Çуралнă килтен тухса кайма хатĕрлентĕм. Асанне ăсатма тухрĕ. Пӳрт умне чăхсем кĕрсе тулнă.
— Кăш-ша! Тăранман пырсем!
Чăхсем тĕкĕсене вĕçтере-вĕçтере сирпĕнчĕç, суллакан çуначĕсенчен варкăш çил тухса пите çупăрларĕ.
Çуркунне. Çурт аркисенчен патлатсах тумла тумлать. Сулхăнран хĕç тăршшĕ шĕп-шĕвĕр пăр катăкĕсем çакăнса тăраççĕ.
— Тăхта-ха, Тульă. Чăхсене куртăм та ас илтĕм. Пӳртре мĕн каламалли пурччĕ ман, мĕн каламалли пурччĕ, тесе анрашса-минрешсе лартăм. Ĕнер, авă, леш шап-шурă чăхха упераци турăм.
— Мĕнле операци тата? — тĕлĕнетĕп эпĕ. — Эпĕ автан çăмартине каснă пек-и?
— Çук, эп çĕçĕ тытман. Аслаçу такасене тасататчĕ. Эпĕ путек урисене кăна тытнă. Тӳрккĕ пĕçернĕччĕ те, çисе ярайманни пурĕ-пĕрех хытса кайнă. Таçта васкарăм, ват пуç: шултăрарах таткаларăм пулмалла. Юрать, пӳртре нумай тăмарăм. Тухрăм та, эп-пей! Ман шур чăх юр çине выртнă, вĕçекен шуракăш пек çунаттисене сарса янă. Хăй мăйне çеç çĕклеме хăтланать. Шереметĕн, вăйĕ пĕтнĕ. Çапла çав, ара, çапла. Мĕн чĕмери пулчĕ сана? Юра аша-аша тытап: Ей, турă, мăйĕнче. Эс пилляртла вылякан шарик пек чăмака. Тин тавçăртăм, ват ухмах: тӳрккĕ лартнă пырне, тӳрккĕ! Вăт тăрап минресе: пусас-и, теп. Ара, çăва тухнă чăхха ухмах кăна пусать.
Тем çухатнă пек пӳрте кĕтĕм. Санран юлнă резинкă пăрăх татăкĕ куç умне пулчĕ. Илсе тухрăм, карса пăрахнă çăварĕнчен чикрĕм, тӳрккĕ татăкне тĕксе антартăм. Пĕр хушă минрешсе выртрĕ хайхи, унтан çунаттисене пухрĕ, кăшт унта-кунта пăхкаларĕ, икĕ хут юра касса хыпрĕ, унтан çăмарта тума чупрĕ. Вăт, упераци те упераци! Эс каснă автансем икĕ талăк анраса пурнатчĕç. Питĕ çуллă пулатчĕç, шельмăсем. Кĕркунне кăркка ами пек пулса каятчĕç. Тӳпекисем пĕтетчĕç, хӳри те чăх майлăрах.
— Маттур, асанне, маттур! — тетĕп ăна ыталаса. — Мăнукна эсĕ вĕрентни усси пурах, ху та унтан вĕренсе юлтăн. — Чăнах: миçе çул выльăх чирлесен мана чĕнместĕр? Хăвах халь тухтăр.
— Сана ăçтан чĕнен?
— Ма?
— Халь эс пысăк пуçлăх та... Сана чирлĕ выльăх патне чĕнсе чăрмантарас-и?
Çапласкер ман асанне.