Туй сикет клубра каç кӳлем.
Янтратать пур кассене.
Кам юрламĕ хĕпĕртӳллĕн?
Кам ташламĕ ташшине?
Саламлаççĕ пит хĕрӳллĕн
Ыр сунса çĕн мăшăра.
Председатель хăй, Яруллин,
Пысăк шифоньер парать.
«Фермăран парне илсемĕр. —
Зоотехник саламлать. —
Ывăл-хĕр нумай ӳстерĕр», —
Кĕç ача кӳми лартать.
Кĕпе-йĕм е чашкă-тиркĕ —
Памарĕç пуль мĕн кăна?
Парнесем хыт савăнтарчĕç
Шоферпа дояркăна.
Туйĕ-шуйĕ иртрĕ шавлăн...
Эрнерен çапла пĕрре
Çамрăк упăшка васкавлăн
Ĕç укçи илме кĕрет.
«Параймастăп, — тет кассирĕ, —
Хăвăнтан халь тытмалла».
«Мĕншĕн? Мĕншĕн?». — çамрăк ыйтрĕ.
«Туй парнишĕн. Ху чухла».