Сулахаййăн-сылтăммăн
Уйăх куç хупать...
Çывăр, пепкем-ылтăнăм,
Лăпкă ыйхупа!
Каçĕ килчĕ канăçлăн
Питĕ инçерен.
Эс, пепкеçĕм, савнăçлăн,
Çитĕн кунсерен.
Уйăх пăхрĕ вăрттăн çеç
Нӳрĕ çĕр çине.
Çăлтăр ӳкрĕ, вăркăнчĕ
Кӳлĕ хĕррине.
Вăл çăлтăра илĕп эп,
Илĕп пӳ çитсен.
Хĕве чиксе килĕп эп
Уйăх сисиччен.
Пĕкечерен çакăпăр
Çавă çăлтăра.
Пепкеме çутаттăр вăл
Йăлтăр-ялтăрах.
Тяппупала тяп! ту эс, —
Савăнтăр аннӳ.
Çăлтăр ӳкĕ, тяк тăвĕ,
Эс кăна ан ӳк.
Çывăр, чĕппĕм-ылттăнăм,
Канлĕ ыйхупа.
Сулахаййăн-сылтăммăн
Уйăх куç хупать...