Тăмран шăхлич тăватчĕ асанне,
Чĕтретчĕç ватă аллисем хуллен.
Упратăп халь те ун манми сăнне —
Манран вăл аякка тарать çуллен.
Чупаттăмăр шăхлич кала-кала
хавассăн, шавлăн сăрт çамки çинче.
Тататтăмăр кашлич ушкăнпала
çурхи янра вăрман уçланкинче.
Туятпăр хулпуççи çинче паян
çулсен ĕçчен те йывăр аллине.
Манми ӳкерчĕк курăнать аран —
шăлса кам илĕ вăхăт тусанне?