— Аннеçĕм, салам...
Пахчара кишĕр йăранне çумлакан шурă тутăрлă ватă хĕрарăм пуçне хăвăрт çĕклерĕ те йĕри-тавралла пăхкаларĕ: «Турăçăм, Ирина сасси-çке ку, нивушлĕ шутла-шутла аташа пуçларăм?» Куçĕ тĕлне никам та пулманшăн тарăхса хаш! сывларĕ кинеми. Хăлхана çеç тенчĕ пулĕ тесе вăраххăн пĕшкĕнчĕ те ĕçчен аллисемпе хăвăрт-хăварт çум курăкне çумлама тапратрĕ. Унăн чĕри канăçсăрланчĕ, пичĕ тĕксемленчĕ. Пуçĕнче вара палланă çывăх сасă янăрарĕ. Çав самантра Палаки кинемие такам пуçне çĕклесе пăхма хистерĕ тейĕн. Вăшт кăна тăчĕ те алăк еннелле çаврăнчĕ. Ак, тамаша, пусă тĕлĕнче Ирина кулкаласа тăра парать! Ура вăйĕ лăштăрах кайрĕ ватă хĕрарăмăн. Ӳкес мар тесе вăл туххăмрах çум курăк купи çине кайса ларчĕ.
— Аюк, аннеçĕм, сана çапла вăйлă хăратнине пĕлес пур, кунашкал хăтланман пулăттăм, — терĕ те Ирина икĕ аллине ик еннелле сарса чупса пычĕ, чи çывăх çыннине мĕнпур вăйран ыталаса илчĕ. «Сансăр çав тери тунсăхларăм, аннеçĕм, анне, каçар мана, эпĕ яланлăхах сан патна килтĕм», — пăшăлтатрĕ хĕр пĕр чарăнми. Нумай ларчĕç-и вĕсем çапла, сахал-и — вăхăт пĕр шелсĕр малалла чупрĕ. Çак самантра хĕвел те хăйĕн ылтăн пайăркисене çак икĕ çывăх чун çине нумайрах янă пек туйăнчĕ.
Тинех вĕсем куççулĕсене шăлса типĕтрĕç те васкамасăр пӳрте кĕчĕç. Куçĕсем савăнăçпа çиçрĕç çеç мар, çак икĕ мăшăр шăрçасенче темле çутă хĕлхем вылярĕ. Юрату хĕлхемĕ. Калаçмалли йăлтах малалла пулĕ, халĕ вара куç туллин юратса пĕр-пĕрин çине пăхрĕç. Ватă хĕрарăм тата çап-çамрăк хĕр. Икĕ çын, икĕ шăпа. Вĕсене пĕрлештерекенни — тăванлăх туйăмĕ, пĕр юн...
Пăлакипе унăн упăшки ялта ĕлĕк чи хитре мăшăрсенчен пĕри пулнă. Иккĕшĕ те ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе уйрăлса тăнă. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ мăшăрăн, шел пулин те, кĕçех уйрăлма тивет. Çук, çук, савма пăрахмаççĕ вĕсем, ытти мĕльюн совет çемйине пирĕн çĕр çине фашистла Германи тапăнса кĕни уйăрать. Хăрушă вăрçă пуçланать. Хуйхă минретнĕ Пăлакие хăйне алла илме упăшкинчен вăрçăран килнĕ пĕрремĕш çырăвĕ пулăшать. «Чăтсам, чунăм, ан кулян, эпир çĕнтеретпĕрех», — тесе вĕçленĕ Петĕр хăйĕн çырăвне. Юратнă упăшки патне Пăлаки хăй йывăр çын пулни çинчен çырса ярать. «Чăтăмсăррăн кĕтетпĕр сире, салтаксем», — тет.
Вăрçă суранĕ тăвар сапнă евĕр çĕнĕрен те çĕнĕ вăйпа ыратать пулсан та Пăлаки ытти паттăр хĕрарăмсем пек чăтать. Нумай хурлăх курма тивет унăн: амăшĕ йывăр чирлесе вилет, ашшĕ вăрçăра çухални çинчен хут илет, ывăл çуратнă хыççăн хăй те вилĕмпе куçа-куçăн тăрать. Апла пулин те çамрăк хĕрарăм чире çĕнтеретех. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк Петĕре инкекпе хуйхă-суйхăран сыхласа хăварас вăйлă туйăм Пăлакие ура çине тăма пулăшать. Тыл çирĕп пулманнине те ăнланать вăл, ырми-канми ĕçлет, пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать. Тепĕр чухне, чунĕ кӳтсе çитсен, пĕчĕк ывăлне ыталаса макăрать те татах çаннине тавăрса ĕçлеме тытăнать. Çапла, вăрçă ытла хăрушă пулăм. Тăватă çул хушшинче чăп-чăмăр Пăлакирен ырхан та типшĕм, нумай хура-шур курма ĕлкĕрнĕ, сăнран тĕксĕмленнĕ хĕрарăм пулса тăрать.
Вăрçă пĕтсен ултă уйăхран тин упăшки киле таврăнать. Пăлаки халĕ те астăвать-ха çав куна. Унашкал саманта манма çук. Урамра сивĕ çанталăк, пылчăк, кассăн-кассăн йĕпе юр çăвать. Çамрăк хĕрарăм кил картинче выльăх пăхать. Сасартăк калинкке уçăлчĕ те шала арçын кĕрсе тăчĕ. Пĕр самант вĕсем куçа-куçăн тăчĕç, унтан кăшкăрса макăрса пĕр-пĕрин ытамне ыткăнчĕç. Суранĕсем нумай пулин те Пăлаки упăшкине кĕтсе илчех вăрçăран. Петĕр арăмĕпе ывăлне ыталаса темĕнччен пĕчĕк ача пек ĕсĕклесе макăрчĕ. Юрату та, савăнăç та палăрчĕç унăн ĕсĕклевĕнче.
Тепĕр кунран çак çуртра çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Инкек-синкек те, телее те вĕсем малашне çурмаран пайларĕç. Тепĕртакран Федоровсен çемйинче, умлăн-хыçлăн, икĕ хĕрача çуралчĕ. «Амăшне пулăшакансем пулĕç», — тесе хĕпĕртенĕччĕ ун чух Петĕр арăмĕн телейпе тулнă куçĕсене пăхса.
Вăхăт пĕр шелсĕр малаллах шурĕ. Пăртак вăй илсен Петĕрпе Пăлаки çĕнĕ йывăç çурт лартрĕç. Ял-йыш вĕсене çак илемлĕ йăвана çавăрма чылай пулăшрĕ. Пӳрт йĕри-тавра симĕс сад пахчи çавăрчĕç. Çуркунне туй пĕркенчĕкĕ айĕнче ларнă улмуççисемпе чие, слива йывăççисем çăвĕпех тутлă та шерпетлĕ çимĕç паратчĕç. Колхозра та, кил хушшинче те питĕ ĕçчен, тирпейлĕ мăшăр ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх шутланнă. Амăшне вĕсем «аннеçĕм» тесе чĕннĕ, ашшĕне ырă та уçă кăмăлĕшĕн хисепленĕ. Хуть те мĕнле кăткăс ыйтăва та çак çемьере лăпкă, тĕрĕс-тĕкел татса пама тăрăшнă. Пĕр-пĕрне ас-тумасăр кӳрентерчĕç пулсан хăвăртрах каçару ыйтма васканă. Çакнашкал хитре çемье пулнă Федоровсен. Шел пулин те, çулсерен вĕсен йышĕ сахалланса пынă. Ачисем пĕрин хыççăн тепри çывăхри хулана кайса вĕренме кĕнĕ. Кермен пек хăтлă çуртра Петĕрпе Пăлаки иккĕшĕ çеç тăрса юлнă. Мĕнех тăвăн, çакă ĕнтĕ вăл пурнăç тени. Пĕрисем ватăлаççĕ. Çамрăксен вара çак кăткăс тĕнчере хăйсен вырăнне тупмалла.
Ахальтен-им атте-аннесем хăйсен тĕпренчĕкĕсем йĕркеллĕ çынсем пулччăр тесе ирĕн те каçăн çӳлти Турра тархаслаççĕ, сăваплăх ыйтаççĕ.
Турă кӳрентермерĕ Федоровсене. Виçĕ ачи те хăйсене килĕшекен специальноçсем туянчĕç. Умлăн-хыçлăн аллисене диплом илчĕç. Инженер, экономист тата тухтăр. Çемьеленчĕç. Кашниех хăйĕн çемйипе хулара пурăнма пуçларĕ.
Пăлаки аппапа Петĕр пичче чун-чĕререн ачисемшĕн савăнчĕç пулин те, шалта темĕскер канăç памарĕ вĕсене. Ăçтан кăпăр-капăр лăпланăн-ха, халĕ вĕсен килĕнче ача кулли пачах та сисĕнмест. Тепĕр чухне, иккĕшĕн калаçмалли пĕтсе çитсен, çуртра хăрушла тăнăçлăх тăрать, ниçта пĕр сас-чӳ çук. Хăш-пĕр çынна кунашкал лăпкă лару-тăру савăнтарнă çеç пулĕччĕ. Федоровсене вара ывăнтарать. Хăнăхман. Мĕн каласси, килте çамрăк çын пулсан ху та шухăланнă пек туйăнать.
Пăлаки паян хĕвелпе пĕрлех тăнă. Ĕнене кĕтĕве хăваланă хыççăн пахчара пăртак ĕçлерĕ те килне апат пĕçерме тесе кĕчĕ. Мĕнпур çурта сарăлнă тутлă шаркку шăршине туйса-ши е ыйхи тăраннăран часах Петĕр те вăранчĕ. Тутлăн карăнса кĕчĕ те вăл пӳлĕме: «Ирех çиес килет, эппин, пурăнатпăр-ха», — терĕ арăмĕ çине куç туллин юратса пăхса. Вăрçă суранĕсем куллен аса илтерсех тăраççĕ пулин те, Петĕр пичче малалла пурăнас шанчăка çухатмасть. Çынсемпе те чĕререн тухакан сăмахсемпе калаçать. Уçă кăмăлĕшĕн хисеплет ăна кӳршĕ-аршă.
Пăлаки упăшкине шаркку антарса пачĕ те хура чей тума тесе тĕпелелле кĕчĕ. «Пăлаки, илтетĕн-и, Пăлаки, çĕркаç тĕлĕкре Нинука курнă, — терĕ Петĕр çиме чарăнсах. — Атте, мана кушак тирĕнчен тăлăп çĕлесе пар-ха, упăшкана килĕшмесен анне валли яла парса ярăп тет; интереслĕ мĕне пĕлтерет-ши ман тĕлĕк?» (Нинук — вĕсен кĕçĕн хĕрĕ, кĕç-вĕç анне пулмаллискер, качча кайни пĕр çул çеç çитет-ха, упăшки кӳршĕ ялсемех.)
«Темĕн çав, лайăха çеç пултăр ĕнтĕ, хĕрĕмĕн çуратма та вăхăт çитсе пырать пуль, — терĕ Пăлаки тарăннăн сывласа, — мăнукăм çак тĕнчене çирĕп те паттăр килтĕр, сывлăхĕ пулсан ыттине пурнăç хăех майлаштарать».
Вăхăт каç енне сулăннă. Ун патнелле почта валеçекен килнине Петĕр инçетренех курчĕ. Тăкăрлăкра курăк çулакан арçынăн чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ. Паян курнă тĕлĕк канăçсăрлантарать ăна. Ырă хыпар çеç пултăрччĕ.
«Хĕр çуралчĕ, Нина», — тенĕ телеграммăра. Киле пысăк савăнăç илсе килекен Çтаппана хăна тумасăр кăларса ямарĕçех Федоровсем. Каçхине тахçанччен Нинăшăн, мăнукĕшĕн хĕпĕртесе калаçса выртрĕç Петĕрпе Пăлаки. Пиллĕкмĕш мăнук парнелерĕ вĕсене пурнăç. Çапла вăхăт хăйĕннех тăвать, ватăсене ватăлтарасшăн. Мăнуксем пурри асатте-асаннесене çамрăклатать çеç. Нумай кирлĕ-им çынна телейлĕ тумашкăн? Ачисен йăлтах йĕркеллĕ пулсан вĕсен чун-чĕринче лăпкă. Федоровсем пĕр эрне çунатланса пурăнаççĕ. Çитес вăхăтра хулана ача яшки çитерме каясшăн. Петĕр автобус çӳремелли йĕркене кайса пăхса килчĕ. Пăлаки кӳршĕ хĕрарăмĕпе сăмах татрĕ. Татьянăпа килĕштереççĕ вĕсем. Кирлĕ вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ĕне суса выльăхсене апат пама пулчĕ кӳрши, эппин, çулталăкне пĕрре хăнана кайса килме юрать пуль. Икĕ кунран нумай тăраяс çук. Хуллен пуçтарăнса пĕтрĕç. Çу, аш-какай, хăйма, çăкăр, кукăльсем — сумкăна çурса ярас пек туртса тăраççĕ. Кучченеçсĕр мĕнле-ха? Пĕчĕк мăнукĕ патне хăнана каяççĕ-çке.
Кĕтнĕ кун та çитрĕ. Çанталăкĕ те Федоровсемпе пĕрле савăнать тейĕн. Илемлĕ уяр кун парнелерĕ вăл вăрăм çула тухакансене. Хĕвелĕ хитре хĕр евĕр çиçсе çеç тăрать. Лĕм! çил те çук. Пăлаки Татьянăна хăвăрт-хăвăрт темĕскер калать. Мĕн-мĕн тумаллине тепĕр хут ăнлантарать пулмалла. Хăнăхман çав ял çынни çуртне питĕрсе тухса кайма. Хуçалăхĕ пысăк-çке.
Йывăр сумкăсене йăтса Петĕрпе Пăлаки çул хĕррине автобус чарăнакан вырăна тухрĕç. Вĕсен ялĕ тĕлне çитсен малалла каймасть вăл, хула енне çаврăнать. Автобусĕ хăйне нумай кĕттермерĕ. Сип-симĕс хирпе сарă «Икарус» килни инçетрен курăнсанах Пăлакин чĕри теме сиснĕ евĕр тапăртатса тапма пуçларĕ. Кăкăртан тухса тарать тейĕн. Ума çитсе чарăннă автобусăн сарлака алăкĕсем уçăлчĕç те чи малтан çынсем умне пĕчĕк ача йăтнă хĕрарăм тухрĕ. «Нина? Нина-çке ку?» — вĕлтлетрĕ Пăлакин пуçĕнче. Ватăсем иккĕшĕ те пĕр харас палласа илчĕç кĕçĕн хĕрне. Анчах Нинăна мĕн хистерĕ-ши икĕ эрнери хĕрĕпе çула тухмашкăн? Ачи ытла та пĕчĕк-çке. Çынсем хушшинче амăшĕпе ашшĕне асăрхасан çамрăк та ырханкка хĕрарăм пер самантлăха хытса кайнă пек тăчĕ.
«Эпĕ килтĕм», — теме çеç пултарчĕ. «Аюк, эпир, ара, ача тяппине çума пыма тухнă çынсем-ха», — терĕ хĕрĕн аллинчи пепкене хăй патне илсе ĕлкĕрнĕ амăшĕ. — Хăвăр çитни тата аванрах ватăсемшĕн, автобуспа силленсе каясси — чĕр нуша».
Тăвансем виççĕшĕ те аслă çулпа ялалла утрĕç. Пăлаки аппа чĕнтĕрлĕ шурă виткĕçпе чĕркенĕ пепкен илемĕпе пĕр тĕлĕнсе, пĕр мухтанса пычĕ. Пĕчĕк Ирина (амăшĕ çакнашкал ят панă иккен ăна) тутине кĕл чечекĕ евĕр пухса хунă. Каçăр сăмси унăн тӳмерен кăшт çеç пысăкрах пуль. Тутлăн çывăрать, вăхăт-вăхăтпа çеç кулса илет. Тĕлĕксенче пирĕштисене курать пулмалла. Ытла та хитре вăл — ним айăпсăр, çылăхсăр таса чун.
Часах вĕсем килĕ тĕлне çитрĕç. Нина чун капланăвне тытса чараймасăр сад пахчинелле чупса кĕрсе кайрĕ. Унăн мăшăр куçĕ шывланнăччĕ ĕнтĕ, куççуль тумламĕсем хĕвел çийĕнче икĕ телейсĕр çăлтăр евĕр йăлтăртатрĕç.
Нина чунне пусарма яланхи пекех хăйĕн юратнă пилеш йывăççи патне чупса пычĕ. Ун çине тархасланă евĕр йăлăнса пăхрĕ. Мĕн чухлĕ ырату палăрчĕ куçĕнче. Тепĕртакран çамрăк хĕрарăм кăшкăрсах макăрма пуçларĕ. Çывăхне юратнă çынни пырса тăнине сисмерĕ те вăл. Амăшĕн ачаш та çепĕç аллине хăйĕн хул пуççийĕ çинче туйсан çеç ун енне çаврăнчĕ. Куççуль капланăвне тăруках чараймарĕ вăл.
— Аннеçĕм, мĕншĕн, мĕншĕн? — чи кирлĕ сăмахне ниепле те калаймарĕ Нина.
— Хĕрĕм, лăплан-ха, çав териех хурланса макăрма мĕн хистет сана? Ачу, тавах Турра, тĕрĕс-тĕкел, хитре çывăрать, — терĕ амăшĕ хĕрне пĕчĕккĕ чухнехи пек çупăрласа. — Ну, çитĕ, унашкалах ан хуçăл, чи хакли хăвăр сывă пулни. Ыттине майлаштарма пулĕ.
Амăшĕн юлашки сăмахĕсем хĕрне лăплантарчĕç пулас. Вăл хуллен пуçне çĕклерĕ, куççульне ал тутрипе шăлса типĕтрĕ.
— Анне, эпир Сашăпа уйрăлатпăр, — терĕ Нина туйăмне хытарса.— Вăл çамрăк студенткăпа çыхланса кайнă иккен, ача çуралсан курман та, илме те пымарĕ. «Нимĕнле хĕрача та кирлĕ мар мана, эпĕ хам та çамрăк-ха, авланнă çав айванла, вĕрентекен-тăвакан пулман», — терĕ вăл пире пульницаран киле килсен. Чăматанне çĕклесех тухса кайрĕ. Эпĕ чăтаймарăм, анне, Саша ман ачан ашшĕ пулин те, ылхантăм ăна, никампа та телейлĕ пулаймăн, ватлăх кунăнта «аттеçĕм» теекен пулмĕ сана, путсĕр терĕм. Вăл ман çине çилленсе пăхса илчĕ те хăвăрттăн алăка хупрĕ. Мĕнле вăйлă юрататăп пулсан та ĕмĕрне каçармăп ăна. Анне, мĕн тери чунсăр çын вăл, хăйĕн ачи çине пĕрре те пырса пăхмарĕ, хĕрĕ вара хăйĕн сăнлă.
Нинăн чунĕ кӳтсе çитрĕ. Вăл чăтаймасăр ĕсĕклесе йĕме пуçларĕ.
Пăлаки аппа малтан хытса кайнă пек тăчĕ. Унăн пуçĕнче шурă пĕркенчĕк айĕнче ларакан хĕрпе хура костюм тăхăннă илемлĕ кĕрĕвĕн хаваслă сăнĕсем, телейлĕ куçĕсем, пĕр-пĕрин çине куç туллин, юратса пăхни, чуп туни, пĕр вĕçĕмсĕр алăран тытăнса ларни мĕлтлетрĕ.
Ăçта çав вăхăт? Çулталăк çеç уйăрса тăрать-çке туй кунне. Мĕн чухлĕ чупмарĕ пуль Саша Нина хыççăн? Мĕншĕн? Çулталăкран аллинчи пĕчĕк ачипе пĕр-пĕччене тăратса, ĕмĕрлĕхе хĕрĕмĕн чунне суранлатса хăварма-и? Мĕн тери пархатарсăр çын иккен вăл.
— Нина, хĕрĕм, ан макăр, çак çын сан куççуле тăмасть. Ман эс ăна. Ĕçĕ пур сан, пӳлĕмĕ пур. Пĕлетĕп, кăкăр ачипе пĕччен çĕнĕ пурнăç пуçлама йывăр. Иринăна аçупа хамăр пăхса парăпăр. Йăлтах йĕркеленсе кайсан илсе кайăн, — терĕ те Пăлаки хаш! сывларĕ. Чун-чĕререн кĕçĕн хĕрне пулăшса ырă тăвас килчĕ унăн. Нина ним калама пĕлмерĕ. Унтан амăшне мĕнпур вăйран ыталаса илчĕ те тахçанччен ямасăр тăчĕ...
Çав кунтанпа çирĕм çул иртрĕ. Ирина çитĕнсе çитнĕ хĕр ĕнтĕ. Хулара университетра учителе вĕренет. Сăнĕ-пичĕпе уçăлнă çеç чечен чечек пек. Кăн-кăвак куçлă, пĕчĕк сăмсаллă. Тути вара пиçсе çитнĕ чие çырли тейĕн, хĕп-хĕрлĕ. Халĕ те кĕл чечек евĕр пуçтарăнса тăрать. Пĕвĕпе çӳллех мар, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ. Калаçма та çепĕççĕн калаçать. Факультетра чи пултаруллисен шутĕнче, гитарăпа вылять, хитре юрлать, аван вĕренет...
Пăлаки аппа ватă ĕнтĕ. Пĕлтĕр тăванĕсем пуçтарăнса унăн çитмĕл çулхи юбилейне паллă турĕç. Хуллен çӳрет-ха, чирлекелет пулин те, çулсем хăйĕннех тăваççĕ. Иртен тытăнса каçчен унăн ури уринчен иртми пулать. Çитменнине пĕччен. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе 10 çул çитрĕ. Иринăна çав тери юрататчĕ вăл. Мĕнпур вăйне-халне уншăн паратчĕ. Кукашшĕ çеç-и? Çак ырă кăмăллă вашават хĕре ялти мĕнпур çын хисеплет. Чи малтанах — çынсемпе таса та çепĕç чунлă пулнишĕн, чĕкеç чĕлхишĕн.
Пăлакие вăл «кукамай» мар, «анне» тесе чĕнет. Тăван амăшне «мама» тет. Амăшĕшĕн, ялти ватă Пăлакишĕн, тем тума та хатĕр пике.
Икĕ эрнери пĕчĕк пепкене амăшĕнчен илсе юлсан мĕнле пăхăп-ши, вăй та халь çамрăк чухнехи мар тесе шутланăччĕ. «Куç хăрать те ал тăвать» тесе ватăсем ахальтен каламан ĕнтĕ. Çул хыççăн çул иртрĕ, тавах Турра, Ирина пĕрре те чирлесе тарăхтармарĕ. Шкулта та йĕркеллĕ вĕренчĕ. Нина малтан хĕрĕ патне тăтăшах килсе тăратчĕ. Кайран çемьеленчĕ, тепĕр хĕр çуратрĕ. Иринăна Пăлаки аппа парса ямарĕ. Нина та çине тăмарĕ, унăн халь урăх çемье.
— Эпир çӳрейми пулсан пире шыв илсе килсе паракан пулĕ, — терĕ Пăлаки. Хăйсем çуратнă ачисене те икĕ ватă çакнашкал вăйлă туйăмпа юратман пулĕ. Иринăшăн та вĕсем çав тери хаклă.
Кашни шăматкунах хĕр яла васкать. Амăшне курас килет унăн тата ĕçĕ те нумай пуçтарăнать. Ĕçе ăна кукамăшĕ ачаранах хăнăхтарнă. Хăйĕн пекех тирпейлĕ пулма вĕрентнĕ. Чăнах та, пысăк хуçалăхра ĕçĕ те пайтах. Ăна тумалла, кăна вĕçлемелле. Сисместĕн те — каç пулать. Çавăнпа та ватăлса вăйсăрланса пыракан Пăлаки кинемишĕн Ирина таврăнни пит аван. Ку е вăл ĕç сиксе тухса килме май пулайман кунсенче ватă хĕрарăм туяланса тахçанччен аслă çул çине пăхса тăрать. Тунсăхлать те вăл мăнукĕшĕн. Вăхăт-вăхăт пушă пӳрте кĕрес килми пулать. Икĕ çултан Ирина университетран учитель пулса тухать. Ватă çыннăн чи пысăк ĕмĕчĕ мăнукне яла пурăнма илсе килсе çурта хуçаллă туса хăварасси. Мĕн тери сад пахчи, хăтлă çурт. Мĕншĕн тăрăшнă пулать вĕсем мăшăрĕпе ĕмĕр тăршшĕпе, енчен те çурта хупса яланлăхах леш тĕнчене тухса кайма тӳр килет пулсан?
Пăлаки хĕрĕ яла килсен кашнинчех юлташĕсем çинчен ыйтса пĕлетчĕ, Ирина хăйсен ял каччипе Сашăпа пĕр чĕлхе тупасса шанатчĕ вăл. Апла пулин те каччă çак илемлĕ хĕре хăй майлă çавăраймарĕ. Лăпкă, сăнран чипер пулсан та Ирина ăна юратма пултараймарĕ. «Чĕрене хушма çук», — тетчĕ çеç. Ытти пин-пин хĕр пек хăйне пӳрнĕ асамлă принца тĕл пуласса шанчĕ. Никампа та çывăх паллашмарĕ. Пустуй вăхăт ирттерсе çӳресе каччăн чĕрине амантакан хĕр мар вăл.
Пĕррехинче шăматкун пӳлĕмре пĕрле пурăнакан хĕр-тантăшĕ ăна çуралнă кунне уявлама хăйсен ялне илсе кайрĕ. Çак савăнăçлă уяв каçĕ Иринăн пурнăçне тĕппипех улăштарма пултарасса кам шутланă?
Иринăпа Галя килне кĕнĕ-кĕмен тутлă апат-çимĕç пĕçерме тытăнчĕç. Акă илемлĕ торт та хатĕр. Хăнасем килмелли çеç юлнă. Хĕрсем иккĕшĕ те питĕ капăр тумланчĕç. Мăшăр куçĕсем çиçсе çеç тăраççĕ. Тинех алăк уçăлчĕ те пӳлĕме яшсемпе пикесем кĕрсе тăчĕç. Хăй сисмесĕрех Иринăн куçĕ ушкăнри пĕр паттăр каччăн куçĕпе тĕл пулчĕ. Шалта темĕскер пĕçерсе кайнă пек туйăнчĕ хĕре. Тинех акă çамрăксене паллаштарчĕç. Сергей — Гальăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ, офицер. Таджикистан Республикинче çарта тăрать, паян çеç черетлĕ отпуска килсе çитнĕ. Çак çамрăк каччă йăмăкĕн юлташĕ çинчен пĕрре те куçне илмерĕ. Кунашкал йăлтăркка чăмăр куçа ĕмĕр тăршшĕпех шыранă пек туйăнчĕ ăна. Анчах Ирина унăн çывăх юлташĕ пулма килĕшĕ-и? «Чиперккесем илемлĕ яшсене çеç юратаççĕ пуль», — шутларĕ вăл. Сергей пичĕ-куçĕпе ытти арçынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çан-çурăмĕпе вара юмахри Улăп паттăр, сарлака хул пуççиллĕ, тĕреклĕ çамрăк. Ирина та ун чух Сергей çине вăтансах пăха-пăха илчĕ.
Паллашнă кунран пуçласа Иринăпа Сережа пĕр-пĕрне савакан телейлĕ çамрăксем. Икĕ шурă кăвакарчăн тейĕн. Каччă тепре канма килсен вĕсем яла пĕрле кайрĕç. Хĕрĕн тусне Пăлаки кинеми аван йышăнчĕ. Мĕнле калаçнине, тыткаланине сăнарĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Сергей килĕшрĕ ăна. «Сăпайлă, маттур чăваш йĕкĕчĕ, пĕр-пĕрин валли çуралнă тейĕн», — шутларĕ вăл шăкăл-шăкăл калаçакан илемлĕ мăшăр çине пĕр киленсе, пĕр юратса пăхса. Хăйĕн чунĕнче вара каччи çак ялсем пулманнишĕн кулянчĕ. Çав-çавах Иринăпа Сергей ун патне килсе пурăнасса шанчĕ вăл.
— Аннеçĕм, эпĕ кĕçех вĕренсе пĕтеретĕп, Сергей Таджикистанран çывăхарах килет, — пуçларĕ хăй сăмахне амăшĕ енне çаврăнма ĕлкĕрнĕ хĕр. — Çитес çулла эсир хирĕç мар пулсан пирĕн хамăр шăпасене туй туса пĕрлештерес кăмăл пур. Туй хыççăнах вара инçетри хулана куçса каяс тетпĕр. Сережа çартах юласшăн...
Пăлаки çак сăмахсене илтсен тăнсăр пулса кайнă пек ларчĕ. «Турăçăм, мана пăрахса каяççĕ, эпĕ кирлĕ мар хĕрĕме». Пăлаки кинеми сăнран шурса кайрĕ. «Хал пĕтрĕ», — текелесе çамрăксемпе сыв пуллашмасăрах хăйĕн пӳлĕмне кайса выртрĕ. «Пĕртен-пĕр шанчăкăм та манран ватлăх кунăмра пăрăнчĕ, — вĕçĕмсĕр шутларĕ вăл. — Мĕншĕн мĕншĕн?..»
Вăхăт пĕр вĕçĕмсĕр малалла шурĕ. Университетран Ирина чиперех вĕренсе тухрĕ. Аллине пысăк пĕлтерĕшлĕ документ — диплом илчĕ. Çак савăнăçа çав териех амăшĕпе пайлас килчĕ пулсан та яла кайма васкамарĕ-ха хĕр. Çула тухма темĕскер чарса тăчĕ. Ялта, Сережăпа кайса килнĕ хыççăн, пĕр хутчен çеç пулнăччĕ вăл. Амăшĕ ăна çиллес кĕтсе илни, юрăхлă калаçманни, сăмахсене пăт-пат татни тĕлĕнтерчĕ. Ун чухне вĕсем пĕр-пĕрне пачах та ăнланмарĕç. Çакăн сăлтавне хĕр урăх çĕрте шырарĕ. Амăшĕн хăтланăвĕ самантлăха та канăç памарĕ ăна. Çывăх çыннине мĕн тери курас килсен те мăн кăмăллăх туйăмне хăйĕн ăшĕнчен кăларса пăрахаймарĕ. Амăшĕ ăна пĕр сăлтавсăрах çилленĕ пек туйăнчĕ.
Халĕ Ирина хулара «мамăшĕ» патĕнче пурăнать. Чун савнине тинех кĕтсе илчĕ. Сережа ăна, пĕчĕкскере, пур вăйран ыталаса илсен, хĕр туйăмсен капланăвне тытса чарайманран йĕрсе ячĕ. Çепĕççĕн йăпатрĕ ăна юратнă çынни. Чĕри кӳтсе çитнипе Ирина тата тахçанччен нăшăклатрĕ.
Савнийĕ тĕрĕс-тĕкел таврăнни, вăл яланхиллех шӳтлесе хавхалануллăн калаçни хĕре çунат хуштарчĕ. Шăпах çакă пурнăç çине урăхларах куçсемпе пăхма хистерĕ. Ватă амăшĕ çинчен Ирина ниепле те манма пултараймарĕ. Ăнланчĕ вăл, мĕнле йывăр пулсан та, тĕнчери чи çывăх икĕ çынран пĕрне çеç суйласа илмелле. Урăхла май çук. Пĕлет Ирина: Сергейсăр вăл пăр çине ӳксе аманнă телейсĕр кайăк пек, тăлăх турат пек. Анчах ăçтан-ха авлансан каччă хĕрсен ялне пурăнма куçтăр? Кунашкал пулăм кӳршĕ ялсенче те сайра. Тата Сергей çар ĕçĕнчен пăрăнас та çук. Мĕн тумалла? Тем тесен те хăйĕнпе калаçса пăхмаллах. Турă çырнинчен иртме çук тата шăпа тенине сан валли çуралсанах сăмсу çине паллă тунă теççĕ те.
Сергей Иринăна шăп-шăпăрт итлесе ларчĕ.
— Сансăр эпĕ пурăнаймастăп, чунăм, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне пике, — анчах хама ӳстернĕ, вĕрентсе кăларнă, юратнă аннеçĕме пĕччене пăрахса хăвараймастăп. Эпĕ кирлĕ ăна. Каçар мана, Сережа.
Ирина куççульне пытараймарĕ. Каччине куçĕнчен пăхма вăтанчĕ. Çак самантра савнийĕ ăна пăрахса хăварассăн туйăнчĕ. Мĕнпур вăйран кăшкăрса йĕрес килчĕ унăн.
— Пĕчĕкренех ял пурнăçне килĕштеретĕп, мĕншĕн хамăн вăя ял хуçалăхĕнче виçсе пăхас мар, — терĕ те Сергей сасартăк хĕрĕн куçĕнчен ăшшăн-ăшшăн пăхрĕ. Ирина, калаçăвăн вĕçĕ çакăн пек пуласса кĕтменскер, савăннипе ним калама пĕлмерĕ. Вĕсем хĕрӳллĕн ыталанса илсе пĕр-пĕрне тахçанчченех ямасăр тăчĕç.
Çӳллĕ туйăм çĕнтерчех. Ĕмĕр тăршшĕпех вĕсем çак сарлака пурнăç çулĕпе пĕрле утĕç. Чăннипех те юратаççĕ Иринăпа Сергей пĕр-пĕрне. Вĕсен чĕрисенче чăн-чăн юрату кăварĕ вĕлкĕшет.
Тепĕр кунах йĕкĕт тăван ялне çĕнĕ хыпар пĕлтерме кайрĕ. Пĕлет вăл: Иринăпа çеç унăн пурнăçĕ тулли те илемлĕ пулĕ. Камсен ялĕнче пурăнни вара иккĕмĕш вырăнта çеç тăрать. Пĕр-пĕринсĕр пурăнаймасса чунтан ăнланаççĕ вĕсем. Тепĕр эрнере йĕкĕт Иринăсен ялне пурăнмаллах пырĕ. Телейлĕ Ирина ăна амăшĕпе пĕрле кĕтсе илĕ.
Паян Ирина пуринчен те телейли. Ир-ирех япалисене пуçтарчĕ те çемйипе сыв пуллашса автобуссем чарăнакан вырăна уттарчĕ. Унăн савăнăçпа тулнă чунĕ хыттăн кăшкăрса юрлать: анне патне — яла. Хĕр тăван ялне яланлăхах каять. Амăшĕн пехилĕсĕр телейлĕ пулаймасса пĕлет вăл. Тата чун савнийĕ те вĕсен ялне пыма килĕшрĕ. Вăл пырсанах икĕ çамрăк туй туса пĕрлешĕ.
Чăматан йăтнă хĕр сарлака çулпа ялалла кĕрет. Тăван тавралăх илемĕ ăна çак самантра вăйлăран та вăйлăрах тыткăнланă пек туйăнать. Çанталăкĕ те унпа пĕр шухăшлă тейĕн — ял çине хăйĕн мĕнпур ăшшине ярса йăл-йăл кулса пăхать. Çут тĕнче те ун майлă пулни савăнтарать пикене. Амăшĕ каçарасса халĕ чăнах та шанать вăл.