Вунулттăмĕш ĕмĕр вĕçĕнче Курнавăш ялне çичĕ тăван çитсе тухаççĕ. Вĕсене ертсе пыраканĕ Кăрăç папай пулнă теççĕ. Вăрă-хурахла ешкер тарăхтарса çитернĕ пулнă тет вĕсене. Тăвансем çĕнĕ çĕр шыранă имĕш. Çапла вара Кĕçĕн Пăла хĕрринче пĕчĕк кăна ял пуçланса каять. Ĕлĕк-авал илемлĕ пулнă тет пирĕн тăрăхра: тăрна куçĕ пек çăлкуçсем çуталса выртнă, вăрманĕ те, çаранĕ те çителĕклĕ пулнă. Пĕр тăвансем те мирлĕн, шăкăл-шăкăл калаçса, туслăн пурăннă. Майĕпен ял та хунасах пынă. Вăхăт шав малалла шунă. Несĕл пуçĕ ватăлса виличчен кăна пынă тет çакăн пек тăнăç пурнăç. Кайран пĕр-пĕрне усал тăвасси, харкашасси те ӳснĕçем ӳссе пынă тет. Пули-пулми япалашăнах чĕрре кĕресси сиксе тухнă имĕш. Пурăна киле Курнавăш ялĕнче Тукшик ятлă ача çуралать, тет. Тем амакне пула унăн ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ. Тукшик тĕрлĕ çынсем патĕнче ӳсет. Хĕн-хурне те пайтах тӳсет вăл, пуянрах çынсем чухăнраххисенчен кулнине те, икĕ питлĕхе те, чеелĕпе путсĕрлĕхе те чĕрене илет. Тукшик хăйĕн тантăшĕсем хушшинче ăсĕпе те, сăн-пичĕпе те палăрса тăнă. Чупса-сиксе те, вăйă-кулăра та, ташă-юрăра та яланах малта пулнă вăл. Турри ăна ку енĕпе ытлашшипех панă. Тăлăх-туратлăхĕ çеç хурлантарнă çамрăка. Тукшик таврари чи чаплă сунарçăсенчен пĕри пулса тăрать. Унăн йĕпписем темле чĕр чуна та туххăмрах пырса тивнĕ. Чылайăшне кĕвĕçтернĕ çакă.
Пĕрре яла нухайсем килсе кĕреççĕ. Пыл-çу, аш-пăш, йывăçран илемлетсе тунă тĕрлĕ хатĕрсене, тĕрĕсене тустарса илсе тухса каяççĕ. Тукшик ун чухне вăй питти арçынсемпе пĕрле хирте ĕçленĕ пулнă. Тăшмансене хирĕç тăракансем те тупăнман. Каç еннелле хиртисем яла таврăнаççĕ те шалтах аптăраççĕ-мĕн, пур çĕрте тустарса çĕмĕрсе пĕтернĕ. Унта та, кунта та йĕни, ĕсĕклени илтĕннĕ. Тукшик хăйĕн савнине, Савтепие шыранă, анчах та кăлăхах. Тăшмансем ăна та вăрласа кайнă. Пĕтĕм çут тĕнче вăхăтсăр сӳннĕн туйăннă Тукшике. Мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ӳснĕскерсене тăшман уйăрнă. Савтепие тыттарса яраканĕ те ялти чее çынсенчен пĕри пулнă-мĕн. Тукшикпе Савтепи туслăхĕ кĕвĕçтернех ĕнтĕ ăна. Путсĕр çак этем кайран хăй те хĕн-асаппа вилнĕ тет. Кун хыççăн Тукшик те йĕп ӳксе çухалнă евĕр çухалать. Никам та курман ăна текех. Те çичĕ ютпа çапăçса вилнĕ маттур йĕкĕт.
Çамрăксем унчченхи пекех вăййа тухнă, савăннă. Хăйсем вăййа тухакан вырăна, Тукшикпе Савтепие хисеплесе, Тукшик улăхĕ теме тытăннă.
Ваттисем каланă тăрăх, Тукшик улăхĕ паянхи кунчченех упранса юлнă. Вăл вырăнта хуçалăх ферми вырнаçнă.
Халапĕ
Тукшик хăйĕн тантăшĕсем хушшинче ăсĕпе те, сăн-пичĕпе те палăрса тăнă. Чупса-сиксе те, вăйă-кулăра та, ташă-юрăра та яланах малта пулнă вăл. Турри ăна ку енĕпе ытлашшипех панă. Тăлăх-туратлăхĕ çеç хурлантарнă çамрăка. Тукшик таврари чи чаплă сунарçăсенчен пĕри пулса тăрать. Унăн йĕпписем темле чĕр чуна та туххăмрах пырса тивнĕ…
Халап çăлкуçĕ: Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче пурăнакан 43 çулхи Круглов Вячеслав Николаевичран 9-мĕш класра вĕренекен Курчина Анна Сергеевна 2009-мĕш çулта çырса илнĕ.