Тăван енĕм Элĕк ен
Сĕм вăрманлă пулнă тет,
Çав вăрманлă çĕрсенче
Хулашсем те ларнă тет.
Хулашне нумай чухне
Сăртлă-туллă çĕрсенче,
Çырма-çатраллă варсенче
Купаласа тунă тет.
Карман-ту текен хулаш
Хурасан таврашĕнче
(Ялăн кăнтăр енĕнче)
Ларать тахçан авалах.
Ача чухне туссемпе
Чупаттăмăр хамăр та
Карман-ту хӳтлĕхĕнче
Тĕрлĕ вăйă выляма.
Вырăнĕ илемлĕскер,
Сăртлă-туллă, çӳллĕскер,
Ачасемшĕн выляма
Шăпах питĕ меллĕскер.
Ялти сумлă ватăсем
Карман-ту çинчен пĕлеç,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ халапсем
Ачасене пĕлтереç.
Икĕ ăру хушшинче
Вăрçăсем пулнă чухне
Тахçан ĕлĕк-авалах
Купаланă çак тăва.
Карман-ту вырăнĕнче
Ларнă вăрман сарăлса.
Тăшманран хӳтĕленме
Тăвас тенĕ çак тăва.
Пĕр енчен çăра вăрман
Хупăрланă тăшманран.
Уçă енчен канавсем
Чавса тунă салтаксем.
«Карман» сăмах чĕлхере
«Крепость», «хӳтлĕх» тет иккен.
Апла пулсан «Карман-ту»
«Хӳтĕленĕ сăрт» иккен.
Анчах та паянхи куна
Пĕр пай çеç юлнă сыхланса.
Пĕве тăвасшăн тăрăшса
Аркатнă-çке Карман-тăва.
Апла пулин те Карман-ту
Ларать паян та сарăлса.
Мăнаçлă ту, мухтавлă ту,
Ун ячĕ тăтăр янраса.
Халап çăлкуçĕ
Халапа Павлова Евдокия Егоровнăран, 1929-мĕш çулта Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнче çуралнă, Петрова Алина Геннадьевна çырса илнĕ