Поэзишĕн тип йĕркесем кичем-тĕр:
Романтика сахалтарах-и, тен?
Чăн пурнăçа савса та шĕкĕлчентĕр
Сăмахăм ман — эп çĕр çинчи этем.
Романтика! Сан илĕртӳллĕ, тĕпсĕр,
янравлă та пăлхавлă тӳпӳнте
вĕçекенсем хăш чух юлаççĕ тĕксĕр —
нумайăшпе пуплетĕн эс тӳнтер.
Килте усранă çуллă, самăр хурăн
çуначĕ пур та — вĕçеймест инçе.
Ун шăпине ăмсанмăп эпĕ: курăн —
ман шухăшлавăн урăхла виçе.
Романтика! Сан сывлăшна пĕрех
ӳпке туллия сывласчĕ чиперех.