Мана чĕнен умри çулсем-йĕрсем
ал йĕрĕсем пек курăнса выртатчĕç.
Çук, ахаль мар пуль ыйхăсăр çĕрсем
ман ыранхи кун сăмахне шыратчĕç.
Каларăм пĕринче алла сулса:
Ан авăр вĕçĕм, шухăш ал арманĕ! —
Эп утрăм ĕмĕт çулĕпе кулса,
манра ĕшеннĕ кăмăл палăрмарĕ.
Кайраччĕ эп:
«Кайри—мала!» — тесе.
тинкертĕм ăнтăлса мала хаваслăн.
— Ăçта çул вĕçĕ? — ыйтрăм тĕлĕнсе.
Каларĕ ăраскалăм çирĕп саслăн:
— Пĕр чăнлăха хальччен пĕлместĕн-çке:
çын çулĕ вăрăм, ĕмĕрĕ кĕске.