Янăрать юрă. Е тем анлăш саралса кайнă çурхи шыв пек хăватлăн та мăнаçлăн, е ыйха пĕлмен шăпчăк шăнкăравĕ евĕр çемçен те çепĕççĕн кĕвĕленет вăл. Хирĕçри çыранран саркаланса çĕкленет те малтан шатра питлĕ Дунай çийĕпе ярăнать, ухăна-ухăна ярпаять, унтан, вĕçсе тăрансан, такама йыхăрнăн аулатса, таврари вăрмансемпе уйсене, çарансемпе улăхсене сапаланса саланать...
Çакнашкал ак кулленех, кашни ирех. Яланах тата — пĕр юрă. Шыв леш енчи шурă чиркӳллĕ мадьяр ялĕн ыйхăран вăранса ĕçе пуçăнмалли гимнĕ, тейĕн çав.
Чăн та тĕлĕнмелле ĕнтĕ. Хĕвел те куçне лайăххăн уçма ĕлкĕреймен-ха, шавлă кун хапхине çывăрса тăртаннă алли-урипе тăпси енчен çеç тĕмкелесе хыпашлакалать, кунта пур, акă, тĕнче музыкăпа тулса ларма та ĕлкĕрнĕ:
Далеко-далеко,
где кочуют туманы,
где от легкого ветра
колышется рожь,
ты в родимом краю,
у степиого кургана,
одиноко и тихо, как прежде, живешь...
Юхать, шăранать юрă.
Витали итлет. Итлет тимлĕн, пĕр сăмах хăварми. Çавна пула тепĕр чух тăвас ĕçне те мансах каять.
— Мĕн юпа пек хытрăн ĕнтĕ? Кая юлатпăр вĕт. Паян пĕрремĕш сменăра вĕçессине мантăн-и элле, е санăн комэскаэскадрилья командирĕ хăтăрнине каллех итлес килет-и? Часрах çăвăнса тумлан, — тет вара кун пек чух мăкăртатма юратакан вăтамрах пӳллĕ Игорь. Хăй вăл аэродрома кайма паçăрах хатĕр, планшечĕ те аллинчех ун.
Çылăхне туйнă Витали ăна хирĕç ним те шарламасть. Айăпа кĕтĕн пулсан, мĕн тейĕн-ха, ара? Анчах юрă унран ниçта та юлмасть: кран айне выртса çăвăннă чухне те, тумланнă вăхăтра та... Çĕр çинче кăна та мар. Реактивлă двигателĕн хăватлă шавĕ те, сехете ик-виç пин çухрăм каякан хăвăртлăх та ним мар уншăн. Вăл пурне те çĕнтерет, вăл ăна ăçта пулсан та хуса çитет, шыраса тупать. Тупатех!..
Чăннипе илсен, юрри ку çĕнĕ мар ĕнтĕ. Ăна вĕсем вăтам шкулта чухнех юрлатчĕç. Переменăсенче-мĕнсенче пĕр-пĕр кĕтесе пухăнса ларатчĕç те ĕнĕрлешетчĕç кам мĕнле пултарнă пек...
Унтанпа çĕре ылмаштармалла чылай вылярĕ кунпа çĕр. Витали вĕçев училищи пĕтерчĕ, тĕрлĕ чаçсенче пулса курма ĕлкĕрчĕ. Пурнăç кустăрми кăлтăртатнă май, — сисмен, тупата, сисмен, — юрă сăмахĕсем те самаях шĕкĕлченнĕ-мĕн, пуçран пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех туха-туха ӳкнĕ. Вĕсене вăл çĕнĕрен кунта, служба йĕркипе çак инçе Дунай хĕррине куçса килсен, — аса илчĕ.
Тĕрĕсрех, юрă хăех асăнтарчĕ хăй çинчен. Шыв леш енчи сăртран çунатне сарса çĕкленчĕ те тунсăхланă чĕре çумне пырса йăпшăнчĕ. Малтан вăл, вăрттăн юратса çӳрекен хĕр евĕр, ачашшăн та йăвашшăн кăна сĕртĕнчĕ, пĕр хушă ахаль çеç çуланкаларĕ, унтан, хаюланса çитрĕ те хытăран хытă, вăйлăран вăйлă тытăнчĕ турткалама карăннă хĕлĕхсене...
Юрă, юрă, çилçунат!.. Тухатланă пăтăрмахах пуль çав эсĕ, тухатланă пăтăрмах. Унсăрăн ăçтан çавăн чухлĕ вăй, çавăн чухлĕ асамлăх пултăр?! Ыттисене мĕнле-тĕр те, Виталие кашнинчех тăван кĕтесĕпе суптаратăн. Яланах çапла. Вăл вара, санăн чăнкăр-чăнкăр тенкĕсемлĕ шăнкăравна итлет-итлет те, Игорь калашле, вырăнĕнче хытать, юпана çаврăнать. Тăнласан-тăнласан, — хăй те сисеймест пулмалла, — санпа пĕрлешет, хутшăнса каять:
Далеко-далеко...
Çапла, аякра-аякра, кунтан темиçе пин çухрăмра, пĕр мăн шыв пур. Атăл теççĕ ăна, аслă Атăл. Таппи ун хăватлă, вăйĕ пысăк. Виталисен ялĕ тĕлĕнче пушшех те ейӳ вăл: пĕр çыранĕнчен теприне хĕвеллĕ кун та аран кăна куратăн. Тинĕс, чăн-чăн тинĕс!
Ял, тунсăх юрри сапалакан шурă чиркӳллĕ çак мадьяр сали пекех, сăртра.
Анаткас, Виталие çеп-çемçе те сип-симĕс кавирĕ çинче ташлатса-вылятса ӳстернĕ Анаткас, çумĕпе шăнкăр-шăнкăр çырма юхса иртет. Самаях чăнкă çырансене, икĕ рет хире-хирĕç тăратнă салтаксем пек, ытама кĕмен йăмрасем хураллаççĕ.
Шĕпĕлти çулçăллă йăмрасем урамсенче кăна мар, пахчасенче те чылай. Анчах кусем лешсенчен, çырма хуралçисенчен, нумай хитререх, нумай капăртарах. Яланах касса, тирпейлесе тăнăран-и, хурăнсемпе хырсем пекех йăрăс та тӳп-тӳрĕ.
Пахчасем тенĕрен, мĕн-мĕн кăна çук-ши вĕсенче?! Кишĕрĕ-суханĕ, хăярĕ-помидорĕ, улми-çырли...
Лере, Анаткас хыçĕнче, — айлăм. Унта уяв кĕпи тăхăннă улăх варкăшать, карас куçлă кӳлĕсем çуталаççĕ. Акăшкӳль, Çатмакӳль, Хăнтăрлăкӳль, Хăмăшкӳль, Кукăркӳль, Таканакӳль, Кĕмĕллĕкӳль... Каласа пĕтерме те çук мар-и, тупата?! Вĕсенчен ирсеренех капрон евĕр çӳхе пăс йăсăрланса хăпарать. Савнине инçе çула ăсатакан хĕр тутăрĕ пекех хумлăн-хумлăн вĕлкĕшсе çĕкленет вăл. Çĕкленет те лăпкăн тĕлĕрекен çĕр çийĕпе шурă упалла упаленсе сарăлать. Хĕвел йывăç пĕвĕ çӳллĕш хăпармасăр та сирĕлмест вара.
Çĕрĕпе кăвайт умĕнче ыйхăласа ларнă вĕт-шакăр ачасем çăра тĕтре витĕр ялалла утаççĕ. Пĕрер уланкă е кăрттăш çип çине тирсе хулпуççи урлах çакса янă. Пуçĕсене, çывăрас килнине пăхмасар, çĕнтерсе таврăнакан салтаксем пек каçăртнă.
Малта, яланхи пекех, сарă çӳçлĕ имшеркке хĕрачине çавăтнă Шăкăлай мучи хăлаçлать. Хăй, сăмахне ăçтан тупса çитерет-тĕр, пĕр чарăнми калаçать. Таçта та пулнă вăл, темĕн те курнă. Шахтăра чух никампа та мар, Стахановпа ăмăртнă, вăрçăра, «ямпаралис вăрçинче», тăшман «киниралне» пăшалсăр-мĕнсĕрех тыткăна илнĕ, пĕччене-пĕччен упана хирĕç те тухнă...
Тухнă-и, тухман-и упана хирĕç, пĕлме çук, пĕр япала çеç пĕтĕм ялшăн паллă: старик сухалĕ кăвакарса сӳслениччен пурăнса та усал сăмахпа никам кăмăлне хăварман. Ĕçченлĕхĕпе вара сахал мар тĕлĕнтернĕ. Калăпăр, утă купаламалла е улăмури тумалла — кур, вăл сенĕкне йăтнă та уттара панă. Бригадир каласса та кĕтмен. Йывăç каскаламалла тесен-тĕк, хыпнă пуллине пăрахса хăварса чупĕ, пуринчен малтан çитсе тăрĕ.
«Сташирсене» (хăйпе пĕрле выртмана çӳрекен вĕт-шакăра çапла ят панă вăл) ертнĕ мучи утать-утать те сасартăк тăпах чарăнать. Йăли çапла ун: вут кăларса пынă çĕртенех «укçа ӳкерет». Хĕрри сăранланса çуталнă кĕсйинчен хăй пекех ватă чĕлĕмне туртса кăларать. Ăна вăл, ачашланăн, пĕр хушă аллинче çавăркалать, ӳпне тытса пуç пӳрнин сарăхса кайнă курпунлă чĕрни çинче тĕк-тĕк шаккать, хыттăн-хыттăн пусса, килте ӳстернĕ симĕс табакне тултарать. Унтан, шăрпăкне чарт! сĕрсе тивертет те, мĕнле чарăннă, çавăн пекех васкаса, çĕнĕрен талт-талт хăлаçлама пикенет. Кирза аттин çийĕннĕ кĕлисем çеç вĕлт те вĕлт çуталса илеççĕ вара.
— Ну, шĕшлĕ, миçе пулă тытрăн-ха паян? — шӳтлесе тĕксе илет вăл çавăнтах юнашар лĕкĕштетекен ачана.
— Виççĕ.
— Аван. А эсĕ? — çаврăнать теприн енне.
— Иккĕ пулмаллаччĕ те, пĕри тухса çитсен тарчĕ, — тавăрать лешĕ, ыйхăллă куçне йăваласа.
— Мĕн иккĕ пулмалли. Кĕçĕр вăл çĕрĕпех кăвайт умĕнче кĕççеленчĕ, пиçнĕ паранкă шырарĕ, — чĕнкĕртетет «шĕшлĕ».
— Трактористран та хурарах авă, — «шĕшлĕпе» пĕр майлă лартса хурать тепри.
— Мĕн эсĕ, кăркка, мана кăна чакаланнă тетĕн. Эп пĕччен пулман вĕт унта. Вальăпа. Кур, вăл та, ав, мĕнле, — кăмăлсаррăн мăкăртатать «тракторист».
Шăкăлай мучи ывăннă сăнлă мăнукĕ çине хĕсĕк куçĕсемпе ăшшăн пăхса илет те лĕх-лĕх-лĕх кулса ярать.
— Чăнах та иккен, — тет вара тăстарарах, хĕрачине пуçĕнчен ачашшăн сăтăркаласа. — Хăш вăхăтра çак териех вараланма ĕлкĕрнĕ-ха эс, хĕрĕм? Кай-кай-кай, Валюш, сана капла паллама та çук-иç! Ни вçать, ни прать, как ни на еç правус çинчи кăчакар. — Кулнипе ун ахаль те хĕсĕк куçĕсем пачах хупăнса лараççĕ.
Старик халь çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Иртнĕ çул кĕчĕ вăл çĕре. Витали ун чух шăпах ялтаччĕ, отпуска таврăннăччĕ.
Куçĕсем шăвăçлана пуçланăччĕ пулин те, мучи ăна палларĕ. Типсе куштăрканă пӳрнипе вăйсăррăн сĕлтсе, хăй патне чĕнсе илчĕ те шăнарланнă аллине ун ывçи çине хучĕ.
— Сирĕн туйăра туса пулмарĕ ĕнтĕ, ачамсем. Уншăн айăп ан тăвăр. Лайăх пурăнăр, пĕрне-пĕри хисеплĕр. Этем телейĕ — юратура. Валюш, хĕрĕм, аннӳ çинчен ан та асăн. Тĕрĕс мар çулпа кайрĕ вăл. Аçу ятне вара ан ман. Нихăçан та, — терĕ йăвашшăн, калас тенине кана-кана вĕçлесе.
Мучи йĕпеннĕ куçĕсене хупрĕ те çут тĕнчепе яланлăхах сывпуллашрĕ. Ăна чыслăн тирпейлесе пытарчĕç. Пĕтĕм ялпа. Масар çине ватти те, вĕтти те пынăччĕ. Пуçне, хăй хушса хăварнă пек, Витали тăват-пилĕк çул каярахах парнеленĕ летчиксен кокардăллă карттусне тăхăнтарчĕç...
Ырă кăмăллă çынччĕ Шăкăлай старик. Çынна вăл нихăçан тивĕçсĕр кӳрентермен. Тивĕçлипе пулсан вара — чăт та тӳс, тустармаллипех тустаратчĕ. Анчах çилли хăйĕн вăраха пымастчĕ, çавраçил пек, часах иртсе каятчĕ. Пăсăрлантаратчĕ-пăсăрлантаратчĕ те: — Ну, юрĕ, ятлаçса çитĕ, усал çинчен калаçса çăвар тути сая ярар мар, — тетчĕ, çемçелсе. — Лар, туртса ярăпăр. Ку луччĕ усăллăрах пулĕ. — Енчĕкне сĕнетчĕ. Те леш киревсĕрлĕхе чăннипех манса, те манмасăрах, пачах урăххи çинчен сăмах пуçаратчĕ. Çавăнтах пĕр-пĕр шӳт тупса кăларатчĕ.
Çакнашкал уçă кăмăллă пулма ăна — халĕ паллă ĕнтĕ — пурнăç хушнă-мĕн, пурнăç. Чĕрине вăл çынпа юмахласа пусарнă. Хуйхи вара пĕчĕкех пулман. Ывăлĕ, пĕртен-пĕр ывăлĕ, вăрçăра çухалнă. Нумай та çапăçайман, хыпарсăр çĕтнĕ. Кинĕ, çамрăк та хитрескер, вăрах шутласа тăман — тытнă та ку таврана таçтан килсе çакланнă шукăль тумлă пĕр тачка арçынпа ерсе кайнă. Кăкăр çиекен ачине те шеллемен, пăрахнă та хăварнă. Çавна пула старик Вальăшăн аслашшĕ çеç мар, ашшĕ те, амăшĕ те пулнă. Вăл ăна, тертпе пулин те, ӳстернĕ. Хăшĕ-пĕрисем, хăйне хĕрхенсе, ачана усрава пама сĕнсен, аллине çеç сулнă: кирлĕ мар, хам пăхса çитĕнтеретĕп.
Калаçма юратакан Шăкăлай пулăç çут тĕнчере çук ĕнтĕ, çук. Апла пулин те, кăшт хăрăлтатарах тухакан сасси ун çак минутра та хăлхара. Вăл нихăçан та манăçăнмĕ, ĕмĕр тăршшĕпех юратнă юрă евĕр янăраса тăрĕ...
Валя иртнĕ çырăвĕнче старикĕн вилтаприне решетке тытса çавăрни çинчен пĕлтернĕччĕ. Тĕрĕс тунă. Ун пек çынсене решетке çеç мар, палăк лартмалла. Чăн-чăн палăк. Вĕсем ăна тивĕçлĕ.
Валя хăй те пулăçă-хĕрача мар ĕнтĕ текех, хĕрарăм-агроном.
Çапла, Валя халĕ арăм, Витали арăмĕ. Пĕлтĕр пĕрлешрĕç вĕсем, мучи вилсен. Тĕрĕссипе, çамрăксем унччен те уйрăм пулман-ха. Пĕрле ӳснĕ, пĕрле çитĕннĕ. Миçе каçа ăсатса, миçе ире кĕтсе илмен-ши ялта чух иккĕш! Нумай...
Анчах аякра-çке эсĕ, Валюша, питĕ аякра. Пăхсан та курăнмастăн, чĕнсен те илтместĕн. Сан пата пырас пулсан, самолетпа та яра куна вĕçмелле те, поездпа вара пушшех те вăрах каймалла. Эх, мăшăрлăх-тăванлăх — тунсăх хутаççи. Çынна эсĕ култаратăн-савăнтаратăн та, тилмĕртетĕн-тарăхтаратăн та.
Тунсăхлама Валя та тем териех тунсăхланă ĕнтĕ. Çавăнпа мар-и, çырăвĕсенче яланах пĕр юра, — тилмĕрӳ юрри. Кĕвĕçӳ те пулкалать. «Йăлтăркка куçлисемпе» «хитрĕ туталлисем» пирки кĕвĕçкелет вăл. Иккĕленет-иккĕленет пулмалла та: «Эпĕ сана шанатăп, эсĕ вĕсем хыççăн каймастăн», — тесе çырса хурать вара юлашкинчен, хăйне хăй лăплантарса.
Пĕлтĕрхи ăсату халĕ те куç умĕнче-ха. Кăсăкла пулса тухрĕ вăл. Малтанах Валя хăй хумханнине ним те палăртмарĕ: унăн-кунăн уткаларĕ, ахаль тăрасран тенĕ пек юрă ĕнĕрлекелерĕ. Пăхма Витали енне аслашшĕнни евĕр тăрăхларах хура куçĕсемпе çине-çинех пăха-пăха илчĕ-ха. Анчах чăрмав пуласса никам та кĕтмен-тĕр, никам та шутламан-тăр. Çав шутрах Валя хăй те.
Поезд хашлатса çитрĕ. Станцийĕ ку пысăках мар та, нумай тăмасть вăл кунта. Çавăнпа каяс çыннăн васкас пулать. Витали те ăсатакансемпе васкаса сывпуллашать. Пурне те алă парса тухнăччĕ ĕнтĕ, черет Валя патне çитнĕччĕ. Сăмах та калама ĕлкĕрейменччĕ-ха, уйрăлу сăмахĕ, лешĕ тахăш вăхăтра сикрĕ те мăйран уртăнчĕ. Вăйпа уйăрасран хăранă пек, хыттăн-хыттăн пăчăртаса тытрĕ. Нимĕн те чĕнмест хăй, нимĕн шарламасть. Пичĕпе хулпуççи çумне йăпшăннă та пĕчĕк ачалла мăш та мăш çеç сывлать. Пăравус кăшкăртса ячĕ.
— Хускалчĕ! Поезд хускалчĕ! — ăшаланаççĕ тăванĕсем. — Витали, юлатăн, поездран юлатăн!..
Анчах Валя никама та курмасть, никам ӳкĕтне те илтмест. Çилĕм пек çыпçăннă та аллисене вĕçертмест. Витали: «Çитĕ, пысăк çын-тăк, пысăк çын пул, ача-пăчалла ан хăтлан», — тесен тин пуçне çĕклерĕ.
— Каллех пĕччен тăратса хăваратăн, каллех умăмран çухалатăн... — Куçĕсенче ун çутă тумламсем йăлтăртатрĕç. — Татах ĕнтĕ çыру тăрăх çеç калаçасси юлать... — Унтан сăнĕ пăртак çуталчĕ те: — Юрĕ, — терĕ, кăмăлне хытарса, — кай. Мĕн чухлĕ тăрсан та, санăн пурĕпĕрех каймалла, вырăнăнта пулмалла. Чипер çит. Çыру çыр. Эпĕ ăна чăтаймасăр кĕтетĕп. Ак мĕнле кĕтетĕп! — Виталие тепĕр хут çине-çине хыттăн чуптурĕ. — Телейлĕ çул сунатăп.
Валя-Валюша!.. Мĕн тăватăн-ши, мĕн ĕçлетĕн-ши çак самантра, чунăм? Хирте пулĕ ĕнтĕ, тем анлăш уй-хирте. Кăлкан çӳçне вĕлкĕштере-вĕлкĕштере ывăна пĕлмесĕр чупатăн пуль. Аслаçу пек, пĕринпе калаçатăн-тăр, тепринпе. Хăшне йăпататăн, хăшне хăтăрса та илетĕн пулмалла.
Тăван уй-хир... Пуринчен ытла çумăр хыççăн илемлĕ вăл: халь çеç шыва кĕртсе кăларнă ача ӳчĕ пек çемçелсе хăпарнă, кăпăшка; ахаль те симĕс тутăрне, пушшех ешĕллетсе, хĕрле çавăрса çыхнă...
Таçтан катаран уçă çил варкăшса килет. Ытти чух ӳркенсе çех сулланкаланă тулли пучахсем, çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, пуçĕсене чалтах тăратаççĕ, самантрах улшăнса, çĕкленсе каяççĕ. Вара тайкаланаççĕ те вайкаланаççĕ, кăмăлĕ туличченех хум кĕтĕвĕ чуптараççĕ...
Вĕçев училищине кайиччен Витали хăй те унта сахал мар ĕçленĕ: суха та тунă, акнă та. Каярах та, отпусксене таврăнсан, хăнана килнĕ-ха тесе айккинчен пăхса тăман. Кирлĕ-тĕк — комбайн çине ларнă е михĕсемпе кĕрмешнĕ. Ут-пӳре вĕри юн вылянă чух мĕн, ара, хăвна канлĕх тупаймасăр япăхса çӳрес-ха?!
Халĕ те кĕтет вăл çак вăхăта, куç пекех кĕтет. Унăн тăван ялта, тăван хирте, тăван тавралăхра пулас килет. Пуринчен ытла — Вали-Валюши çумĕнче. Нумай юлмарĕ ĕнтĕ, нумай мар. Пĕр-ик кунтан вăл отпуск илет. Тен, ыранах.
* * *
Витали куçне уçрĕ те хăраса ӳкрĕ: «Çывăрса юлнă вĕт эпĕ!..»
Ентĕ сиксе тăмах шутланăччĕ, вырсарникун иккенне тавçăрса илчĕ. Вара лăпланчĕ те вырăн çинче уçă куçпах ним хускалми выртрĕ.
Пӳлĕмре вăл пĕчченех. Игорь çук. Хулана кайнă пулас. Ĕнер çапла калаçсаччĕ.
Тулта янкăр уяр. Çавна пула пӳлĕмре те пăчă. Юрать-ха, чӳрече уçă.
Темшĕн кичемрех паян. Чĕре пушă. Темĕн çитмен пек, темĕн кирлĕ. Те отпуск паманран? Ĕнер комэска ăна тăхтама хушрĕ. Кайнă çынсем таврăнччĕр ĕнтĕ, тĕпĕр çур уйăх кĕт-ха, терĕ. Нивушлĕ çавăншăн? Пулма пултараймасть. Унашкал кулăшла кӳренме çарта пĕрремĕш кун мар вĕт... Тен, Игорь, ăшаланма юратакан вĕтĕрти Игорь, килте çукран? Апла тесен — каллех: хулана вăл Виталисĕр пĕр хут кăна каймасть... Мар, салтавĕ урăххинче. Анчах мĕнре-ши?.. Э, ăнланчĕ, ăнланчĕ! Юрă, юрă кирлĕ-мĕн ăна! Лешĕ, хăнăхни, куллен итлекенни...
Стена çинче, шăп та шай ун пуçĕ тĕлĕнче, «мулкач» сиккелет. Кантăк мулкачĕ. Вăхăт-вăхăт вăл, мана хăвала-ха, тытайăн-и, тенĕн, йĕкĕлтесе, пĕр вырăнта тĕпĕртетсе тăрать, вăхăт-вăхăт, калăн, ăна чăннипех те йытăпа пăскăртаççĕ, кĕтесрен кĕтесе анăш та тăвăш вирхĕнет.
Тем териех кĕтрĕ пулин те, юрă сасси илтĕнмерĕ. Ним тума аптранă Витали ирĕксĕрех пӳлĕмре илĕхекен çав йăлтăркка çутта пăхма пуçларĕ. «Тĕлĕнмелле, хăвăртлăхĕ мĕнлерех-ши унăн? Пысăк пуль. Тĕнче уçлăхне яракан ракетăсеннинчен те кая мар-тăр...» Унтан, шухăшне улăштарса: «Эккей, тупрăм пуç ватмалли. Мĕн супатăп-ха çавăнпа, мĕне кирлĕ вăл? Луччĕ тумланас та шыв хĕррине анас, хĕвел çинче пиçсе».
Вăл, наянăм сирĕлтĕр тенĕн, яшт сикрĕ те тăрса ларчĕ. Урайне икĕ çыру лаплатса ӳкрĕ.
Витали чи малтан конвертсăррине тытрĕ. Куна Игорь çырнă. Йăли çапла вĕсен: кам ăçта каять, çыру çырса хăварать.
Игорь ăна, ыйхă патшине, выçă тăратса хăварас мар тесе, апат столовăйĕнчен килех илсе килсе хăварнă-мĕн.
Юлташĕн çырăвне вуласа тухрĕ тĕ ирĕксĕрех кулса илчĕ: килĕшӳллĕ çырнă, шельма... Ку камран-ши тата? Вальăран иккен. Хулăн çакланать те, тем çырать ĕнтĕ. Васкаса уçрĕ, тӳп-тӳрĕ шăрçаланакан йĕркесем çине тăрăнчĕ.
Арăмĕ нумаях пулмасть Мускава çитсе килне иккен. Иртнĕ çул пысăк тухăçлă тырпул çитĕнтернĕшĕн янă ăна унта. Пĕччен мар, паллах, çынсемпе. Ял çыннисемпе.
Витали вулать-вулать те чарăнса тăрать: мĕн ку?! Хăйне хăй шанмасăр, çав вырăна тепĕр хут йĕрлесе тухать. Çапла, тĕрĕсех: «Пĕлетĕн-и, Виталий, манăн çухалнă атте тупăнчĕ», — тенĕ çырура. Хăçан, мĕнле майпа?! Халĕ ăçта вара вăл? «Эпĕ Мускавра чухне килнĕ ун çырăвĕ. Хамăннипе пĕрле ăна та чиксе яратăп. Вула, пĕл. Пурăнма вăл санран инçе мар пурăнать пек туйăнать. Астăватăн-и, эсĕ мана шурă чиркӳлле мадьяр ялĕнче яланах «Далеко-далеко...» юрра юрлаттараççĕ, тесе çыраттăнччĕ? Шăпах çавăнта. Эсĕ ун патне кайса курма та пултаратăн. Май килсен, тăрăш...»
Тăваткăл куçлă тетрадь листисем çине çырнă тепĕр çырăвне. Пурĕ вунă листа. Кашнинех çӳлтен пуçласа аяла çитиччен йĕр хăвармасăр тултарнă.
«Хаклă çемье, хаклă тăван-хурăнташ, хаклă ялйыш! — пуçланать çыру. — Килте кам пуррипе çуккине те пĕлейместĕп, çавăнпа пурсăр ятăрпа çырма тивет. Çапах та шутлатăп, çак хыпар кам аллине лексен те, мана хирĕç ответ парĕ, тетĕп...»
Витали вулать. Акă пĕр листи пĕтрĕ. Кĕçех тепри вĕçленчĕ. Вулать, вулать...
Çырăва пĕтĕмпех вуласа тухнă. Витали ларать. Тарăн шухăша путса ларать вăл. Ун умĕнче — çухалнă çын кун-çулĕ. Нумай терт, хĕн-асап курнă-тӳснĕ этем кун-çулĕ...
Белорусси, вăрманлă-шурлăхлă Белорусси...
Акă темиçе талăк ĕнте вĕсем, арканнă чаçсенчен пĕр ушкăна пухăннă салтаксем, çăтăр-çăтăр йӳçсе тăракан мăк пăттиллĕ шыва çăрса, йывăçсен хӳттипе пытанса-йăпшăнса, тухăçалла утаççĕ. Тĕрĕсрех, утмаççĕ, — куçаççĕ, шăваççĕ. Выçă хăйсем, канман, çывăрман...
Ушкăна ăнсăртран çеç чĕрĕ юлнă çамрăк летчик ертсе пырать.
Летчик ушкăн çумне эрне каярах хутшăнчĕ. Акă еплерех пулса иртрĕ ку. Пирĕн икĕ истребитель фашистсен самаях йышлă отрячĕпе тытăçса кайрĕ. Вăй тан маррине лайăх курчĕç пулин те, совет летчикĕсем пăрăнма шутламарĕç. Вĕсем, ăста çаврăнкаласа, виç-тăват «мессершмидта» та çунтарса ячĕç. Анчах хăйсем те хăталаймарĕç. Малтан пĕрне вут явса илчĕ, унтан — теприне. Малтанхи çаплипех ӳкрĕ. Иккĕмĕш летчик, çулăмне сӳнтерес тесе, самолетне аялалла та хыттăн ярса пăхрĕ, çӳлелле те. Мăкăрланса çунакан самолет çаплах сӳнмерĕ. Вара пăртакран унран хура пăнчă уйрăлчĕ. Нумайччен анчĕ вăл. Вăрман çине çитеспе тин парашют уçăлса кайрĕ. Сывлăшра айăн-çийĕн варкăшакан «мессершмидтсем» ăна, вăрăм черетсемпе çине-çинех печĕç пулин те, тивĕртеймерĕç. Çĕр çине вăл тĕрĕс-тĕкелех анса ларчĕ...
Летчикăн хăйпе пĕрле картти те, компасĕ те пур иккен. Çавсене пула вăл кĕçех ушкăнăн командирĕ пулса тăчĕ: пурте ун сăмахне итлеççĕ, кашниех мĕнпур ыйтăва унпа сӳтсе явать, канашлать.
Малтанах летчик шурлăхлă вăрман тăрăх тухăçалла утакансене хăйсем ăçтине ăнлантарчĕ. Эсир, терĕ, Молодечнăран иртнĕ, Минок тĕлĕнче. Кунтан вăл сылтăмра. Пирĕннисем халĕ Борисов патĕнче çапăçаççĕ. Унта вĕсем нимĕçсене тытса чарма тивĕçлĕ. Чараççех! Мĕншĕн тесен паян ирхине летчик Орша таврашĕнче хамăрăннисен пысăк çар ушкăнне хăй куçĕпе курнă. Апла пулсан вĕсен, вăхăтлăха тăшман территорине пӳлĕнсе юлнăскерсен, ним тăхтаса тамасăрах çавăнта васкамалла.
Пĕр кун утать ушкăн, тепĕр кун. Çĕрле те чарăнмасть, кăшт канать те каллех вăрăм çула кĕскетме пикенет...
Улттăмĕш кун вĕçленсе килет. Кăвар евĕр хĕрелсе хĕвел анать. Унăн йăлтăркка пайăркисем йывăç тăррисене юлашки хут çемçен лăпкаса çупăрлаççĕ те, кун çутипе сывпуллашса, сивĕне пуçланă сывлăшра шыв кăпăкĕ пекех хăвăрт сӳнсе çухалаççĕ...
— Канатпăр, юлташсем, — тесе малта утакан летчик чарăнса тăрать. Çавăнтах карттине туртса кăларать, хăй умне сарса хурать. Пурте ун тавра пухăнса лараççĕ.
Пĕр хушă вăл нимĕн те шарламасть, кăранташне çеç темĕнле пăшăрханнăн унăн-кунăн шутаркалать. Унтан пуçне çĕклет те:
— Халиччен аван килтĕмĕр, шăв-шавсăр. Кĕçĕр вара унсăр иртмест пулмалла, — тет, хăрушлăх пуррине асăрхаттарса. — Çак шоссе урлă каçса каймалла пирĕн. Унта, паллах, фашистсем. Çавăнпа пирĕн чи малтанах çав çула кайса тĕрĕслемелле. Кам пырать манпа?
— Эпĕ.
— Эпĕ, — илтĕнчĕç сасăсем.
— Эсир канăр. Эпир, ак, унпа каятпăр, — кăтартать вăтам пӳлле, тĕреклĕ шăмшаклă салтак çине. — Сирĕн винтовка çеç, унăн, ав, автомат. Хушамат мĕнлеччĕ-ха сан, юлташăм?
— Григорьев.
— Яту?
— Сантăр. Вырăсла Саша.
— Кайрăмăр, эппин, Сантăр.
Разведка летчик шутлани тĕрĕс пулнине çирĕплетрĕ. Шоссе тăрăх, чăн та, машинăсемпе мотоциклсем татти-сыпписĕр чупаççĕ, çуран утакансем те сахал мар. Кусемсĕр пуçне, çулăн кашни çĕр-çĕраллă метрĕнче часовой тăрать.
— Каçса кайма çăмăл мар, йывăр, çапах та каçасах пулать, — хăйпе хăй калаçса илет летчик, ушкăн патне каялла таврăннă чух.
Вырăнтан вĕсем сĕм-çĕрле хускалчĕç. Пăртакран моторсем кĕрлени илтĕне пуçларĕ, унтан йывăçсен хушшипе фара çутисем курăнса кайрĕç.
— Пĕрле пулăр, — илтĕнчĕ летчик сасси. — Пурте пĕр вăхăтра каçатпăр.
Кузовĕсене брезентпа витнĕ машинăсен самаях пысăк колонни вашлатса иртрĕ, ун хыççан пĕртен-пер çын ларнă сăпкаллă мотоцикл çар-çар-çар çарăлтатрĕ. Вара тавралăх самантлăха шăпланса юлчĕ.
— Кайрăмăр, — аллипе сулса паллă пачĕ летчик. Хăй пуçне чикрĕ те малтан вирхĕнчĕ, ыттисем ун хыççăн ыткăнчĕç.
Ĕнтĕ каçса çитнĕччĕ, ĕнтĕ пурте ассăн сывланăччĕ, сасартăк çул çинче автомат çатăртатма тытăнчĕ. Ăна кура тепĕр часовойĕ те пеме пуçларĕ. Юнашарах нимĕçле хăнкăл-хăнкăл калаçни илтĕнсе кайрĕ. Командирĕ пулмалла, салтакĕсене тем хушса, хыттăнах ятлаçса илчĕ. Кĕçех çĕрлехи вăрманта хура мĕлкесем чупкала пуçларĕç.
— Хэндэ хох! — çухăрса ячĕ çавăнтах çурăк саслă пĕр нимĕçĕ.
— Хэндэ хох! — ун хыççăн кăшкăрчĕç ыттисем.
Вара ирĕксĕрех перкелешӳ пуçланса кайрĕ. Ши! те ши! шăхăраççĕ пульăсем. Чăк! та чăк! пыра-пыра тăрăнаççĕ вĕсем йывăç çумне. Ах! та ох! йынăшаççĕ аманнисем.
Кĕске черетсемпе перекен Григорьевăн кĕтмен çĕртенех йăнн туса кайрĕ пуçра, хăлха таврашĕнче темĕн хыттăн пĕçертсе илчĕ. Астăвать-ха, ун хыççăн та печĕ вăл. Çине-çинех печĕ. Унтан...
Ăçта тата мĕн хушă выртнă — паллă мар. Тăн пĕр кивĕрех сарайра килсе кĕчĕ. Пуç чăтма çук ыратать, ĕçес килет... Мĕн пулнă, ара? Тумĕ те, алли-ури те йăлтах юнпа пĕвеннĕ... Тăма хăтланчĕ. Куçĕ хуралса килчĕ те, çĕнĕрен тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Каллех ăнланмалла мар сăмахсемпе хăнкăл-ханкăл калаçни илтĕнчĕ. Çав самантра алăк уçăлса кайрĕ те сарайне тăсланкă нимĕç кĕрсе тăчĕ. Ун хыçĕнчен тата иккĕн. Иккĕшĕ те автоматпа.
— Встайть! — кăшкăрса ячĕ тăсланки кĕнĕ-кĕменех. — Не витьш, кто пришоль?! — Таплаттарса пычĕ те таканлă аттипе çурăмĕнчен кӳплеттерчĕ. — Свинья...
Йывăр аманнипе аран çеç силленкелесе тăракан Григорьева допроса илсе кайрĕç. Ыйтрĕç, хĕнерĕç. Каллех ыйтрĕç, каллех хĕнерĕç.
— Десант?
Вăл нимĕн те шарламарĕ.
— Партизан?
Каллех нимĕн те тавăрса каламарĕ. Çакăнтан вара Шăкăлай мучи ывăлĕн тăван çемйипе çыхăну яланлăхах татăлче. Çакăнтан пулăçă-старик унăн хыпарне хăй çĕр айне кĕриччен те пĕлеймерĕ...
Ăна лагерьтен лагере куçарчĕç, пĕр çĕртен тепĕр çĕре сĕтĕрсе çӳрерĕç. Темиçе хутчен те тарма хăтланса пăхрĕ вăл — усси пулмарĕ. Кашнинчех тытрĕç те вĕлерес пек хĕнерĕç, йывăртан йывăр ĕçсемпе тертлентерчĕç... Юлашкинчен — Венгри. Чул кăларттараççĕ.
Лагерьте венгрсем те сахал мар. Вĕсенчен хăшĕсем партизан, теприсем подпольщик пулнă. Çавсем каланă тăрăх, ку чула крепость тума кăларттараççĕ. Будапештăн сылтăм пайĕ — Буда текенни — сăртлă-туллă. Унта авалтанпах крепость. Халĕ гитлеровецсемпе Хорти хӳрешкисем, Совет Çарĕ хĕссе килнине курса, ăна çĕнĕрен çирĕплетме шутланă-мĕн...
Тыткăнрисем хушшинче сарлака çамкаллă та хура кăтра çӳçлĕ венгр та пур. Çулĕпе вăл вăтам çулсенче. Анчах питĕ те чĕмсĕр хăй. Çынна пысăках мар çаврака куçĕсемпе шăтарас пек пăхать. Çавна пула ăна пĕр-пĕр сутăнчăк теме те пулать. Анчах Лайош никама та сутма шутламан иккен. Вăл, Чепельти рабочисен вăрттăн организацине ертсе пынăскер, ун чух пачах урăххи — чĕр тамăкра асап куракансене çăласси — пирки шухăшланă-мĕн...
Яра куна нӳрлĕ шахтăра ĕçлесе чĕмрен кайнă Григорьев теттĕм баракăн хуралса тĕссĕрленнĕ нарĕ çинче выртать. Шухăша кайнă хăй. Ял, çемье асран тухмасть. Акă кĕреçе сухаллă ашшĕ акă йăрăс та çырла çеçки пек сăн-питлĕ арăмĕ... Пурте, пурте куç умĕнче. Арăмĕ унран йывăрлă юлчĕ. Ачине çуратайрĕ-ши? Мĕн ача-ши? Çапла шухăшласа выртнă вăхăтра туять ăна такам аякĕнчен тĕртет. Куçне уçать — ун умĕнче Лайош тăрать.
— Çывăрма пуçланăччĕ-и, элле? — ыйтать, айăплăн кулса.
— Çук-çке. — Григорьев тăма хăтланать. Анчах Лайош ăна тăратмасть.
— Выртах, кирлĕ мар, — хуллен пусать хулпуççийĕнчен. Унпа пĕрле хăй те пĕшкĕнет. — Кĕçĕр пире Германие ăсатмалла. Çур çĕр иртсен пулмалла çакă. Çул çинче тарма май пур. Мĕнле шутлатăн?
— Тарма? Ну!..
— С-с... Хытă ан шавлаш, шăппăнрах. Тĕрлĕ кăмăллă çын пулма пултарнине лайăх пĕлетĕн вĕт, сыхланарах. — Унтан хăлха патнех çывхарать те: — Лешĕ, эпир хурса янă мина, лере пит лайăх майланă, — пăшăлтатать хавассăн. — юлташсем çапла пĕлтерчĕç. Уншăн вĕсем чĕререн тав тăваççĕ.
— Çапах та, мĕнле тарăпăр-ха эпир? — Лайош каланине итлесе пĕтернĕ-пĕтерменех чăтаймасăр ыйтать Сантăр.
— Ан васка, пĕтĕмпех ăнлантарăп. Будапештран иртсен, çул пĕр çĕрте авăнкăç. Поездсем унта хăвăртлăхне яланах чакараççĕ. Пирĕн шăпах çавăнта сиксе юлас пулать.
— Вакунран мĕнле тухăпăр? Алăксемпе чӳречесене питĕрсе лартаççĕ-çке-ха...
— Алăксем, чăн та, питĕрĕнчĕк пулаççĕ. Унсăрăн юрамасть. Чӳречесем — ячĕшĕн çеç. Çапла калаçса татăлнă. Ăнлантăн-и?
— Пĕтĕмпех анлантăм.
— Апла-тăк — хатĕр пул.
Çĕрле вĕсене чăнах та урама хуса кăларчĕç.
Прикладсемпе çапа-çапа васкатаççĕ. Кĕçех вакунсем çине хăваласа хупрĕç те алăксене шăлт-шалт питĕрсе илчĕç.
Григорьев Лайошпа пĕр вакуна лекрĕ. Куншăн вăл тем териех савăнчĕ. Пулма ун, паллах, шанчăклă çыннисем ытти çĕрте те пулнă-ха. Çапах та хăйпе пĕрле аванрах.
Поезд ниçта чарăнмасăр ыткăнать. Таçта анăçалла, никам нимĕн пĕлмен çĕрелле васкать вăл...
— Хатĕрленетпĕр, — пĕлтерет Лайош кайсан-кайсан. — Кунта пире партизансем кĕтсе тăраççĕ, — асăрхаттарать тепĕр хут.
Тормозсем сăтăрăнса чăшăлтатни илтĕнчĕ. Темиçе минут каярах кăна çил кăларса ыткăннă поездăн хăвăртлăхĕ сасартăках чакса ларчĕ. Тепĕртакран вăл чуман лаша пек аран çеç куçакан пулчĕ.
— Кайрăмăр!
Тыткăнрисем — çук, тыткăнра мар ĕнтĕ вĕсĕм текех! — чӳречерен йăраланса тухаççĕ те çĕрелле сикеççĕ. Пĕрин хыççăн тепри, виççĕмĕшĕ...
— Часрах, юлташсем, часрах! — васкатать Лайош. — Поезд кĕçех çĕнĕрен хытă кайма пуçламалла. Тухнисем, тӳрех вăрманалла чупăр!
Черет Григорьев патне çитрĕ. Вăл пĕтĕм вăйне пухса туртăнчĕ те пуçне тăваткăл шăтăкран кăларчĕ. Ирĕклĕх!.. Акă епле пулать иккен вăл, ирĕклĕх: лăпкă, тӳлек каç, тӳпере пин-пин çăл-тар... Паçăр та, вакунсем çине тиеннĕ чух, çутçанталăк çакнашкалах пулнă пулĕ те, Сантăр ăна — çак ырлăхпа çак илеме — ун чух туйман, асăрхаман. Халĕ, мĕнле сарлака та ирĕк халĕ çут тĕнче!..
Вăл чӳречерен васкаса тухрĕ (ун хыçĕнче çынсем тата пур-ха), ним тăхтаса тăмасăр, аялалла чăмрĕ.
Этем тени — тĕк мар, ик-виç метр çӳллĕшĕнчен анма ăна пурĕ те темиçе çеккунт çеç кирлĕ. Анчах хальхинче ун пек пулмарĕ. Сантăр вĕçет-вĕçет, анать-анать, çаплах анса çитеймест. Мĕн тамаши ку? Ак эсрелĕ!.. Çурăм хыçĕнче темĕн çурăлчĕ, темен чарăлтатрĕ. Вара тин вăл, стена çумĕпе сăтăрăнса, çĕрелле анса кайрĕ...
Малалла мĕн пулса иртнине астумасть. Куç умĕнче пурĕ те вакун кустăрмисем хăрушшăн вĕлтлетсе иртни çеç тăрса юлнă...
Ыттине астума вăл пултарайман та. Çĕтĕк фуфайка чӳрече таврашĕнче тăсăлса тăнă темĕнле тимĕре çакланнă. Çавна пула лайăх сикеймен. Хирĕнкĕллĕ ӳкнипе ун çурăм шăмми аманнă тата сылтăм ури кустăрма айне пулнă...
Тыткăна лекнисене Германие илсе каякан поезда ыттисемпе пĕрле Анита та кĕтнĕ. Партизансен отрядĕнче вăл иккĕмĕш çул çапăçнă. Çак хушăра тава тивĕçлĕ ĕçсем сахал мар тума ĕлкĕрнĕ.
Пуринчен ытла хĕр разведкăна çӳреме юратнă. Хăшпĕр чух, командовани хушсан, эрни-эрнипе е уйăхĕпех нимĕç офицерĕсем хушшинче варкăшнă. «Фюрера чун-чĕререн парăннă», уншăн «пурнăçне те пама хатĕр» хĕре курсан (о, мĕнле çамрăк та хитре вăл!), лешсен сĕлекисем юхса аннă çеç мар, кăмăлĕсем те укăлча хапхи пекех уçăлса кайнă. Вара вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе шухăш-кăмăлне пытарса тăман.
Хĕр «сĕрекинчен» самаях пысăк чинлисем те хăтăлайман. Çав шутрах — СС полковникĕ те.
Пĕтĕм Будапештшăн аслати те çиçĕм пулнă полковник.
Пĕррехинче Анита ăна хула тулашĕнче «уçăлса çӳреме» сĕннĕ. Лешĕ малтанах килĕшесшĕн пулман, вăхăт çук, ĕç нумай, тесе сăлтавлама пахнă. Анита лăпланман, çине-çинех хистенĕ, ӳпкелешнĕ те. Епле семçелме-ха кун пек чух арçын чĕри?! Çитменнине, хĕрĕ, хĕрĕ мĕнлерех те!.. Вара вĕсем çăмăл машина çине ларнă та çывăхри вăрмана вĕçтернĕ. Лере «тимĕр полковник» кабинăран та тухма ĕлкĕреймен, партизансен чăпти ăшне кĕрсе те ӳкнĕ...
...Поезд хашкаса иртнĕ чух Анита чугун çул çывăхенчи тарăнах мар шăтăкра ларнă. Сасартăк вăл такам йынăшнине илтнĕ. Вара тӳрех ун патне ыткăннă. Юн юхтарса выртакан çынна курсан, нумай шутласа тăман, тытнă та çийенчи кофтине чар! çурнă, унпа лешин суранне хыттăн туртса çыхнă. Ку кăна çитмен, юбкинчен те тата-тата илме тивнĕ. Хăй, тĕрĕссипе, аялти кĕпе вĕççĕн çеç тарса юлнă. Юна юхма пурпĕрех чарнă-чарнах.
Вăл Лайошпа ытти партизансене шыраса, аманнă Сантăра йăтса, вăрманалла утнă...
Тăн талăкĕ-талăкĕпе аташса выртнă хыççăн тин килсе кĕчĕ.
Тап-таса пысăках мар пӳлĕм. Ăна пĕтĕмпе тенĕ пекех чечексемпе тултарнă. Хăй вăл шап-шурă вырăн çинче выртать. Мĕнле-ха капла?..
— Ăçта эпĕ?
Çакна Сантăр хăйĕнчен çеç ыйтасшăнччĕ, анчах хыттăнах тухса кайрĕ.
— Ан кулянăр, шанчаклă çĕрте, — илтĕнчĕ çемçен те ĕнентерӳллĕн каланă сасă. Ун умне çап-çамрăк хĕр пырса тăчĕ. — Ну, здравствуйте — терĕ вăл, вырăс сăмахĕсене чĕлхе туянакан ача пек хуçкаласа. Калаçнă май сăнĕ ун çуталнăçем çуталса пычĕ.
— Çапах та, ăçта вара эпĕ? — тепĕр хут ыйтрĕ Григорьев, хĕр сывлăх суннине хирĕç тавăрнă хыççăн.
Вара Анита унпа юнашар ларчĕ те мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех каласа пачĕ.
— Халĕ эсир пирĕн килте, — хушса хучĕ вăл. — Пĕр хушă сана вăрмантах усрарăмăр, мĕншĕн тесен кунта ун чух гитлеровецсемччĕ-ха. Каярах çакăнта куçартăмăр.
— Нимĕçсем кунта çук-и ĕнтĕ?
— Çук.
— Килмеççĕ те-и? "
— Тем териех килĕччĕç те, килтермеççĕ. Халĕ вĕсене Будапешт патĕнче хупăрласа илнĕ. Кĕçех унта та пулмĕç. Совет командованийĕ вĕсене парăнма хушнă, анчах лешсем килĕшмен. Çавăнпа унта иккĕмĕш кун ĕнтĕ чарăнмасăр тупă сасси кĕрлет. Паян ĕнерхинчен те вăйлăрах переççĕ. Çапла кирлĕ те вĕсене, çынçиенсене. Нумай алхасрĕç, нумай мăшкăл кăтартрĕç. Текех йăхĕ-тĕпĕ мар, шăрши-марши те юлмĕ. Малашне эпир, Шандор пойташ (лагерьте чухне те венгрсем ăна çапла чĕнетчĕç), сирĕнни пекех телейлĕ пурнăç туса хурăпăр, хамăр çĕршывра хамăр хуçа пулăпăр, — хĕрсе калаçакан пысăк ĕмĕтлĕ Анита куçĕнче савăнăçлă кулă çиçсе илчĕ. — Ку пулатех, пулать! Эпир ăна тăватпăрах! Курса кăна тăрăр... Э, чим-ха, эпĕ сире калама манса кайнă. Ĕнер кунта Лайош кĕрсе тухрĕ. Полк командирĕ вăл халĕ. Нумай тăмарĕ, вăхăт çук, терĕ. Сан сывлăху çинчен ыйтса пĕлчĕ те Будапешта васкарĕ...
Тик-так, тик-так! шаккать сехет. Çеккунт çумне çеккунт хушать, минут çумне минут. Çапла кун иртет те çĕр иртет, унтан — эрне, уйăх...
Сантăр выртать. Хăма евĕр хытнă та кравачĕ çинчен тăмасăр выртать вăл.
Тăмасăр çав, тăмасăр! Тĕшĕрĕлсе аннă кĕреш пекех, вырăнĕнчен хăпмасăр, хускалмасăр. Çĕрле те çакнашкал, кăнтăрла та. Эх, çынла тӳрĕленсе, чупса кăна çӳресчĕ, тĕпĕртетсе-ташласа ăмăртса çеç ĕçлесчĕ! Анчах...
Ура çукки — çăва тĕпне. Уншăн нумаях кулянмасть вăл. Ун вырăнне, кирлĕ пулсан, протез е йывăç тукмак лартса яма та пулать. Урăххи, пачах урăххи пăшăрхантарать ăна. Çурăм шамми. Ваннă вăл унăн, тĕпреннĕ. Çавăнпа мар-и тăраймасть, çавăнпа мар-и талăкĕ-талăкĕпе кравать хураллать те мачча хăми шутлать.
Сехет шаккать, ĕçчен сехет вĕçĕмсĕр шаккать пĕчĕк мăлатукĕпе, ĕнерхи, виçĕмкунхи пекех таклаттара-тăклаттара, çеккунтсемпе минутсенчен пурнăç çĕвви ăсталать. Пĕр чарăнмасăр çĕлет, пĕр чарăнмасăр тĕрлет: тик-так, тик-так..
Сантар тасăлса выртнă та шухăшлать: мĕн тумалла?
Çынсен пичĕ хаваслă кулăпа çиçнине курать-ха вăл, лайăх курать. Çав шутрах — Лайошпа Анита пичĕсем çинче те. Тепĕр тесен, вĕсен сывлăхлăскерсен, мĕншĕн савăнас мар-ха? Иккĕшĕ те ĕçлеççĕ, иккĕшĕ те, кивĕ йĕркене аркатса, çĕнĕ пурнăç тăваççĕ.
Ун çинчен те манмаççĕ вĕсем. Анита пирки сăмах та пулма пултараймасть — вăл яланах пĕрле. Çĕрле çеç мар, кăнтăрла та. Ĕçĕнчен чупа-чупа килет те апат хатĕрлет, ыттине тăвать. Ăшаланать, мăнтарăн çынни, хыпаланать. Унăн пур çĕрте те ĕлкĕрес килет: лере те, кунта та. Ĕçĕ вара хăйĕн чăннипех те нумай. Кооператив, коллективлă хуçалăх йĕркелет вăл ялта.
Лайош та сайра пулакан хăна мар. Яланах килет. Кашнинчех тухтăрсемпе. Вăл канăçсăрлантарман пĕр врач юлмарĕ пуль ĕнтĕ Будапештра.
Вĕсем, тухтăрĕсем, килеççĕ-ха, тăтăшах килеççĕ. Пăхма та лайăхах пăхаççĕ. Тимлĕн пăхаççĕ. Анчах... усси çук. Пăхаççĕ те каяççĕ. Сантăр мĕнле выртнă, çаплипех выртса юлать.
Чăн та, хăçанччен йăваланмалла-ха çапла, хăçанччен терт кăтартмалла Анитăпа Лайоша? Вĕсем вĕт, ăна пула, путлĕн канаймаççĕ те. Пуринчен ытла — Анита. Вăл ĕçрен кулленех ĕшенсе таврăнать. Палăртмасть çеç. Тĕрĕсрех, палăртасшăн мар тăрăшать. Таврăнать те тӳрех килти ĕçе кӳлĕнет. Камшăн тĕпĕртетет çакнашкал? Хăйшĕн мар, паллах, уншăн. Хăçанччен, хăçанччен тăсăлма пултарать çапла? Тен, ĕмĕр иртсе кайичченех? Апла... Çук, çук! Сантăр ун пек тумасть. Текех никама та тарăхтармасть вăл, никама та нушалантармасть. Простынь пĕр вĕçне кравать пуçĕнчен çыхрĕ, теприне — мăйне яваларĕ. Ну... Ну, сыв пул, çут тĕнче! Сыв пул эсĕ те, сехет. Çӳре, ывăнмасăр çӳре. Çынсен шăпине çеç текех çавнашкал мăшкăллă ан ту...
— Ай!!!
Ăçта ку, мĕн ку? Урайне халь-халь персе анмалли Сантăр пуçне ирĕксĕрех кĕтмен çĕртен хаярран янăраса кайнă сасă еннелле çавăрчĕ. Çавăрчĕ те алăк умĕнче Анита тăнине курчĕ. Пичĕ ун шурса кăвакарнă, куçĕ тем пысăкăш чарăлнă... Анита малтанах, ним тăва пĕлмесĕр, вырăнĕнче хытса тăчĕ. Унтан, тавçăрса илчĕ пулмалла та, кравать патне хăвăрт чупса пычĕ, вĕрен пек хытă пĕтĕрнĕ простыньăна хыпаланса салтма пикенчĕ. Васканипе алли çыхланчĕ, чĕтрерĕ. Юлашкинчен çапах та салтрĕ.
— Акă сана! Çапла кирлĕ сана! — вăркăнтарчĕ çавăнтах простыньăна кĕтеселле. Вара хăй те, вăйран кайса, çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ, ĕсĕклесе макăрса ячĕ. — Апла эппин... Çакнашкал чыслама шут тытрăн эппин... Эпĕ сана вăйлă çын тесеттĕм те, эсĕ иккен...
Сантăр ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ.
— Кама кирлĕ эпĕ текех, — терĕ пăртакран тин шăппăн, пăшăлтатса.
— Эсĕ?.. Эсĕ кама кирлĕ?.. Пурне те! Мана кирлĕ, Лайоша кирлĕ, эсĕ, ара çав, ан пĕркеле туту-çăварна, ял çыннисене кирлĕ. Вăт камсене кирлĕ эсĕ! — Анита, калаçма чарăнса, вăрăммăн сывласа ячĕ. — Паян, — пуçларĕ вăл çĕнĕрен, кăшт шухăша кайса тăнă хыççăн, — маншăн йывăр кун пулчĕ, питĕ йывăр: ял куштанĕсем пирĕн тахçантанпа тăрăшса хатĕрленĕ пысăк ĕçе кашт çеç хăрама ямарĕç. Пухура эпир кооператива кĕрес текенсен тепĕр ушкăнĕн ыйтăвĕсене пăхса тухаттăмăр. Çав вăхăтра унта çак путсĕрсем пырса кĕчĕç те пĕсĕхисене каçăртсах кăшкарашма тытăнчĕç. Халăх иккеленсе, пăлханса кайрĕ. Вара манăн темиçе хут та тухса калаçма тиврĕ. Эпĕ çĕнĕ пурнăç пире мĕн пама пултарни, анчах та вăл хăй тĕллĕн килменни, уншăн çине тăрсах кĕрешме кирли çинчен каларăм. Сан ятна та асăнтăм. Ара çав, сан ятна. Авă, терĕм, çын, этемлех телейĕшĕн кĕрешсе, ăçта килсе çакланнă, терĕм. Сывлăхне вăл пуласлăхшăн çапăçса хавшатнă. Çав шутрах — пирĕн пуласлăхшăн та. Вăл, терĕм, халĕ те кĕрешет, паян кун та, вăл нимĕнле йывăрлăха та парăнмасть, терĕм...
— Кооператива кĕрекен пачах пулмарĕ-и вара?
— Кĕчĕç, анчах пурте мар. Юлнисем пĕр-ик кун тăхтатпăр-ха, терĕç. Шухăшлама пулчĕç.
Пĕр хушă вĕсем шарламарĕç: Григорьев — хăйĕнчен хăй вăтанса, Анита — урăххи çинчен шухăшласа.
— Пуху хыççăн эпĕ Будапештпа çыхăнтăм, — терĕ лăпланма пуçланă Аннта кăшт тăхтасан, Лайошпа телефон тăрăх калаçнине аса илсе. — Унтан лайăх хыпар пĕлтерчĕç. Кĕçех кунта пĕр чаплă профессор килмелле. Санăнни йышши чирсемпе ĕçлекен профессор. Халлĕхе вăл Мускавра-ха. Канашлуран таврăнсанах пыратпăр, терĕç. Кĕтсе тăма хушрĕç...
Витали çырăва каллех алла тытать. Юлашки страницине сасăпах вулать:
«Мăя пăяв хывма хăтланса, эпĕ, паллах, пысăк йăнăш тунă. Питĕ тĕрĕс мар. Халĕ те намăс мана уншăн. Асăнсанах çӳç-пуç вирелле тăрать, ӳт-пӳ сиввĕн чиккелесе каять. Çакнашкал телейлĕ вăхăт килессе шанма мар, пачах шутламан пулнă çав эпĕ ун чух...
Халĕ çӳретĕп ĕнтĕ. Чупма пултаратăп теместеп те, кравать çинче тунката пек те хытса выртмастăп: куçатăп, майĕпен пулин те, шăватăп. Çакă маншăн чи хакли, чи кирли. Пĕлсемĕрччĕ, мĕнле кăна кĕтменччĕ-ши эпĕ ăна, мĕнле тилмĕрменччĕ-ши?! Тав, пуçĕ тӳпинчен пуçласа ури тупанне çитиччен пехил çав профессора. Вăл мана çĕнĕрен ура çине тăратрĕ, вăл манран çын турĕ.
Çӳретĕп пулсан, ĕçлетĕп те. Ку вара пушшех те савăнтарать, хавхалантарать. Хам вăйăмпа çынсене усă кӳме юрăхлă пулнипе хĕпĕртетĕп эпĕ. Çавăнпа манăн лара-тăра пĕлмесĕр ĕçлес те ĕçлес килет.
Ĕçлеме эпĕ клубра ĕçлетĕп. Ял клубĕнче. Хам ыйтрăм: ура çине тăратрăр пулсан, ĕç парăр, йăваланса çитет, терĕм. Коммунистсем (хам та парти членĕ халь эпĕ) шутларĕç-шутларĕç те çакăнта яма йышăнчĕç. Çунатлансах килĕшрĕм. Савăннипе хамăн çавăн чух икĕ куçăмран та куççуль шăпăртатса юхса анчĕ...
Сăмах май, пĕр кăсăкла япала çинчен те каласа парам-ха сире.
Вырăнпа выртнă вăхатра Лайош мана радиолаллă приемник парнеленĕччĕ. Пĕррехинче итлекенсем ыйтнипе Мускав юрăсем парать. «Далеко-далеко...» текенни те пур. Эпĕ ăна тӳрех кăмăлларăм. Темĕнле, хам пурнăçран илсе юрланăн туйăнчĕ вăл. Каярах çав юрра пластинка çине çырса кăларчĕç. Анита мана ăна çийĕнчех туянса пачĕ. Чуна кичем самантсенче эпĕ яланах çав пластинкăна çавăрттараттăм...
Ĕçлеме пуçласан, приемнике те клуба куçартăм. Ăна пула унта халăх йышлăран йышлă пухăна пуçларĕ. Эпĕ вĕсене вырăс юррисемпе паллаштаратăп, тенчери лару-тăру çинчен каласа паратăп.
Пĕр каçхине çынсем мана: «Шандор пойташ, мĕнпур юрруна итлеттеретĕн, пĕрне çеç темшĕн пиртен пытаратăн», — теççĕ.
Сăмах мĕн пирки хускалнине çийĕнчех ăнлантăм. Апла пулин те, хам пĕлмеше перетĕп: пытармастăп-çке, нимĕнех те пытармастăп. «Пытаратăн, — çине тăраççĕ. — Пытаратăн».
Тӳррипе каласан, эпĕ ăна, хам чуншăн эмел вырăнĕнче пулнă çав юрра, чăннипех те кăтартасшăн марччĕ. Никама та. Çынсене итлеттерсен, телейĕм саланассăн, пурнăçăм арканса, çĕнĕрен чĕр тамăка çаврăнассăн туйăнатчĕ.
«Кăлар пластинкуна, кăлар, — тет Анита та, çынсем хушшипе хĕсĕнсе кĕрсе. Вăл уйран тӳрех аннă пулас, пичĕ-куçĕ тусанлипех. — Итлеттер. Вĕсем ăна хăйсемпе илсе каймаççĕ вĕт».
Парăнма тиврĕ. Юрă пурне те килĕшрĕ. Вĕсем ăна кулленех юрлаттарма сĕнчĕç. Кашни ир. «Пурсăмăр та пĕрле çĕнĕ пурнăç тăватпăр пулсан, ан тив, вăл пурсăмăрăн юрри пултăр», — терĕç.
Хама çунат панă кĕвĕ халĕ ĕнтĕ ирсеренех ял çинче янăрать.
Çакăнгпа çырăва вĕçлетĕп. Хыпарсăр вăрах тăнин сăлтавĕ халь сирĕншĕн паллă-и ĕнтĕ? Уншăн ан кӳренĕр, ан çилленĕр. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ сирĕнпе хăçан та пулин çыхăнма пултарăп тесе шутламан та. Вăл пулчĕ. Эпĕ телейлĕ, эпĕ савăнăçлă. Малашне çыру тăрăх çыхăну тытнипе çеç мар, курнăçăпăр та. Паллах, эпĕ хам инçе çула кайма пултараймăп. Хал çитеймĕ. Ун вырăнне эсир кунта килме пултаратăр. Сыв пулăр. Ответ çырăр. Эпĕ ăна чăтаймасăр кететĕп.
Пурсăра та сума суса
А. Григорьев».
* * *
Çырăва вуласа пĕтернĕ. Пĕр хут кăнă мар, иккĕ те мар, виç-тăват хутчен вулана ĕнте. Апла пулин те, Витали унран çаплах уйрăлаймасть. Вăл, тĕлĕннĕскер, ларать-ларать те аллинчи листасене тепĕр хут çавăркалать, тепĕр хут пăхать, вырăнĕ-вырăнĕпе çĕнĕрен те йĕрлесе тухать.
«Юрă пурне те килĕшрĕ...» Авă кам канăçне çухатса çавăрттарать иккен сарăпсăр пластинкăна ирсеренех, авă кам çĕр каçассăн сунмасăр кĕтет кăвак çутă килессе кулленех!
«Хыпарсăр вăрах тăнин салтавĕ халĕ сиреншĕн паллă-и ĕнтĕ?..» Çакăн чухлĕ çырса епле паллă ан пултăр-ха, ара?! Паллă, пĕтĕмпех паллă!
«Малашне çыру тăрăх çыхăну тытнипе çеç мар, курнăçăпăр та...» Малашне мар, паянах! Çыру тăрăх та мар, куçа-куçăн! Халех, çак минутрах каять Витали унта. Комэскаран ирĕк илет те вашлатать...
Вăл кравать çинчен сиксе тăчĕ, хыпаланса тумланчĕ. Унтан, çăвăнмалли хатĕрсене йăтса, умывальникелле чупрĕ.
Шăлне тасатса пĕтернĕччĕ енте, пит-куçне супăньлеме пуçланăччĕ, — çав самантра алăк умне Игорь çитсе тăчĕ. Хĕремесленнĕ хăй, пичĕ тăрăх тар юхать.
— Атя, — терĕ вăл, хашка-хашка, — кайрăмăр.
— Ăçта? — юлташĕ çине ăнланаймасăр пăхрĕ Витали. — Хĕр куçлама мар пулĕ те...
— Мар. Ăна тахçанах куçланă. Унран пысăкрах ĕç пур. Н. районĕнче паллă мар самолет государство чиккине пăснă. Пире хула çуле çинчен çавăрчĕç. Кайрăмăр часрах!
Кун пек чух вăрах сăмахламаççĕ, кун пек чух мĕн тумалли каламасăрах паллă.
Вĕсем, вĕçев тумĕ тăхăннăскерсем, общежитирен тухса чупма тăнăччĕ, телефон янăраса кайрĕ. Дневальнăй трубкăна васкаса тытрĕ, хăй итлени çинчен пĕлтерчĕ.
— Аслă лейтенант юлташ! Аслă лейтенант юлташ! — кăшкăрса чарчĕ вăл алăкпа хупланакан Виталие. — Сирĕнпе командир калаçасшăн.
Командир кĕскен те татса каларĕ: леш самолет халĕ С. хули патне çывхарать. Ăна дежурнăй звено йĕрлесе пырать. Анчах ку кăна çителĕксĕр. Ун çулне, тӳрĕрен тухса, пӳлес пулать. Çак ĕçе вĕсен тумалла. Ведомăйпа иккĕшен.
— Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, командир юлташ!
— Халех аэродрома чупăр. Часах унта эпĕ хам та çитетĕп.
Темиçе минутран тарăн кӳлĕри шыв пек тăрă тӳпене шĕвĕр сăмсаллă та сарлака хӳреллĕ пысăках мар икĕ хурçă кайăк ярăнса çĕкленчĕ. Пĕчĕк те хаяр кайăксем. Çӳлтен çӳле хăпарчĕç, тепĕртакран вара, сенкертерех сывлăш ытамĕнче ирĕлсе, пачах курăнми пулчĕç...
Çакнашкал вăл аякра-аякра, мăн Атăлтан темиçе пин çухрăмри чикĕре. Унта тепĕр чух канмалли кунта та канăнмасть, тем териех каяс тенĕ çĕре те кайăнмасть. Йĕрки çапла, çар йĕрки. Салтакăн кирек хăçан та салтак пулмалла, ун яланах хуралта тăмалла.