...Çук! Килĕшеймĕп ĕмĕрне!
Мĕнле ан пултăр-ха манпа
Çак хыр, улатакка е чĕмсĕр
Çак чĕрĕ, е çĕрĕшĕн
Кив çулçă айĕнчи кăмпа?
Пур чĕрĕ чун — ман тус вăл ĕмĕр!
Çак чарлана та курмăп-и,
Хупланĕ-и çак ким вĕçни
Хумхантарса çак Атăла?
Пĕлетĕп: Гамлетăн шăпи
«Пулатăп-и е çук?» — тени
Халь «çук» тесе вăл татăлать,
Çапах... çапах та ман пуласчĕ,
Май пур пулсан -
кунтах юласчĕ!