Урамра çăвать-и юр е çумăр,
Е тăман-и витнĕ çĕр питне,
Пурнăçу пулсан та питĕ ăмăр
Тав туса эс пурнăн тĕнчене.
Куççульпе сан чун, тен, макăрать-тăр,
Чĕрене çурать, тен, сив сăмах...
Пурнăçа тур çырнипе пурнатпăр —
Пурпĕрех шыратпăр-çке çăтмах.
Çил-тăман пек туйăмсем улаççĕ:
Çиçĕмĕ çиçет те — аслати.
Чĕрере çеç çепĕççĕн юлаççĕ
Сар хĕвел кулли те чун савни.
Кĕрхи пас пуçа часах шуратĕ —
Вăхăчĕ иртет вăл сисĕнми...
Юр çуса хупланнă сив çын ячĕ
Çуркунне çитсен вуланĕ-ши?
2009, юпа.