Куккук каллех авăтма пуçларĕ
Сип-симĕс тумлă ращара.
Сан куçусен таса кăварĕ
Каллех çиçет ман умăмра.
Каллех телейлĕ манăн куçăм,
Каллех телейлĕ ман чĕре.
Каллех санпа пĕрле эп, тусăм,
Тухатăп анлă уй-хире.
Чунтан кĕтсе нумай эп саншăн
Çунтартăм çамрăк чĕреме.
Тавтапуçах мана манманшăн,
Ютра савманшăн ютсене.
Куккук пекки тата мĕн пур-тăр
Хитре сасли, хитре ятли?
Çут тĕнчере тата мĕн пултăр
Таса юратуран хакли?