Паян февраль.
Кил-çурт сас-чӳсĕр,
Пĕр шăрчăк çеç хĕрӳ ĕçре.
Атте чĕнмест – паян вăл ӳсĕр:
Çемйи саланнă ик çĕре.
Пĕри – лере, тепри – кунтах-ха.
Пĕчченçи ултă ачапа.
Ăçта илсе кайса пăрахĕ
Кун-çул таппи, айван шăпа?
Туллать, лăскать тĕнче пĕр шелсĕр
Амасăр юлнă кил-йыша.
Ан тив, шăпа тĕрри кӳлештĕр
Хыпса çăтса ăшри ăшша.
Паян февраль.
Çанталăк ирсĕр,
Хĕве хĕвет юр хĕнесе
Телей кĕтсе – кĕтсе илмесĕр
Çĕре кĕреççĕ аннесем.
Чуна хĕсет… Чăтма çук тăвăр
Чĕре кăшкарĕ кăкăрта.
Тулта та, чĕрере те тăвăл,
Йĕретпĕр улттăн кăшкăрса.
Çунса сӳнет этем кун-çулĕ
Васкавлă пурнăç вутĕнче.
Ытахальтен каймаççĕ пулĕ
Унта, лере… леш тĕнчене?
Унта, лере, тен, пурнăç ырă,
Ялан ем-ешĕл çуркунне,
Лăплантарать пуль выртнă вырăн
Кунта аманнă чĕрене.
Унта усал-тĕселсĕр, чирсĕр,
Тен, çĕнĕ пурнăç пуçланать.
Пурнас килет татти-сыпписĕр
Асап пулсассăн та чуна.
Çурта тытса тăратпăр улттăн
Анне сăнарĕ умĕнче.
Паян февраль.
Кил-çурт сас-чӳсĕр,
Сехет те юлнă, ав, кая,
Йĕрет атте – эрехсĕр ӳсĕр:
Тĕнче пайланнă ик пая.
1958-1994 çç.