Этем пĕр вĕçĕмсĕр ĕçлет вай пур чухне.
Хевти пĕтсессĕн те шутлатъ ĕç пиркиех:
Пурнăçлайман иккен вăл чи кирлисене...
Епле кулянмăн-ха? Сăлтав çителĕклех.
Илмест асне те вăл çак эрлĕ вăхăтра,
Этем тĕнчин йĕркийĕ-çке — хăйне кура:
Вăл пысăк çын-и е пĕчĕк çын-и — пурпĕрех
Пурнăçланман ĕçсем юлаççĕ кашниннех.
Юлаççĕ çав, юлаççĕ сахал мар вĕсем —
Малаш тĕллевлĕ, илĕртӳллĕ ĕмĕтсем.
Çав ĕçсене йăлт пурнăçлас тăк çĕр çинче,
Çăтмах пек чаплă пулĕччĕ мĕнпур тĕнче.