Пур кайăкран пахи —
Шутлатăп эп — тăри.
Кун тăршшĕпе янрать
Хирте тăри юрри.
Çак кайăк шырамасть
Улах, хӳтĕ кĕтес.
Вăрттăн шурăмпуçне
Вăл шăпчăк пек кĕтмест.
Уяр-и, çумăр-и —
Çавах: «тăр-тăр-тăри!»
Колхоз уй-хирĕнче
Ян-ян! тăри юрри.
Юрри-çеммипелен
Хастар ĕçлес килет.
Хастар ĕçĕмĕре
Юррипелен пиллет.
Юр кайиччен килсе
Тыр-пул пуçтариччен
Пĕрмай вăл пирĕнпе,
Çак пĕчĕкçĕ ĕçчен.