Пĕррехинче пуштă хĕрĕ çыру кĕрсе тыттарчĕ. Шурă мăн хут листи çинче мана нумай çул пурăнма сывлăх суннипе пĕрлех çапла çырни пур: «Хисеплĕ çыннăм Асан Уçăпĕ, килме вăхăт тупсам. Темĕнле чĕрчун качака чĕччисене çырта-çырта татать. Икĕ качака пĕрер чĕчĕпе тăрса юлчĕ. Тепри тăваттăран икĕ чĕчĕпе çеç çӳрет. Суранĕсене аран турлетрĕмĕр. Мĕн ку? Пулăшсам. Чылайранпа пĕлекен тусу Пракуç ывăлĕ Крунит».
Крунит çырăвĕ шухăша ячĕ, çула тухма васкатрĕ.
Çав кун автостанцирен пĕр автобус та рейса тухмарĕ. Леш, çунтармалли шĕвек юлман тет-и. Нумай шутласа тăмарăм, тухрăм та утрăм çуран. Кӳкеç урлă каçрăм, Тутаркассинчен Шуршăла ӳкрĕм, унтан Кукашни çумĕпе Сĕнтĕрвăррине çитсе те тăтăм.
Крунит аппаратпа сăн ӳкерекен маçтăр. Таврари ялсенче тата хулара ăна пĕлмен çын çук та пуль. Вĕсен тĕлне мана тĕп-тĕрĕс кăтартса ячĕç. Урамне тем тарăнăш çырма уйăрса тăрать. Ун пекки Кавказ тăвĕсем хушшинче те курман эпĕ. Çырма тĕпне çитме çĕр, çӳлелле хăларма çĕр утăм çурă тума тиврĕ.
Çурчĕ-йĕрĕ хăтлă Крунитăн. Кил хуçи мана курса пӳртрен васкаса тухрĕ, хыçалта — арăмĕ.
— Сана, Уçăп, чăнах та тус теме юрать. Çырăвне виçĕ кун каялла çеç çырнăччĕ, эсĕ пур çитсе те тăтăн. Автобус хăвăрт çӳрет çав, — сăмахĕсене чăх сăхса çитерейми калаçрĕ кĕтсе илекен.
— Ăна шаннă пулсан паянах çитейместĕмччĕ-ха. Çуран танккарăм. Вăрмансем витĕр тухнă чухне йывăçсем тураттисене çĕкле-çĕкле пычĕç, çул кăтартрĕç.
— Сана, паллă сунарçа, йывăçсем те паллаççĕ-пĕлеççĕ çав. Айта, пӳрте кĕрер, ывăнни çинчен шăм-шакка çемçетер. Ахальтен-им хулара спирт завочĕ тытатпăр.
— Черкке-стакан çĕклесси-ӳпĕнтересси тăм çăрса кирпĕч çапасси мар, ĕлкĕрĕпĕр. Тĕттĕмлениччен витене кĕрсе курар.
— Юрĕ, эсĕ каланă пек пултăр, — килĕшрĕ качака сĕтне юратакан Крунит.
Ак тĕнче! Сăваканни ултă качака, путеккисем — тăххăр. Ваттисен мăйракисем хыçалалла пĕкĕ евĕр авăнса мăйне тĕрĕннĕ. Пăрçа пек чăлтти-чалтти сикекеннисен хăшĕн-пĕрин мăйрака вырăнĕ мăкăрăлнă çеç, шăтнисен — тур турат пек кăнтараçсĕ.
Пирĕн хыççăн витене алăкран пĕр çăмламас кушак хĕсĕнсе кĕчĕ.
— Çакă мар-и-ха сирĕн качакасене ăсурат тăваканни?
— Çук пуль, — тет кил хуçи. — Ăна выçă нихăçан та усраман. Атăл пулли хĕрхенмесĕр çитеретĕп. Аш та виçĕ татăкран кая памастпăр. Качака сĕчĕ те умĕнчен татăлмасть.
Уткаласан-пăхкаласан вите урайĕн хăмисене кăшла-кăшла шăтарнă вырăнсене асăрхарăм.
— Акă курăр, — хăлаçлансах ăнлантарма пикентĕм, шăтăк-çурăк еннелле тĕллесе. — Сирĕн мăнтăр мăр-мăру хырăмĕ пит тутăран ĕçлеме — йĕке-хӳресене тустарма пăрахнă. Вĕсем çавна пула кăмпа пек ĕрчесе кайнă. Выçса çитнĕскерсем качака чĕччисене «хыпнă». Путеккисене мĕнле тапăнман? Хам килсе çитмен пулсан вĕсен тирне суме тытăнатчĕçех.
Кил хуçине пĕр пĕчĕк савăтпа хăвăрт чĕрĕлсе каякан шĕвек тупма хушрăм. Эй, анчах, таса спиртах пулчĕ вăл. Каç пулттипе, тĕттĕмленсен, шăрпăк, шĕвек савăтне, пуçа хуплама кивĕ михĕ илсе витене тухрăм, пĕр кĕтессе тĕршĕнсе шăплантăм. Кăштахран куç тĕттĕме хăнăхрĕ те. Акă йĕке хӳресем, сысна çуринчен пĕртте кая мар хăйсем, вăрăм хӳрисене пăлтăр-палтăр вылятса пĕр-пĕрне хăваланăн чупкалама тытăнчĕç. Меллĕ самант тупса çумри лăпăпа иккĕшне шап! çеç хупласа хутăм. Шăтăкран алла чиксе пĕрне хӳререн çаклатрăм. Чĕрчун турткалашрĕ, çапăнчĕ, хӳрине татса тара пачĕ. Теприне пуçĕнчен ярса илме ĕлкĕртĕм, тарма памарăм. Ăна спиртпа йĕпетсе шăрпăк чĕртрĕм...
— Айта, вĕçтер! — терĕм ăна. — Эсĕ вилсе мана ырă ĕç тума пулăшатăн. Сана уншăн ялан мухтăп.
Çунакан йĕкехӳре хăрушă сасă кăларса вите урайĕнче çавра çил пек çаврăнчĕ, пĕр шăтăк тупса унта чăмрĕ. Хăма тивесрен шикленмелли çук: качакасем сахал мар йĕпетнĕ.
Çакăнпа ĕçĕм вĕçленчĕ. Пурте таврăнсан — кĕрсен хăнана начар мар пăхрĕç-хăналарĕç. Чылайранпа пĕлекен Захрайăсем патне те кайса куртăм. Вăл ман çан-çурăма чăн тухтăр пек йăваларĕ, çемçетрĕ. Çавăнтанпа яш каччă пек çамрăклантăм. Хăлаç çуллĕш çатан, утăм сарлакăш çырма урлă ялт! çеç сиксе каçатăп.
Тепĕр ирхине кил хуçисене пахчана илсе тухрăм. Кунта йĕкехуре йĕрĕсем унталла та кунталла шăрçаланса выртаççĕ. Шăнса хытнă çурисем те пур. Пĕчĕкскерсем сивĕре инçе каяйман.
— Ак тĕлĕнтермĕш! Мĕнле майпа çав тери хăвăрт хӳтерме пултаратăн эсĕ çав тăшмансене? — икĕ пĕççине шарт! çапать Крунит.
— Çав меле-меслете халлĕхе никам та пĕлмест. Эпĕ ăна атте çураличченех ăса-ăша илнĕ.