Пурнăç тĕшши - ырăлăх! Ырă - тĕнчен пĕр пайĕ, чăнлăх виçин тĕп шайĕ. Ун хăвачĕ - чикĕсĕр, пархатарĕ - вĕçĕмсĕр. Вăл пиллекен савăнăçа, парнелекен шанăçа мĕнпе виçсе хаклайăн, шайлаштарса пăхайăн?
Ыр кăмăллăх ĕç-хĕлне патшалăхăн хăватне явăçтарайсан вара иртсе пыран пурнăçра çавнашкал пуçарăвăн пархатарлăхĕн шайĕ çĕр хут ӳссе вăйланать, çĕн вăйпа хăватланать.
Кăçалхи çул Чăвашра - Ырă кăмăллăх вăйра! «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» ятпа ăна палăртса, ырă туни пурнăçра шутсăр кирлине туйса сумлă Элтеперĕмĕр, умри кунсен куçăмне витĕр курас йăлине черетлĕ хут кăтартса, мал ĕмĕтлĕ тĕслĕхе вырăн пачĕ халăхра.
Ыр кăмăллăх - асамлăх! Ун хăвачĕ пурнăçра им парать ачалăха, пиллĕх сунать яшлăха, хӳтлĕх парать ватлăха. Эппин, кĕскен палăртсан, çавăрттарса каласан - сăвап кӳрет халăха, çул хывать малашлăха.
Чунсем сывă пулсассăн, усал йăла тыткăнне пырса лекес ăншăртран çирĕп хунтă хывсассăн ыр кăмăллăх пĕтес çук, хăйĕн пархатарĕпе ăшă пиллĕх валеçме, пулăшу кĕтекенсен чунĕ-чĕри тĕпĕнче шанчăк хĕмне çиçтерме нихăçан пăрахас çук! Апла пулсан тĕнчере чăваш чунĕ ĕмĕрех чĕрĕ-сывă пулинччĕ, чунлăха амантакан чир-чĕр мĕнне пĕлминччĕ!
Чунсем хыта пуçласан, ыр кăмăллăха мансан çакă çутă тĕнчере пĕр чăрмав та туймасăр хуçаланĕ чĕмере: усал-тĕсел савăнса, ырă ятне йышăнса сĕмсĕрленме тытăнĕ, кун-çул уттин йĕркине арпаштарма пуçăнĕ.
Çавăнпа та чунсене ырлăхран ыртарас мар, ахăр самана çуратса вăй паракан йăларан сиен тӳсме парас мар.