Эпĕ ача чух пирĕн пӳрт çумĕнче пĕчĕк сад пахчи пурччĕ. Унта ик-виçĕ тĕп улмуççи, çавăн чухлех чие çырлипе çĕмĕрт тата хурлăханпа хăмла çырли тĕмĕсем ешеретчĕç. Садри улма-çырла лайăх пиçсе пулса çитессе эпир нихçан та кĕтсе тăман. Вĕсем кăшт чăмăртансанах, ешĕллех татса çисе пĕтереттĕмĕр. Пире, ача-пăчана, витаминсем ытларах кирлĕ пулнă, анчах эпир ун чух нихçан та тăраниччен улма-çырла çисе курман. Улма-çырла терăр-ха! Ун чухне пирĕншĕн кишĕр те уяв çимĕçĕ пулнă. Аттесем кĕркунне Пăвана пукрав ярмăркине кайсан, эпир вĕсене ялтан пĕр çухрăм хире тухса кĕтсе илеттĕмĕр. Вĕсем вара пире тӳрех кишĕр тыттаратчĕç.
— Манăн кишĕр пысăкрах! — тетчĕ кишĕр пекех хĕрлĕ çӳçлĕ Емельян.
— Манăн кишĕр тутлăрах! — теттĕм эпĕ. Вара эпир пĕр-пĕрин кишĕрне çыртса пăхаттăмăр та:
— Пĕр пекех! — тесе килĕштереттĕмĕр.
Питĕ туслăччĕ эпир Емельянпа. Пĕр-пĕр илемлĕ кĕленче катăкĕ е урăх тĕлĕнмелле япала, калăпăр, яка качă-мăчи, е çутă шапа хуранĕ тупсан, пĕр-пĕринпе пуçма-пуçах улăштараттăмăр. Кусналла е мерелле те яланах пĕрле выляттăмăр. Манăн анне е унăн кукамăшĕ икерчĕ е хуран кукли пĕçерсен те, эпир пĕр-пĕрне -хăналамасăр ирттерсе яман.
Пĕррехинче Емельян ман пата йĕкĕр чăмăр пысăкăш хĕрлĕ пан улми йăтса пычĕ.
— Пар пĕккӳне, — терĕ вăл, эпĕ çаваран тунă йывăç авăрлă пĕкĕпе пусма çинче ухă йĕппи шĕвĕртсе ларнине курсан.
Эпĕ Емельянăн шухăшне тӳрех ăнлантăм: вăл мана панулми çитересшĕн.
— Ме, — терĕм, ăна хамăн пĕкке тыттарса.
Емельян чăнах та хăйĕн хĕрлĕ панулмине çурмаран касрĕ те чи хĕрлĕрех пайне мана пачĕ.
— Çи! — терĕ вăл, мана хăналама пултарнăшăн хытă савăнса. Вара ытарайми панулмине иксĕмĕр те шатăрт! çыртса илтĕмĕр.
— Питĕ тутлă! — терĕм эпĕ, çур панулмине самантрах çисе ярса.
— Тата пулсанччĕ! — терĕ Емельян, ман шухăша пĕлнĕ пекех.
— Ăçтан илтĕн эс ăна? — ыйтрăм эпĕ.
— Панулми сутакан тутарăнне йăкăртрăм, — пĕлтерчĕ Емельян.
— Курмарĕ-и? — сехĕрленсе ыйтрăм эпĕ.
— Курмарĕ, — хуравларĕ Емельян, чеен кулкаласа.
— Ну, курнă пулсан, пушăпа лектеретчĕ, — хушса хутăм эпĕ.
— Лектеретчĕ, — килĕшрĕ Емельян, хĕвелпе сĕвĕнсе пĕтнĕ шĕвĕр сăмсине нăш туртса.
Çак вăхăтра урамра:
— Алма саттам, алма! — тесе кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ.
— Пĕлетĕн-и, — терĕ Емельян, — вăл икĕ кĕренке ыраш пуçне пĕр кĕренке пан улми парать. Тульккăш, пирĕн кĕлете питĕрнĕ çав. Уççи — кукаçи кĕсйинче, — хушса хучĕ вăл салхуллăн.
Емельян мана татах пан улми çитерме хатĕррине курсан, эпĕ çемçелсех кайрăм.
— Тăхта! — терĕм ăна. — Пирĕн кĕлет алăкне шалтан сăлăп янă. Эпĕ уçма пĕлетĕп.
— Аçу килте-и?
— Çук.
— Аннӳ?
— Пӳртре ман йĕме сапласа ларать.
— Эппин, кай та пĕр саппун ыраш тултарса тух, — ăс пачĕ Емельян.
Эпĕ, ним шутласа тăмасăр, кĕлетелле чупрăм...
Ĕлĕк пирĕн енче арçынсем те саппун çыхса çӳретчĕç. Йĕм чĕркуççийĕ çĕтĕлесрен тата таса мар алăсемпе сăтăркаласа кĕпе умне вараласран мана та анне шурă пиртен саппун çĕлесе панăччĕ. Акă вăл хăçан чăннипех кирлĕ пулчĕ! Халех пĕр саппун ыраш йăтса каятăп та çур саппун пан улми йăтса килетĕп. Çак шухăшпа хавхаланса кĕçех сарайне чупса çитрĕм. Унтан кĕлет алăкĕн сăлăпне туртса уçрăм. Тепĕр минутран кĕлете кĕрсе кайрăм та пӳлмерен икĕ луттук ыраш ăсса, саппун арки çине ятăм. Кĕлетрен тухма кăна ĕлкĕртĕм — пăхатăп: алăк умĕнче атте тăра парать!
— Кил-ха, кăтарт-ха: мĕн унта санăн? — ыйтрĕ вăл яланхинчен темле çинçерех тухакан сасăпа.
— Ыраш — терĕм эпĕ, вырăнтан тапранма та хăраса.
— Мĕн тума кирлĕ пулчĕ вăл сана? — каллех ыйтрĕ атте, куç умĕнчех хаярланма пуçласа.
— Тутартан панулми илме, — мăкăртатрăм эпĕ, чутах макăрса ямасăр.
— Эс кам ывăлĕ? — сасартăк ним кĕтмен ыйту пачĕ вăл мана. Анчах эпĕ çухалса каймарăм, ăна хирĕç çийĕнчех:
— Санăн, — тесе хутăм.
— Çук! — терĕ атте, — эс ман ывăл мар. Ман ывăлсем нихçан та кĕлетрен тырă йăтмаççĕ!
Эпĕ, хăранипе, чĕтремех пуçларăм. Атте çакна асăрхарĕ те эпĕ аркă çинчи ыраша çĕре тăкса ярасран хăрарĕ пулмалла.
— Кĕрсе яр пӳлмене каялла, — хушрĕ вăл лăпкăрах сасăпа.
Эпĕ васкаса кĕлете кĕтĕм те саппун çинчи ыраша пӳлмене чашлаттартăм, Кĕлетрен каялла тухнă чух пӳрт пусми еннелле пăхрăм. Унта халь Емельяна курмарăм. Вăл, ман аттене курсанах, тухса шунă пулмалла. Атте хăй те ăна курса юлнă пуль çав. Эпĕ кĕлетрен тухсанах, вăл манран:
— Кам вĕрентрĕ сана? — тесе ыйтрĕ.
Ман аттепе анне эпĕ хамăн айăпа çынсем çине йăвантарнине питĕ юратмастчĕç. Эпĕ урамран киле макăрса кĕрсен, вĕсем мана хамах: «Ху айăплă», — тесе лектеретчĕç. Çавăнпа та эпĕ хамăн айăпа Емельян çине йăвантарма шутламарăм.
— Никам та вĕрентмен, — тесе явапларăм.
Анчах эпĕ ун пек калани хальхинче аттене килĕшмерĕ пулмалла. Суять тата! — терĕ вăл, мана ĕнсерен малалла тĕксе ярса.
Çав вăхăтра эпĕ урасемпе хăвăрт ĕçлемен пулсан, паллах, чикеленсе кайса, çĕре сăмсапа сухалаттăм. Анчах, аттерен тарса хăтăлас шутпа, эпĕ малалла хыттăн чупса кайрăм. Вара, пĕр чарăнмасăрах, калинккерен тухса пахчаналла вĕçтертĕм. Унта эпĕ хамран кăшт çеç лутрарах ӳснĕ çĕр улми аври хушшине чăмрăм та пăштах пултăм...
Нумай выртнă-и эпĕ ешĕл йăран хушшинче, сахал-и — ăна калама йывăр, мĕншĕн тесен эпĕ унта çывăрсах кайнă. Вăранасса вара анне сассине илтсе вăрантăм. Вăл лупас хыçне тухнă та:
— Санькка, Санькка, ăçта эсĕ?! — тесе кăшкăрать. Эпĕ симĕс çĕрулми çулçисем хушшинчен пуçа кăларса пăхрăм та, анне пĕчченех тăнине курсан: Кунта эпĕ! — тесе сас патăм.
— Мĕн туса ларатăн унта? Атя пӳрте! — чĕнчĕ анне, ман паталла путене пек йăпăр-йăпăр утса пырса.
— Пымастăп. Атте хĕнет, — терĕм эпĕ, аннен пысăк хура куçĕсенче хӳтлĕх шыраса.
— Çук, хĕнемест. Хам хĕнеттерместĕп, — лăплантарчĕ анне, мана алăран çавăтса.
Пӳрте кĕрсен, эпĕ тĕлĕнсех кайрăм: сĕтел çинче вуникĕ çын çимелĕх яшка кĕрекен йывăç тирĕк тулли панулми купаланса тăрать. Унта хĕп-хĕрли те, шап-шурри те, сарăрах тĕсли те пур. Пăхса ытармалла мар!
— Сан панулми çиес килет-и? — ыйтрĕ атте манран.
— Ĕччĕ, — терĕм эпĕ, шултра та илемлĕ панулмисем çине куçпа çиес пек пăхса.
Эппин, илсе çи, — хушрĕ атте çав тери кăмăллăн. Ман унран хăрасси таçта кайса кĕчĕ. Эпĕ сĕтел патне хăюллăн утса пытăм та сылтăм алăпа пĕр хĕп-хĕрлĕ панулмине ярса илтĕм.
— Тата ил, — сĕнчĕ атте.
Эпĕ вара сулахай алăпа та тепĕр панулми чăмăртаса тытрăм. Анчах хĕрлине мар, сарăрах тĕслине суйласа илтĕм.
— Ил, ил. Татах ил, — йĕкĕлтенĕ пек каларĕ атте.Тен, вăл йĕкĕлтемерĕ те пуль, мана çеç çапла туйăнчĕ пуль. Анчах эпĕ пурпĕрех çăткăнланмарăм.
— Кусене çисе ярсан, тен, татах илĕп, — тесе пĕлтертĕм.
— Ара, сана нумай та кирлĕ мар иккен! Ху çапах кĕлетрен ыраш йăтма пуçланă, — каллех манăн «çылăха» аса илчĕ атте. — Эсĕ ирĕк паман пуль-çке ăна, амăшĕ? — хушса хучĕ вăл, анне куçĕнчен чеен пăхкаласа.
— Çук! — терĕ анне. — Анчах вăл текех нихçан та унпек тумасть. Çапла вĕт, Санькка?
— Ĕччĕ! — терĕм эпĕ, анне ман хута кĕнĕшĕн çав тери савăнса. Вара хамăр мĕнле йăнăш тунине пĕлтерме тата «парăма» парса татма Емельян патне тухса чупрăм.
Унтанпа вăтăр çул ытла хыçа тăрса юлчĕ, анчах пан улми «историйĕ» ахаль иртмерĕ. Ман атте çавăн хыççăн хамăр пахчана кашни çулах çĕнĕрен çĕнĕ улмуççисем лартрĕ. Унпа пĕрле тăрмашса, эпĕ те сад ĕçне питĕ юратакан пултăм. Каярахпа вара, çине тăрсах, сад пахчи техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. Халĕ эпĕ хамăн ватă аттепе пĕрле тăван колхозăн садĕнче ĕçлетĕп. Питĕ чапла пирĕн колхоз сачĕ, вăл ĕнтĕ çирĕм виçĕ гектар çинче сарăлса ларать.
Пырса курăр ачасем, пирĕн сада, тăраниччен улма-çырла çитерĕп.