Ĕçсе тăранаймасть çерем
Ирхи çут сывлăма.
Курса тăранаймастăп эп
Тăван çĕршывăма.
Чĕкеç юрлать, юрлать чĕкеç
Ман пӳртĕм тӳпинче.
Сан сăнару, çĕршыв-анне,
Чĕремĕм тĕпĕнче.
Хĕвел юхтарĕ шăратса
Çӳл ту çинчи пăра.
Ман юрату сӳнми çунать —
Хĕвел пек ялтăра.
Хăй йăвине, чĕпписене
Вилсе упрать чĕкеç.
Çĕршывăм, эп те çавăн пек
Пурнатăп саншăн çеç.