1
Çутă кӳлĕ хĕрринче те,
Пĕр уяр каç, çĕрĕпех
Вăхăта ахаль ирттертĕм
Эпĕ пулăç хĕрĕпе.
Темĕн тĕрлĕ ӳкĕтлерĕм,
Калаçтартăм кăлăхах...
«Илсе пар мана эс, — терĕ
Сар хĕр, — ылтăн уйăха.
Пултарсассăн — пулăп сан,
Унсăр — тусăм тесе ан чĕн».
Мĕн тăвас ман, калăрсам?..
Сар хĕр кайрĕ. Уйăх анчĕ.
2
Кăмăл тулчĕ, хĕпĕртерĕм:
Ешĕл вĕтлĕх хĕррипе
Çурçĕрччен çӳрерĕм эпĕ
Пĕр сунарçă хĕрĕпе.
Шăпчăк юрă кĕвĕлерĕ,
Алă çупрĕ сар çăка.
«Тытса пар мана эс, — терĕ
Сар хĕр, — çавă шăпчăка.
Пултарсассăн — пулăп сан,
Унсăр — тусăм тесе ан чĕн».
Мĕн тăвас ман, калăрсам?..
Шăпчăк тарчĕ. Хĕр хурланчĕ.
3
Хырлăха юри эп тухрăм, —
Пĕр уçланкă хĕррипе
Утрăм — тутлă кĕтмел пухрăм
Эпĕ тимĕрç хĕрĕпе.
Вăл мана кулса каларĕ:
«Пĕр хĕртмесĕр тимĕре
Ни аваймăн, ни тăсаймăн, —
Çавăн пек ман чун-чĕре.
Пултарсассăн — пулăп сан,
Унсăр — тусăм тесе ан чĕн».
Эп каларăм: — нихăçан
Тимĕре хĕртсе курманччĕ,
Пархатарлă ку ĕç маншăн!