Çамрăк ĕмĕр хăвăрт иртрĕ
Йăлтăр! çиçнĕ çиçĕм пек.
Хуйхă тухрĕ чунăм витĕр
Вĕлле хурчĕн сăнни пек.
Пĕчченех халь тĕшĕлетĕп
Тахçанхи вăхăтсене,
Ма уйăрайман-ши тетĕп
Ыррине — усаллине.
Пĕтерет хĕр чух айванлăх,
Юратса юта шанни.
Халь кăна курнать пит лайăх
Хăш тĕлте хам йăнăшни.
Янаху çитсе пырсан та
Çыртаймастăн чавсуна.
Пĕр иртсе кайсан нихçан та
Тавăраймăн çав куна.