Вăрçă пынă çулсенче,
Астăватăп лайăх:
Пурччĕ Чăвашкассинче
Колхоз Миккалайĕ.
Килĕ-çурчĕ çукчĕ ун,
Çукчĕ ашшĕ-амăш,
Ăçта кайтăр мĕскĕн чун?
Шăпи çапла имĕш.
Кам ачи вăл, кам тавраш?
Пур-и хушамачĕ?
Мана пĕчĕкçĕ Гаврош
Евĕр туйăнатчĕ.
Лутра пӳллĕ. Çаврака,
Хура питлĕ-куçлă
Çакă пĕчĕк çамрăка
Çăлчĕ пирĕн туслăх.
Пуçлăхпа пĕррехинче
Калаçать те ыррăн,
Леш правлени çуртĕнче
Тупса панă вырăн.
Хуралçăпа вăл унта
Шав выртса тăратчĕ.
Хушăран унта-кунта
Ĕç хушсан чупатчĕ.
Ман анне кайран тата
Тĕл пулса калаçрĕ.
Çав кунран ача шкулта
Вĕренме пуçларĕ.
Çĕн фуфайкăпа кĕпе
Ун валли çĕлерĕ.
Тăлăха мĕн пуррипе
Вăй парса çĕклерĕ.
Пулса иртнĕ пек ĕнер,
Астăватăп лайăх:
Ӳссе çитĕнчĕ чипер
Колхоз Миккалайĕ.
Халь ăçта вăл? Кам пĕлет?
Кайрĕ те – çухалчĕ.
Хушăран аса килет
Тăлăх ача ячĕ.
Çулсем иртрĕç васкаса,
Шурĕç пĕлĕт евĕр.
Таврăнаймĕ çаврăнса
Иртсе кайнă ĕмĕр.
Ку чухне Миккалайсем
Калама çук йышлă.
Вĕсене, тăванăмсем,
Ӳстересчĕ ăслă.