Лапка-лапка çăвать тасалăх
Вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса,
Илем пулмалăх, савăнмалăх
Парне пулса, çӳлтен анса.
Епле асамлă-çке шăплăх.
Çăтмах кĕввийĕ — Турăран.
Кашни лапкам — шуралнă чăнлăх,
Пире упрасшăн усалран.
Çӳле пăхатăн та, куратăн, —
Юр пĕрчисем чĕнеç, сăна.
«Çунатăм çук», — тесе тăраймăн,
Хăватлăхне парсан сана.
Вĕçсен-вĕçсен çакна туятăн —
Тăрасшăн пек пĕр вырăнтах,
Анчах чунупала чупатăн,
Пĕлмешкĕн чăнлăх ытларах.
Чун туртăмĕпех çӳле васкасшăн,
Тахçан-тăр пулнă пек унта.
Хурав тупма ăсра çутасшăн,
Тартса сĕм тĕттĕме, çурта.
Чупсан-чупсан, кăшт лăплансассăн,
Çул уттине аса илсе,
Çут чăнлăха сывлатăн ассăн,
Тĕрĕслĕхе куран пиçсе.
Тĕрĕслĕхе туйма ăс-тăнлăх
Хăват тупайĕ нушара.
Ун тĕввине салтма асамлăх
Шырасчĕ тĕрĕс шухăшра.
«Этеплĕхĕн пулсассăн чунĕ
Упра нушаллă чăнлăха», —
Çак шăплăхра хăват сассийĕ
Астутарасшăн çынлăха.