Ан вăрçăр манăн ăрăва,
ан вăрçăр,
Хивре пулсан, тӳррĕн перет пулсан.
Пуçламăшне асилĕр —
хĕрӳ вăрçă
Ăна çапла ӳстернĕ ачаран.
Ан чарăр манăн ăрăва,
ан чарăр,
Вăл хăй çине нумай илет пулсан,
Çĕршывăм умĕнче ун пысăк парăм,
Çавна туйса ĕçлет вăл пур вăйран.
Ыр сунăр манăн ăрăва,
ыр сунăр,
Тĕллев патне хыт ыткăнать пулсан.
Чĕри çуталтăр, хĕвел евĕр çунтăр,
Вĕри хĕмне çынсемшĕн салатса.