Йăлтăр-йăлтăр сирпĕнчĕ хĕлхем,
Куçăма шартарчĕ, йăмăхтарчĕ.
Ялт! хыпса илес пек çиçнĕрен,
Иртнине сасартăк астутарчĕ.
...Кĕçĕрхи пекех тӳлекчĕ каç,
Çапăçун та лăпкă хăш саманчĕ,
Миномет вут сапрĕ те кас-кас,
Çумăмри юлташăм ман аманчĕ...
Хĕм сапса çиçет, ав, айлăмра
Йăмăх çутă халь те тапхăр-тапхăр.
Мина çурăлмасть ман умăмра,
Сварка çути çеç. Вăл питĕ капăр.
Шăратса электро хĕмĕпе,
Пăрăхсем сыпать иккен ĕçчен хĕр
Кайĕ газ çав пăрăх тăршшĕпе.
Газ хăвачĕ халь ăçта çитмен-тĕр?
Хавасланчĕ хамăн та чĕрем.
Йăмăх çутă ялкăштăр этемшĕн.
Йăлтăр йалтăр çиçтĕр вут-хĕлхем
Мирлĕ куншăн, пурнăçшăн, телейшĕн.