Эпĕ çуллахи вăхăта чăтайми кĕтетĕп. Çуллахи вăхăт маншăн — чи юратни, мĕншĕн тесен, яла, асанне патне каятăп-çке. Эпĕ асаннене питĕ юрататăп, ăна пулăшатăп, унпа мухтанатăп.
Акă пĕр ăшă кун эпĕ яла çитрĕм. Асанне яланхи пекех, мана хапха умĕнче кĕтсе илчĕ. Кунĕпе эпир пĕрле пултăмăр: пахчара çӳрерĕмĕр, чăхсене çитертĕмĕр. Çапла кунран-кун иртрĕ.
Пĕррехинче каçхи апат хыççăн мана асанне хăйĕн тăван ял историне каласа пачĕ.
Манăн асанне, Игнатьева Надежда Григорьевна, Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мăн Шетмĕ ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта, Шетмĕ юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ку юханшыв илемлĕ те таса. Эпир унта кашни çул ачасемпе шыва кĕретпĕр.
«Мăн Шетмĕ тăрăхĕн историйĕ пуян та мухтавлă», — тет мана асанне. Истории докуменчĕсем тăрăх пирĕн эрăчченех финн-угор чĕлхипе калаçакан халăх çыннисем, çармăссем, пурăнни паллă. Атăлçи Пăлхар çĕршывне тутар-монголсен çарĕсем аркатса тăксан, чăвашсен мăн аслашшĕсем, пăлхарсем, çав тăрăха тарса килнĕ. Ку енне пăлхарсем XIV ĕмĕртех килсе вырнаçнă.
Мăн Шетмĕ енĕ — Чăваш Республикинче паллă ен. Ку тăрăхри ялсен историне, халап-юмахне тата йăла-йĕркине чăвашсен паллă этнографĕ, Мăн Шетмĕ чиркӳ прихучĕн пачăшки Н.А.Архангельский, сахал мар тĕпчесе çырса хăварнă. Малтан çак ялта питĕ илемлĕ чиркӳ пулнă. Ылтăнтан тунă евĕр ялкăшса тăнă. Кайран, коммунистсен вăхăчĕ çитсен, çак чиркĕве пĕтĕмпех аркатнă, çаратнă. Халĕ те çак чиркӳ вырăнĕ пур, анчах та унта чул купи кăна.
Истори докуменчĕсенчен паллă: «Çак ял ятне Шупашкар уесне кĕнĕ Кинер вулăсĕнчи чăвашсем XVI ĕмĕрте, Хусана илнĕ çулсенче, куçса килсен панă».
Ял пирки çакăн пек халап та çӳрет. Тахçан авал, Тинсар шывĕ тăрăхĕнче, пурăннă тет, виç тăван. Виç тăвантан пĕри — Тинсар юханшыв тăрăх анса, Мăн Шетмĕ юханшывĕпе кĕрсе çакăнти вырăнсенче пурăнма тытăннă. Çапла Мăн Шетмĕ ялĕ йĕркеленсе кайнă. Чиркӳ прихучĕн метрика кĕнекинче ку ята пуçласа 1773 çулта асăннă.
1826 çулта Мăн Шетмĕре кирпĕчрен чиркӳ çуртне хута янă. Тепĕр çичĕ çултан чиркӳ çумĕнче йывăçран купаланă хурал çуртĕнче чиркӳ прихут шкулне уçнă. Кунти пĕрремĕш учитель — А.В. Краснов пачăшкă пулнă. Вăл турă законне вĕрентнĕ. А.И. Архангельский священник вара ачасене вĕрентмелли икĕ кĕнекене вырăсларан чăвашла куçарса пичетленĕ. Халĕ кунти кирпĕчрен тунă шкул мăнаçлăн курăнса ларать. Ачасене куллен шкула йыхăрать.
Мăн Шетмĕ ялĕ кунран кун илемленсе, чечекленсе ӳссе пырать. Ял халăхĕ ырă та тарават. Килен-çӳрене кĕтсе илме, ăсатма пĕлет.
Çапла асаннепе калаçса ларса эпир вăхăт пирки те манса кайнă. Сехет йĕппи çурçĕр тĕлне çитсе шаккама тытăнчĕ. Ыран кĕтӳ ăсатма ирех тăмалла тесе асанне çывăрма кайрĕ. Эпĕ те ăна тав туса, ырă тĕлĕксем курма сĕнсе хамăн пӳлĕме çывăрма утрăм. Вырăн ăшне кĕрсе выртсан: «Ыран татах та ку калаçăва тăсăпăр!» — тенĕ сас илтĕнчĕ асанне пӳлĕмĕнчен.
Халап çăлкуçĕ
В.В.Константинов, А.И.Васильев «Авалăхра — ăс тата вăй» кĕнекерен, 2008 ç., 5-7 стр.; Мăн Шетмĕ ялĕнче пурăнакан 70 çулхи Игнатьева Надежда Григорьевнăран 2009 çулта çырса илнĕ.
Çырса илекенĕ: Сымакова Вера Сергеевна 6-мĕш б класс вĕренекенĕ.