Калаçмалли çав тери нумай:
Тăхта кăштах, тăхта, ан кай.
Ачашлăхăм пулман-и ман?
Чуну çунман-и чуп тусан?
Ыталасассăн кăмăлпа
Çӳренĕ çăтмахра санпа.
Тытаттăн уйăх шевлине,
Параттăнччĕ мана парне.
Вĕçетчĕ çӳллĕ тӳпере
Юратупа çунса чĕре.
Эс курнă-и мана ĕçрен
Пăрăнса юлнине пĕрре?
Мĕн пулчĕ-ха? Мĕн пулчĕ-ха?
Шанмастпăр-и пуласлăха?
Çавах та пĕлнĕ пул çакна,
Эс мансăрăн пурнаймăнах.
Ырра манакан çын нихçан
Йĕркеллĕ пурнăç тăвайман.