Хĕвел пурне те кун çути кӳрет.
Такамшăн та ку паллă — çук пĕлменлĕх.
Кун çутипе тĕнче чечекленет,
Кун çутипех пурнать мĕнпур этемлĕх.
Пурнать-ха та...
Анчах мĕскер çитмест?
Çынсен чунне мĕнле усал тыллать-ши?
Хĕвел кӳрен телей-и тивĕçмест?
Ăна та-и тĕпренчĕкĕн пайласшăн?
Пайласшăн çав...
Пайласшăн çеç те мар,
Кашни ăна хăй аллине илесшĕн.
Этем паян ытла кăра, хаяр,
Тĕнчемĕр тытăмне вăйпа хиресшĕн.
...Шанатăп эп: ыр вăхăт килетех!
Ĕç çынĕ пурăнĕ ун чух телейлĕ.
Хĕвел кун панăн,
Кашни этемех
Хăй чунĕн ăшшине ырра парнелĕ.