĕнмелли.
Пĕрле ĕçлекеннисем
Улăхнă хапха тăрне.
Хапха тăрри шĕвĕрне
Тĕлĕннĕ курса вĕсем.
Вăт çапларах çак тарçă
Сурман шăмма-шакка та
Çав самантрах суртарать,
Асамлăхпа тыткăнлать.
Унăн шӳчĕ вырăнлă,
Никама кӳрентермен.
Такама та сăмахпа
Ярайнă вăл çавăрса.
Ик-виçĕ çул ĕçлесен
Ĕçшĕн укçине илсе
Пĕр илемлĕ кунхине
Таврăннă тăван ялне.
Савăнтаракан çынна
Манман Сĕнтĕкçырминче.
Шӳтлĕ халап-юмахне
Тытнă чылаях асра.
Хăшĕ-пĕри паян та
Тарçа аса илкелет.
Çыпăçуллă шӳчĕсем
Çухалман-ха пурнăçра.
Вулăс старшини панче
Хапăс çынни тăнăран
Çапла старшина йăхне
Панă Хапăс хушма ят.
Ялта Хапăс халь нумай
Çак ăру ĕрченĕрен.
Ав Хапăс килет тесен
Никам та пăшăрханман.
Юмах ятăм юптартăм,
Пĕр сăмах та суймарăм
Ĕненмесен пырса кур,
Ялта, чăн та, Хапăс пур.
Халапĕ
Революциччен Сĕнтĕкçырми ялĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Атай вулăсне кĕнĕ. Ун чухне Атай вулăсне Хĕрлĕ Чутай районĕ кăна мар, Çĕмĕрле районĕнчи чылай пайĕ те кĕнĕ. Атай вулăсĕн старшининче Сĕнтĕкçырми ялĕнчи Васильев хушаматлă çын ĕçленĕ. Васильев килти ĕçсене тума пĕр тарçă тытнă. Тарçи хальхи Çĕмĕрле районĕнчи Хапăс ятлă ялтан пулнă. Вăл савăк кăмăллă, сăвă-такмак, шӳт ăсти пулнине ял çыннисем пурăна киле ăнланнă. Вара юррисенче час-часах хăйĕнчен кулса, ял çыннисенчен шӳтлесе юрлама юратнă.
— Эс ăçтан? — тесе ыйтсан вăл тӳрех хуравне тупма пултарнă, — эпир хамăр Хапăссем, Хапăс енчи чăвашсем.
Вăл ĕçлеме ӳркенмен. Халĕ те Сĕнтĕкçырминче унăн хăш-пĕр шӳчĕсене астăваççĕ. Акă унăн пĕр юрри:
- Хапăс хапха тутарать, тăрне шăтăк хăварать… Унăн хапха тăрринчи çумăр шывне ик еннелле юхтарас килмен. Вара хапха тăррине шăтăк хăварса шыва варрине юхтарма шутлать. Анчах хапха тăррине шĕвĕрех тунă вăл.
Хапăс çыннин шӳчĕсемшĕн никам та кӳренмен. Çак тарçă хăйĕн срокне ĕçлесе пĕтерсен ĕçшĕн тивĕçекен укçана илнĕ те тăван ялне таврăннă. Вăл кайни чылай пулин те ял-йыш ăна манманни паллă, халĕ те аса илекенсем пур. Васильев вулăс старшини патĕнче Хапăс çынни тăнăран ун йăхне Хапăс хушма ят панă. Çак ăрури çынсене Хапăс тесе чĕнсен никам та пăшăрханман.
Халап çăлкуçĕ: Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан 82 çулхи Серафима Григорьевна Яруткинăран 2009 çулта Светлана Яруткина çырса илнĕ.