Тăван тавралăх умĕнче эпир —
мăн парăмлă çынсем. Сума сăватăп
ăна упракана. Выртса тăнлатăп:
мĕн калаçать вăрман, çаран, уй-хир?
Итлетĕп эп асамлă çутçанталăк
ача чĕлхипеле пупленине.
Ăна поэзи тейĕп те хăвалăп
хамран эп сӳрĕк шухăш пĕлĕтне.
Ан тив, эппин, çӳç-пуç та кăвакартăр:
ман сăвăсен янравлăхĕ пĕрех
çăлкуçăн уçă сассине хăвартăр
çын чĕрине ялан, ĕмĕрлĕхех.
Хисеп те чыс тăван тавралăха,
çĕр ĕçĕпе сăн илнĕ халăха.