Нумай пĕлекен мар, кирлине пĕлекен ăслă.
Эсхил, авалхи грексен поэчĕ
тата трагеди ашшĕ.
Пĕчĕк ял, историйĕ пысăк.
Йӳç Шăхаль ялĕ пуçланса кайнă çулсем Раççейшĕн синкерлĕ тапхăр пулнă. 1600, 1601, 1602, 1603 çулсенче нумай кĕпĕрнесенче утă
тата çурла уйăхĕсенче юр çунă, çуллахи кунсенче тăм ӳкнĕ. Халăх питĕ пăлханнă. 1601 çулта малтанах чĕреслетсе сивĕ çумăрсем, июль уйăхĕнче юр çунă. Август уйăхĕнче те юрлă çанталăк пулнă. Хĕллехи пек çунапа ярăннă. Пиçсе çитмен тырра çăлса хăварас тесе хресченсем кăвайтсем чĕртнĕ, анчах та вĕсем пулăшайман.
1602 çулхи çуркунне питĕ ăшă килнĕ, анчах та часах 1601 çулхи пекех сивĕсем пуçланнă.
Унтан питĕ шăрăх çунтарнă. Хирсенче тырă вырăнне хыт-хура алхаснă.
1603 çулта акмалли тырă та пулман. Выçлăх пуçланнă, арпа, утă, тымар çинĕ. Кушакпа йытăсене пуснă. Тырăпа спекуляци тăвасси алхасса кайнă. Çулсем тăрăх выçă çынсен ушкăнĕсем çӳренĕ. Вăрă-хурах шайккисем нумайланма пуçланă. Хăшпĕр кĕпĕрнесенче халăхăн çурри таран вилсе пĕтнĕ. Борис Годунов патша чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă: патша пӳлмисене уçнă, выçă çынсене тырă панă, анчах та пурпĕрех çăлса хăварайман. Кун пек выçлăх çулсем Раççей историйĕнче нихăçан та пулман. Çак çулсенче ĕнтĕ Шах Али тутар хăйĕн çемьипе тури Пăла тăрăхне килсе çитнĕ. Вырăнĕ вăрманлă путлăхлă, йӳçсе тăракан çĕр. Пурпĕрех вĕсем хăраса тăман, пурăнмаллах тенĕ. Йӳçшăхальсем яла пуçарса яраканĕ Шигали ятлă тутар тесе тахçанах калаçаççĕ, халĕ те çавнах çирĕплетеççĕ. Анчах та Шигали тутар кам пулнине никам та пĕлмест. Шах Али ятран 3-4 ĕмĕр хушшинче сасăсен ылмашĕвĕсемпе (транскрипции) Шигали пулса тăнă. Шах Али кам пулнине пĕлес тесен историе тишкермелле. Мускавпа кӳршĕллĕ Рязань облаçĕнче Касимово ятлă хула пур. 15 ĕмĕрĕн çурринчен пуçласа кунта тутарсен Касимово пашалăхĕ йĕркеленсе кайнă. Çак патшалăха ертсе пыраканĕ пулнă та ĕнтĕ Шах Али. Шах, хан-патша, монарх. Вăл Хаяр Иван патшапа килĕштерсе пурăннă.
Хаяр Иван хăй те Мамайăн мăнукĕн мăнукĕ пулнă тесе çырать Мускавра хальхи вăхăтра тухса тăракан «Татарский мир» хаçат. Шăхаль пуçласа яраканĕ Шах Али часах Хусан ханствин патши пулса тăрать. Кунта паллах, Хаяр Иван пулăшĕвĕ те Шах Алие çул уçса панă, анчах та Крым ханĕн ывăлĕ Сафа Гирей хăйĕн çарĕпе тапăнса килсе Шах Алие Хусан хăнĕнчен сирпĕтсе хăварать. Шах Али Сĕве хулине тарса ӳкнĕ. Сĕве хулинче Шах Алие вырăс çарĕсем сыхланă. Али çак хулара пурăннине пĕлсен чăвашсемпе марисем ун патне хăйсен делегацине янă. Кунта вĕсем хаяр Иван патне кайма чăвашпа мари халăхне вырăс патшалăхне йышăнма пуç çапма кайма ирĕк илеççĕ. Хаяр Иван чăвашпа мари делегацине йышăнать. Чăвашпа мари халăхне вырăс патшалăхне йышшăнни çинчен грамота парать. Çапла вара 1551 çул чăваш халăхĕ хăйĕн пурнăçне яланлăха вырăс халăхĕн кун-çулĕпе çыхăнтарнă çул шутланать. Хаяр Иван Хусан хансвинче вырăс патшалăхĕпе пĕрлештерес тесе темиçе хутчен те Хусана тапăннă, анчах та Хусана парăнтарайман.
1552 çул çулла Шах Али çул кăтартса пынипе Хаяр Иван 150 пинлĕ салтакпа тата 150 пушкăртран тăраканскер Муром, унтан Арзамас хулисемпе иртнĕ. Сăр шывĕ çине тухнă. Хальхи Улатăртан тăварах шыв урлă каçнă. Çакăнтан вара вырăс çарĕ вăрмансене кĕмесĕр, çеçенхирлĕрех вырăнсемпе пырса Сĕве шывĕ çине тухнă. Чăваш çĕр-шывĕ урлă каçнă чухне Шах Али чăвашсен çăкăрĕ сĕтеклĕ те техĕмлĕ пулни пирки каланă. Вырăссем Сĕве хулине çитнĕ çĕре чăвашсемпе марисем хăйсен полкне йĕркеленĕ. Хусана хупăрласа илнĕ чăвашсен уйрăм отрячĕсем те çапăçнă. 150 пинлĕ çар Хусана хупăрласа илнĕ. Пĕр уйăх хупăрласа тăнă хыççăн вырăс салтакĕсем Хусан Кремелĕн айне чавса кĕреççĕ, нумай çынна тыткăна илеççĕ. Хусан ханĕ Сафа Гирей вилет. Унăн арăмĕ Сююнбек питĕ илемлĕскер тăлăх арăм пулса тăрать. Шах Алин те арăмĕ малтанах вилнĕ пулнă. Али Сююнбек çине авланасшăн пулнă, анчах та Хаяр Иван Сююнбека курсан юратса пăрахать. Вăл ăна Мускава патша майри пулма илсе кайма хатĕрленет. Сююнбек килĕшет. Вăл çапла калать: «Пыратăп. Тухса кайиччен Хусан шывĕ хĕрринче ларакан çӳллĕ башня (120 м.) çине хăпарса Хусан хулине пăхса киленсе сывпуллашам». Башня çине хăпарать те Хусан шывĕ çине сикет. Шах Алие те Хаяр Ивана та тутар майри пулмарĕ.
Хаяр Иван Шах Алие Мускава хăйĕн патне илсе кайма хатĕрленет. Хусан ханствине пĕтернĕренпе Чăваш çĕрне вăрçă вучахĕ текех аркатман. 1552 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕ Хусан вырăссене парăннă кун шутланать.
Çăлкуçĕ
Хайлава Йӳç Шăхаль ялĕнче пурăнакан 1930 çулта çуралнă Краснов Семен Яковлевичран 2009 çулта Михайлова Ангелина çырса илни тăрăх йĕркеленĕ.