Ман тăван кĕтес инçе —
Анлă Атăл хĕрринче.
Анлă Атăл хумханать пуль,
Хум çине хум кăларать пуль;
Атăл, Атăл, ан хумхан —
Ывăлу сана манман.
Çăмăл, уçă хум çинче,
Сар хĕвел ытамĕнче
Ачаран ӳссе çын пултăм:
Çавăнпа ман кăмăл-туртăм
Атăл хумĕ пек хастар,
Сар хĕвел пекех уяр.
Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,
Хурăна силлентерет.
Лĕпĕш пек вĕçет сар çулçă,
Çав-çавах ман кăмăл уçă:
Шурă хурăн,
Ан хурлан —
Сан сăну асран кайман.