Инçетрен, тĕтреллĕ Карпатран,
Ашшĕ килнĕ хăй тăван ялне.
Станцие вăл çитнĕ каç пулсан,
Лав кĕтмен, васканă кил енне.
Трактор шунă вĕтлĕх патĕнче,
Йăлтăр пĕчĕк çутă вылятса.
Çар çыннийĕн чунĕ-чĕринче
Ăшă туйăм килнĕ хăпарса.
— Хăш бригада? Кам-ши тракторист?
Манăн çывăх юлташсем мар-ши? —
Шухăшланă утнă май танкист,
Чарăннă вăл пĕр самант хушши.
Тӳсеймесĕр чупнă çар çынни,
Пусă урлă трактор патнелле.
Янăранă уççăн кăшкăрни:
— Эй, кăшт чар-ха! Пурнăçсем мĕнле?
Ыталанă ашшĕ ывăлне
Хăй çӳретнĕ трактор умĕнче.
Курнă касă тарăн иккенне.
Куççулли çуталнă куçсенче.