Кăвак шуçăм кĕрет кантăкран
Ял та вăранать ыйхăран.
Пурăнан çын хăй вăл çут хĕвел
Хĕвелпе ир тăрать пĕрешкел.
Тăсăлать Шурча ялĕн хушши
Муркаш шывĕ пайлать ик енне.
Шартлатать ав кĕтӳçĕн пушши
Кĕтĕве пуçтарса ирхине.
Кĕтӳ улăхра симĕс курăк çинче
Тĕпсĕр çăл улăхне утать майĕпе.
— Ассаннеçĕм, кала мĕншĕн çак улăха
Тĕпсĕр çăл улăхĕ тенĕ тата?
— Мăнукăм, итле эс, — терĕ мана
Тахçанхи халапа пуçарса калама.
— Шурлăхри улăхра çăл пулнă тахçан.
Сиплĕ шывпа вăл пулнă пуян.
Кӳлнĕ лашана шăварма пырсан
Сикнĕ шыва лаша, путнă, тухман.
Çав кӳлнĕ лаша Атăла тухсан
Хуçи палланă тет ăна курсан.
— Чăнах-и çапла вăл? — терĕм пӳлсе,
Асанне сăмахне тимлесе итлесе.
— Муркаш шывĕ пулнă çăлпа юнашар
Пулма та пултарнă çакă тип-шар.
Куç тулли юхать Муркаш шывĕ паян
Ункăпа пĕрлешсе юхăмпа Атăла.
Шевлепе вылякан шыв çине пăхсан
Асилетĕп ак çак ĕлĕкхи халапа.
Улăх ячĕ манăçмасть нихăçан
Пурăнать вăл эпир пурăнсан.
Тăсăлать ĕмĕрсенĕн хушши.
Тăван ял, тăван кил — чун ăшши.
Халапĕ
Тĕпсĕр çăл улăхĕ Шурча салипе Çĕньял Шурча ялĕ хушшинчи, хальхи сысна фермипе плотина çийĕнчи тимĕр кĕпер патне çитичченхи çĕр лаптăкĕ шутланать. Çĕр таврашĕнчи çĕр лаптăкĕ — шурлăхлă вырăн. Кунта пысăк хăватлă çăлкуç шывĕ тапса тăрать. Вăл хĕлле те шăнмасть, çулла та шывĕ питĕ сивĕ. Муркаш шывне пĕчĕк çырма пулса юхса кĕрет. Çырма урлă каçă пур. Тĕпсĕр çăл улăхĕ Муркаш шывĕпе юнашар. Ĕлĕкренпех Муркаш шывĕ çерем хĕррипе тан, Ункă шывĕпе пĕрлешсе мăнаçлăн Атăла юхнă. Муркаш шывĕн икĕ енĕпе ĕлĕк лашапа нумай çӳренĕ. Кӳлнĕ лашана пĕр çын шăварма тăнă тет. Унăн лаши çăла путнă, виçĕ кунтан ăна Атăлта тупнă. Хуçи лашине палласа илнĕ. Паян кун та çак çăл «Тĕпсĕр çăл» улăхĕ ячĕпе тăрать. Манăн асанне тата мăн асанне иккĕшĕ те Шурча салинче çуралнă. Асанне, Тимофеева Светлана Семеновна (1947-мĕш çулта çуралнă), хăйĕн хуньамăшĕ, Тимофеева Мария Константиновна (1897-мĕш çулта çуралнă), каласа панă халапа асра тытнă, манна тĕплĕн каласа панă, эпĕ ăна ыттисене каласа парăп.
Халап çăлкуçĕ: Муркаш районĕнчи Шурча ялĕнче 1947-мĕш çулта çуралнă (62 çулта) Тимофеева Светлана Семеновнăран 2009 çулта Муркаш районĕнчи Шурча шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Тимофеев Александр Сергеевич çырса илнĕ.