Эп пурнăç çулĕпе сахал-и утрăм,
Курмаллине те куртăм сахал мар.
Ман пурăнма
Татах та пур-ха шутăм,
Эй, Çут Тĕнчем, пилле мана, çул пар!
Сана чун-чĕререн эп кăмăллатăп,
Сана пулах ман чунăм — шĕл кăвар.
Эс пулмасассăн эпĕ те пулаймăп,
Эс чĕрĕ чух ман пурнăç та патвар.
Анчах юлмарăм-и кая, тăванăм,
Чуна уçса санпа сăмахлама?
Эп ĕнтĕ çамрăк мар — хăвах туятăн,
Эс, ав, пыран çамрăкланса пĕрмай.
Эппин ăс пар, вĕрент мана, тархасшăн,
Хăв евĕр пурăнма пиншер çулсем?
Мĕн-ма тесен, эп вĕçĕмсĕр юрласшăн
Арку çинче, асамлă Çут Тĕнчем!