Халăх юрри тăрăх
Пирĕн аттен çич ывăл,
Çиччĕшĕ те пит хастар:
Нихçан шывра путас çук,
Нихçан вутра çунас çук.
Пирĕн аннен çичĕ хĕр,
Çиччĕшĕ те пит хастар:
Нихçан ята ярас çук,
Нихçан намăс курас çук.
Пирĕн аттен çич ывăл,
Çиччĕшин — çичшер çунат.
Кашни çунат çийĕнчех
Хĕрлĕ çăлтăр ялтăрать.
Пирĕн аннен çичĕ хĕр,
Çиччĕшин — çич парашют.
Çӳл тӳпене çĕкленсен,
Сехри хăпать çĕленсен.
Пирĕн аттен çич ывăл,
Çич çĕр çăхан çулăхсан, —
Çичĕ авăк хушшинче
Пĕтĕ çичĕ çĕр çăхан.
Пирĕн аннен çичĕ хĕр,
Курăнсассăн çичĕ ют, —
Çичĕ юта çунтарма
Çиçĕ çичĕ парашют.