Кашни хăйне май ăнланать пурнăçа,
Кашнин хăйĕн ĕмĕт те шухăш.
Кăштах чакарас та тӳрккес курнăçа
Типтерлĕн шутлас-и пĕр хушă...
Этемшĕн этем нихăçан та ют мар,
Çынла пурăнса ăнлансассăн,
Йăхран та йăха сыпакан юнтымар
Ултав-суяпа тулмасассăн.
Нумай-и пулать-ха — куççуллĕ чунпа
Пĕчченлĕх умне чĕркуçлентĕм.
Ăша пусараймăн «хура хупкăчпа» —
Туссем ытларах та — çĕклентĕм.
Пĕчченлĕх юрри вăл аван — ушкăнра,
Пĕр пĕчĕк самант юрласассăн.
Пулса юлмасассăн ылханлă шăпа,
Чунпа ушкăнах туртăнсассăн.
Этемшĕн этем нихăçан та ют мар,
Çынла пурăнса ăнлансассăн...