Эх, çамрăклăх сасси — çухалнă ахрăм,
кунçул вăрманĕнче сана текех
илтместĕп эп. Пуçа тайса вăраххăн,
тăратăп шăппăн çул юпи пекех.
Хутран-ситрен ман асилӳ вăранĕ,
Эп курăп санăн сулнăклă çулна.
Ак эпĕ халь — сан малашун ыранĕ —
итлетĕп ăмсанса шух сассуна.
Эс кăлăх ан шыра халь ун шавне,
пĕрпеклĕх çук—ку чăнлăхран ан татăл.
Сана тепре эп чĕртĕттĕм: ан ватăл —
çых телейӳн чечеклĕ кăшăлне.
Пĕрпеклĕх — вăхăт татăкĕ кăна:
инкек—тус мар, шел, савнăç та—хăна.