Çутă çăлтăр çӳле хăпарсассăн
Çук çыннăн ачисем тăраççĕ,
Çук çыннăн ачисем, ай, тăрсассăн
Куççульпеле питне çăваççĕ.
Куçульпеле питне çăваççĕ,
Çаннипелле пусса шăлаççĕ.
Ялкăш хĕвел çӳле хăпарсассăн
Пуянăн ачисем тăраççĕ.
Пуянăн ачисем те, ай, тăрсассăн
Шерпетпеле питне çăваççĕ.
Шерпетпеле питне çăваççĕ,
Кӳлистанпа пусса шăлаççĕ.
Çăлтăр анĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,
Çӳл тӳпере кăна тăрас çук.
Çуклăх иртĕ — вăхăт, ай, çитсессен,
Çук çынсем те шав пулас çук.
Çук çынсем те шав çук пулас çук,
Ĕмер-ĕмĕр йĕрсе пурăнас çук.
Хĕвел анĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,
Çӳл тӳпере кăна пурнас çук.
Мулĕ пĕтĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,
Пуянсен те шав мул пулас çук.
Пуянсен те шав мул пулас çук,
Чухăнсенчен ĕмĕр кулас çук.
Хура халăх тăрать кар карласа,
Тăвăл тухсан кайрĕ тăвăлса.
Хура халăх çинчен юр юрлатăп
Хура халăх тăрать карласа.
Хура халăх тăрать кар карласа,
Пуянсене çапса-çунтарса.