Йăл кулать çĕн пӳртĕн пысăк чӳречи,
сар шевле сапаççĕ сар пĕренесем.
Пӳрт тени çемьешĕн пурнăç ӳречи,
çĕн пӳрте кĕреççĕ çамрăк аннесем.
Ӳрече нихçан та урапасăр мар,
кăлтăр-кăлтăр чуптăр пурнăç малалла.
Эй, платник тăванăм, тĕпеле эс лар —
тыт сăра тултарнă алтăрна алла.
Таврана салатрĕ сухăр шăршине
сан ĕçчен аллу халь — кӳр-ха, чăмăртам.
Ыталать вăл вĕçĕм сар пĕренене —
хăпартан çурт-йĕр эс пĕтĕм кăмăлтан.
Сар пĕренене эс вĕçĕм ыталан
(Кунашкал чыса, тен, арăму та сан
кураймасть пуль? Шӳтшĕн ан çиллен, тăван).
Сан çине пăхатпăр ăш куçпа, тасан.
Пуçăма тем турĕ çак хаяр сăра —
çĕн пӳрте кĕрсессĕн хырлăх каш-кашлать.
Эй, туссем, юрлар-и! Уçă сассăра
итлессишĕн аллăм чĕлĕх хыпашлать.