Халăх хăйĕн историне яланах пĕлме тăрăшать. Эпĕ те яланах ватăсем каласа паракан халапсене итлеме хавасчĕ.
Манăн атте 1870-мĕш çулта çуралнă. Унăн йăмăкĕ Укахви 1871-мĕш çулхискер хамăр ялти Захар Кузьмича 1865-мĕш çулта çуралнăскерне качча кайнă. 1927-33-мĕш çулсенче аттепе пĕрле хăш чухне эпĕ те Захар йыснасем патне каяттăмччĕ. Ун-кун хуçалăхри ĕçсене тусан, е праçниксенче сăра курки тытсан аттепе йысна час-часах ĕлĕкхи пурнăç çинчен сăмахлатчĕç. Темле, халиччен илтмен Энĕш çырми, Шанкав уçланки, Аслыр, Киремет, Кăвак хуппи, çĕр хапхи, Пихампар сăмахсене аса илсе калакалатчĕç. Эпĕ вара хăлхасене тăратсах итлесе лараттăмччĕ. Интереслĕ пек туйăнатчĕ вĕсем калаçни тата та ытларах пĕлес килетчĕ. Интереслĕ пулмасăр! Вĕсем, ватăскерсем, ĕлĕкхи çинчен нумай пĕлнĕ тата хăйсен аслашшĕсене, вĕсен аслашшĕсем каласа хăварнисене аса илетчĕç.
Хăçан тата мĕнле пуçланса кайнă-ха Уçырма ялĕ?
Халăхра сыхланса юлнă ăруран ăрăва куçса пыракан халап тăрăх Уçырма ялне никĕсленĕ чăвашсем пĕр тăватçĕр çула яхăн авал Вырăскас Пикшихпе Шибылга ялĕнчен тухса килнĕ. Уçырма Канаш районĕнчи ватă та пысăк ялсенчен пĕри шутланать.
Ку ĕç акă мĕнле пулнă.
1645 çулта Пибук ятлă чăвашăн курăк çиме кăкарнă вăкăрĕ вĕрен татса Пикшихрен кăнтăр-хĕвелтухăç еннелле вăрманпа утса кайнă. Пибук вăкăр йĕррине йĕрлесе шыранă. Калас пулать, вăл вăхăтра кунти таврара сĕм вăрман кашласа ларнă. Çапла вăрман тăрăх 7-8 çухрăм кайсан Пибук хăйĕн вăкăрне вăрманти пысăк уçланкăра шăнкăртатса юхса тухакан пысăк çăлкуç çывăхĕнче улăхра симĕс курăк çисе çӳренине курать. Вырăнĕ вара ăна çав тери килĕшсе каять: йĕри-тавра сĕм вăрман, хĕвеланăçĕнчен хĕвелтухăçнелле «Окрис» ятлă юханшыв хăйĕн тăп-тăрă шывĕпе шарласа юхать. Çак юханшыв Пикшихри Урюксар çырминчен пысăкрах та лайăхрах. Унăн çурçĕр енчи çыран сăрчĕ тăрăх уçă та çутă уçланкă пур. Уçланкă варринче çутă çăлкуç юхса выртать. Шывĕ сиплĕхлĕ те уçă. Çăлкуçа вĕсем «Аслă ыр» тесе ят параççĕ, ку урăхла май аслă, ырă вырăн тенине пĕлтерет. Чăнах та çапла пулĕ, мĕншĕн тесен çак çăлкуç шывĕ паянхи кун та хăйĕн тутлă та сиплĕхлĕ шывĕпе пĕтĕм ял çыннисене савăнтарать. Ял çыннисене çеç мар, хула çыннисем те час-часах çакăнтан шыв тĕрлĕ савăтпа ăсса каяççĕ. Шел пулин те хăйсем хыççăн çакăнти вырăна тасатса хăвармаççĕ.
Тепĕр çулхине Пибук, Сепер, Тябук çемйисем çак уçланкăра çĕр сухаласа тырă акаççĕ, ерипен кил-çурт çавăраççĕ. Пибук урапа-çуна тума ăста пулнă, Тябук катка-пичке тума ăста пĕлнĕ. Вĕсем çăлкуçĕ патĕнчи вырăна хăйсен Пикшихĕнчи пекех «Аслыр»? тесе калама тытăнаççĕ. Ял ятне Уйри çырмари Кĕçĕн Пикших тесе каланă. Каярахпа Пикших ялне Кивĕ Пикших тесе каланă, Кĕçĕн Пикшихе Уйçырма кĕскетсе Уçырма теме тытăннă. Юханшыв ятне вара Окрис вырăнне Уйри Çырма, кĕскетсе Уçырма, вырăсла Озирма теме тытăннă.
Яла мĕншĕн çакăн пек ят панă пирки тепĕр тĕрлĕ халап та çӳрет. Тахçан ĕлĕк-авал пирĕн ял тăрăхне пĕр çул çӳрекен килнĕ тет. Тавралăха курса çаврăнас тенĕ вăл. Кунти вырăн ăна питĕ килĕшнĕ, анчах та çырмасем нумаййи питех килĕшсе кайман. Çырма тăрăх улăхса анса вăл шутсăр ывăннă та вара каланă: «У-у-у-çырма!» Ку ĕнтĕ çырма нумай иккенне пĕлтернĕ. Çакăнтан ял ятне те Уçырма тесе калаççĕ.
Халап çăлкуçĕ: Ялти ватă Петров Петр Петрович (1935 çулта çуралнă) каласа панă тăрăх 7-мĕш класра вĕренекен Артемьева Анна çырса илнĕ, хайлав йĕркеленĕ.